Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шахтăра ĕçленĕ, ялта музей йĕркеленĕ

30 сентября 2017 г.

Авăрçырми ялĕнче пурăнакан Владимир Кузнецовăн шăпи интереслĕ. Вăл, чăваш хастарĕ, Воркутара шахтăра çирĕм пилĕк çул ĕçленĕ. Çав вăхăтра темле лару-тăрăва та çакланма тивнĕ унăн, анчах нимрен те хăраманран хыçалалла чакман, çирĕп утăмсемпе малалла утнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан, вуникĕ çул каялла, мăшăрĕпе çуралса ÿснĕ кĕтесе, килсе тĕпленнĕ. Халĕ кашни куна Авăрçырминче ирттереççĕ.

Владимир Аркадьевич Чăрăшкас Хирлеп шкулĕнче сакăр класс пĕтерсен Калининăри профтехучилищĕре тракториста вĕреннĕ. Анчах та техникăпа ĕçлеме тÿр килмен, салтака кайма ят тухнă. Ытти тантăшĕсем пекех  çар службине тивĕçлипе ирттернĕ. Хĕсметрен таврăнсан каччăна шăпа кĕтмен-çĕртен Воркута хулине илсе çитернĕ.

– Унта тăвансем пурăнатчĕç, хăйсен тăрăхне пырса курма чĕнетчĕç. Салтакран тин çеç килнĕскер пĕр-пĕр ĕçе вырнаçиччен вĕсене кайса курма шутларăм. Инçе çĕре темиçе кунран çитрĕм. Мана тăвансем ăшшăн йышăнчĕç, Воркута пурнăçĕпе паллаштарчĕç. Пытармасăр калатăп, килĕшрĕ ку тăрăх мана, çавăнпа юлма кăмăл турăм. Çамрăка, паллах, укçа-тенкĕ те кирлĕччĕ. Вырăнти шахтăра ĕçлеме çынсем шыранине пĕлтĕм те – вĕренÿ центрĕнче пĕр уйăх ытла пĕлÿ пухрăм, çапла вара кĕске вăхăтра шахтер специальноçне алла илтĕм. Хыççăнах шахтăна ĕçе вырнаçрăм, – терĕ В.Кузнецов.

Çĕр айĕнче ĕçлесси çăмăл мар. Ирĕклĕн утса çÿрейместĕн, çитменнине хĕвел çути те кураймастăн. Алăра вара ятарлă мăлатук тата кĕреçе. Ĕç вырăнĕнче сакăр сехет тертленмелле.

– Темиçе метр тарăнăшне лифтпа антаратчĕç. Сывлăш парса тăракан вентиляцие кунĕпе те чармастчĕç. Йĕри-тавра электричество лампочкисем. Чĕркуççи çине тăрса çĕр кăмрăкĕ кăлараттăмăр. Смена вăхăтĕнче, тусан вĕçнĕрен, хуп-хура пулаттăмăр. Çавах та, ниме пăхмасăр, плана тултарассишĕн тăрăшаттăмăр. Çĕркăмрăк кăлармассерен стенасене, ишĕлсе анасран, тĕревпе çирĕплететтĕмĕр. Шел пулин те çынсем вилнĕ тĕслĕхсем те пулкалатчĕç, – иртнине аса илчĕ Владимир Аркадьевич.

Ĕç хыççăнхи вăхăта усăсăр ирттермен, кино пăхма, ташă каçĕсене çÿренĕ. Пĕр кунхине юлташĕпе пĕрле хĕрсем пурăнакан общежитине кайнă. Пÿлĕмре йышпа пухăннăскерсем кичем ларман, тĕрлĕ шÿтсем каланă, юрăсем юрланă. Владимира çав самантра тахăшĕ ентешĕ пуррине пĕлтернĕ. Вера чăваш хĕрĕ пулнине, Вăрнар районĕнчи Мăн Турхан ялĕнче çуралса ÿснине каланă. Иккĕшĕ сăмах хăвăрт тупнă. Тĕл пулу паллаштарнă кăна мар, туслаштарнă та. Пĕр-пĕринпе курнăçма пуçланă, ташă каçĕсене, ресторана çÿренĕ. Вера Прокопьевна вăл вăхăтра Воркутара бухгалтерта ĕçленĕ. Пĕр район çыннисем виçĕ уйăх туслăх хĕлхемне ялкăштарнă. Унтан туй тусах пĕрлешнĕ.

– Çемье пурнăçĕпе пурăнма тытăнсан та ĕç вырăнне улăштармарăм, шахтăра тимлерĕм. Туслă йышра пĕр-пĕрне ăнланнăран умри тĕллевсене пурнăçлама çăмăлччĕ. Ÿсĕмсене кура тĕрлĕ наградăна тивĕçрĕм, пиллĕкçуллăх ударникĕ те пулса тăтăм, – калаçăва сыпăнтарчĕ Владимир Аркадьевич.

Воркутара пурăннă тапхăрта виçĕ хваттер улăштарнă. Мăшăрĕпе – Верăпа икĕ ачана кун çути кăтартнă. В.Кузнецов шахтăра ĕçленĕ вăхăтра, хăйĕн çине çĕркăмрăкĕ йăтăнса аннăран, хытах суранланнă. Больницăра уйăх ытла выртнă. Малтанах ура çине те тăрайман. Юратнă çынни тата тухтăрсем тăрăшнăран çеç утакан пулнă. Халĕ 57ри арçын виççĕмĕш ушкăн инваличĕ.

Владимир Аркадьевич Воркутара пурăннине пăхмасăр хула çынни пулайман, çуралса ÿснĕ тăрăх яланах хăй патне туртнă. Яла килсен кил-çурта йăлтах çĕнетнĕ: пÿрт тăррине пăсса икĕ хутлă тунă, мунча, выльăх усрамалли вите тата ытти хуралтăсем çĕклесе лартнă. Владимир Кузнецов, алă хытса ларасран тимĕр авма тытăннă, çапла майпа урамри палисаднике илемлетнĕ, уçă сывлăшра ларса канмалли саксемпе пукансене те хăех маçтăрланă. Арçынна тепĕр туртăм та çавăрса илнĕ: кивĕ сехетсем, краççын ламписем, маркăсем пухма пуçланă. Вĕсене пĕр çĕрте упрамашкăн пÿртĕн иккĕмĕш хутĕнче пÿлĕм йĕркеленĕ. Халĕ вăл музей пекех пулса тăнă. Кивĕ проигрывательпе радио та курма пулать кунта – йăлтах хăй тупнăскерсем.

Кузнецовсем тулăх пурăнаççĕ, туалечĕ те, ваннăй та пÿртре. Кран уçсан ăшă шыв юхса тухать. Пÿлĕмсем темиçе те, кашни илемлĕ. Мăшăр кролик йышлă тытать, чăхсем те пур. Ачисем пĕрле мар: пĕри Воркутара, тепри Шупашкарта. Владимир Аркадьевичпа Вера Прокопьевна хĕвелпе пĕрле вăранаççĕ те кунĕпех ура çинче. Иккĕшне те ялти пурнăç килĕшет, çавăнпа Авăрçырминчен кайма шутламаççĕ.

Юрий КОРНИЛОВ. 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика