11 октября 2017 г.
Çынпа тĕл пулсан та чи малтан мĕнле пурăнни пирки ыйтаççĕ. Пăртас ялĕнчи Зинаида Гончаровăпа курнăçсан хам ыйтăва çавăнтан пуçларăм. Вăл, çитмĕл çула çывхарса пыраканскер, пурнăçа ÿпкелешмерĕ. Уншăн тăван ялта лайăх, тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те ĕçсĕр ларма пултараймасть, пĕр ĕне усрать, çу кунĕсенче пахчара пахчаçимĕç ÿстерет.
«Çамрăк, вăйпитти вăхăтра Ленинград хулинче пурăнтăм. Апла пулин те чун тăван кĕтесе туртатчĕ. 2000 çулта вара яланлăхах çуралнă вырăна таврăнтăм. Тĕп килте шăллăм тĕпленнĕрен ялта пушă ларакан çурта туянтăм. Кивĕччĕ вăл, çавăнпа пурăна-киле çĕннине çĕклеме тиврĕ. Ытти хуралтăсене те турăм. Яла килсен ларма-тăма пĕлмерĕм тесен те йăнăш пулас çук. Анне чирлетчĕ тата. Çавăнпа ăна та пăхнă, çывăх çынран тимлĕх уйăрман. Кил-çурта çĕнетмешкĕн укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕрен икĕ ĕне, пăрусем тытнă. Сĕте кунсерен патшалăха сутнă. Тăрăшни сая каймарĕ – халь мĕн кирли йăлтах пур, хамăн ĕмĕре çитет. Патшалăх уйăхсерен пенси парать – хурланмалли çук», – терĕ Зинаида Ивановна.
Вăл тăватă ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Чи асли пулнăран кил-таврашĕнчи ĕçсем ун çине ытларах тиеннĕ. Тăхăнмалли те, çимелли те çукрах. Хĕр укçа-тенкĕ тăвас тĕллевпе çу кунĕсенче çырла пуçтарнă. Ăна пасара кайса сутнă. Пĕр стакан çырлана 5 пуспа тыттарнă. Çапла майпа 15 тенкĕ пухса çитернĕ. Укçана минтер айĕнче пытарса усранă. Çакăн пирки кÿршĕ хĕрĕ пĕлнĕ. Вăл никам курман вăхăтра ал айне мĕн чухлĕ лекнĕ укçана йăлтах йăтса тухса кайнă. Ача нимсĕр-мĕнсĕр тăрса юлнă: ара тытман çынна вăрă тăваймăн. Лешĕ каялла пĕр пус та каялла тавăрса паман.
«Шкула кайма пуçласан аттепе анне сысна çури сутса кĕнеке илсе панине паянхи кун та астăватăп. Вĕренме пĕр кĕпепе çÿреттĕм. Варалансан каçхине çунă та типме çакса янă. Ирхине вара тăхăнса кайнă. Урокра чернилпа çыраттăмăр. Учительсем каланине ялан тимлĕ итленĕ, хутла лайăх пĕлни пурнăçра кирлĕ пулние ăнланнă. Шкултан таврăнсан урама вăййа тухман, кил таврашĕнчи ĕçсене пурнăçланă. Атте ялан хаçат çырăнатчĕ. Киввисем туллиехчĕ. Пĕр ял хĕрарăмне çу чĕркеме хаçат кирлĕччĕ. Эпĕ ăна 5 пуспа сутаттăм. Мĕнех тăвăн, пурнăç теме те хăнăхтарать», – сăмах çăмхине майĕпен сÿтрĕ З.Гончарова.
Пăртас шкулĕнче саккăр пĕтерсен Вăрнарти техникума вĕренме кĕнĕ. Стипенди илме пуçланă.
«Вăл вăхăтра атте çĕнĕ пÿрт лартассипе тăрмашатчĕ. Çавăнпа стипендин ытларах пайне ăна параттăм. Малтанах, вĕренме пуçласан, техникумăн кивĕ культура çуртĕнче выртса тăраттăмăр. Каччăсем сцена çинче, хĕрсем залра çывăратчĕç. Çĕнĕ çул умĕн кăна общежитие вырнаçтарчĕç. Шел пулин те, пĕрремĕш курса вĕçлемесĕрех вĕренме пăрахрăм. Колхоза дояркăна вырнаçрăм. ,несене алăпа сăваттăмăр. ,çе ирхи тăваттăра тăрса кайма тиветчĕ. Кунĕпе те фермăран татăлман. Каçхине шкула вĕренме çÿреттĕм. Вунпĕрмĕш класс пĕтерсен Шупашкарти педагогика институтне кайса заявлени патăм, анчах та экзаменсене ăнăçлă тытаймарăм. Яла таврăнтăм, доярка ĕçне тепĕр хут пикентĕм. Хĕлле Киров облаçне вăрман касма кайрăм. Унта çичĕ уйăх ĕçлерĕм», – иртнине аса илчĕ Зинаида Ивановна.
Пĕр каçхине клуба тухсан ял хĕрĕсем хăйсемпе пĕрле Ленинграда пыма сĕннĕ. Вăл килĕшнĕ, виçĕ кунра паспорт тунă. Хыççăн çула тухнă. Ленинграда çитсен «Спецтоннельстрой» организацие ĕçе вырнаçнă. Кăшт вăхăт иртсен хулари медучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Каçхине ĕçленĕ, кăнтăрла вĕреннĕ вăл. Икĕ çултан медсестра дипломне алла илнĕ те хулари 12-мĕш больницăра ĕç биографине малалла тăснă. Темиçе больницăра та ĕçлеме тÿр килнĕ унăн. Ленинградра пурăннă чух качча тухнă. Мăшăрĕпе пĕр ачана кун çути парнеленĕ. Анчах хаяр шĕвеке кăмăллаканскертен уйрăлма тивнĕ.
Зинаида Гончарова кĕнеке, хаçат-журнал вулама юратать. Пĕртен-пĕр ывăлĕ унăн Ленинград облаçĕнче. Отпуск вăхăтĕнче çулсерен амăшĕ патне килет. Юратнă тĕпренчĕкĕ ăна хавхалану кÿрет.
Юрий КОРНИЛОВ.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"