20 ноября 2004 г.
Ял ĕçченĕн çăмăл мар шăпи пирки ăçта кăна пуплемеççĕ пулĕ. Патшалăхран тĕрлĕ пулăшу килет пулин те хуçалăхсем пĕрин хыççăн тепри юхăнаççĕ. Анчах халăхăн коллективпа тăрмашас туртăмĕ пачах пĕтмен-ха. Çитĕнÿ тăвакансем çинчен район хаçатĕнче пĕлтерсех тăратпăр эпир.
Нумаях пулмасть ялхуçалăхĕнче тата ял хуçалăх продукцине тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен професси уявне паллă тунă май Вăрнарти издательство çуртĕнче тимлекенсем парне хатĕрлерĕç - малта пыракансене малашне тата пысăкрах ÿсĕмсем тума хавхалантарса “Çĕнтерÿ çулĕ” хаçата килес çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăма çырăнса парас терĕç. Çапла вара “Хорнзор”, Карл Маркс ячĕллĕ, “Янгорчино” ялхуçалăх производство кооперативĕсене вуншар, “Гвардеец” хуçалăха тата ялхуçалăх техникумне пилĕкшер экземпляр уйăрма йышăннă.
Журналистсемпе полиграфистсем ял ĕçченĕ пурнăç таппинчен, район хыпарĕсĕр ан юлтăр тесе тивĕçлĕ тÿпе хыврĕç.Источник: "Çĕнтерÿ çуле"