Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 9-мĕш ФАП уçăлчĕ

09 августа 2017 г.

Малти Ишекре пурăнакансем ял уявне паллă тунă.

Уяв мероприятийĕ паллă пулăмпа – фельдшерпа акушер пунктне уçнипе пуçланнă. Унта Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, район тĕп больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков, Чăваш Республикин халăх художникĕ, ку ялта çуралнă Праски Витти, Малти Ишек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Игорь Иванов хутшăннă.

Малтанах пухăннисене районти централизациленĕ клуб тытăмĕн коллективĕ юрă-ташăпа савăнтарнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, ял çыннисене паллă пулăмпа саламланă май, ку ФАП районта тăххăрмĕш пулнине пĕлтернĕ. Строительство объекчĕ валли республика хыснинчен 2 миллион тенкĕ, вырăнти бюджетран территорие тирпей-илем кĕртме 600 пин тенкĕ уйăрнă. Леонид Григорьевич фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлни ял çыннисемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Медицина пулăшăвне вăхăтра илĕç, чирлисен сывалма та майсем ÿсĕç. Вăл республика правительствине, сывлăх сыхлавĕн министерствине пулăшу панăшăн, ял çыннисен сывлăхĕшĕн тăрăшнăшăн тав тунă.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов палăртнă тăрăх, республикăра çынсене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парассипе нумай ĕç тăваççĕ. 2013 çултанпа Чăваш енре хальхи йышши 128 ФАП уçнă, кăçал 25 çĕнĕ ФАП тума планланă.

Хĕрлĕ хăйăва кассан, çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕн кабинечĕсене кĕрсе курнă. Кунта ĕçлеме условисем лайăх, мĕн кирли пурте пур.

Хăнасем ял уявне те хутшăннă. Вĕсем ялта пурăнакансене телейпе ăнăçу суннă, çĕнĕ çемьесем чăмăртанассине тата ачасем çуралассине шаннине пĕлтернĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Николаев Ласточкинсен çемйине пĕрле пурăнма тытăннăранпа 55 çул çитнĕ ятпа саламланă. Район администрацийĕн Хисеп грамотипе Аркадий Порфирьевпа Малти Кăкшăмри Михаил Тарасова чысланă.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика