28 июня 2017 г.
«Агро-100» клуб иртнĕ çулхи кăтартусемпе республикăра чи лайăх ĕçлесе пыракан 100 ял хуçалăх предприяти ячĕсене пĕлтернĕ. «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерла общество рейтингăн пĕрремĕш йĕркине йышăннă
Николай Аливанов ертсе пыракан агрохолдинг ытти çулсенче те ку рейтингра лидерсен йышĕнчен чакман. Юбилейлинче (10 çул) 1-мĕш вырăна тухни вара чăннипех те сумлă. Предприяти ку çитĕнÿ патне кăтартусене çулленех ÿстерсе пынипе çитме пултарчĕ.
Вăрнарти аш-какай комбиначĕн «уйран тытăнса лавкка сентрисем таран» принципĕ – республикăри мĕнпур аграришĕн ырă тĕслĕхлĕ модель. Предприяти выльăх-чĕрлĕх отрасльне те, ÿсентăран отрасльне те тухăçлă аталантарса пырать. Пĕлтĕр кăна унăн Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче 1000 пуç ĕне вырнаçмалăх витесем, пĕр вăхăтра 40 ĕне сума май паракан сăвăм залĕ, 10 пин тонна вырнаçмалăх сенаж траншеи, 8 пин тонна тырă упрамалли кĕлет ĕçлесе кайрĕç. Кунашкал комплекссем Раççейре те шутлă кăна.
Паянхи куна Вăрнарти аш-какай комбиначĕн мăйракаллă шултра выльăх – 3028 пуç, вăл шутран сăвакан ĕнесем 1360. Пĕтĕмпех – ăратлă выльăх. Сыснасем – 14450 пуç. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан ĕнесем 60, сыснасем 391 пуç ÿснĕ.
Сĕт туса илессипе те кăтартуллă тимлеççĕ. Кăçалхи 5 уйăхри даннăйсене илес пулсан, пĕтĕмпе 3129 тонна сĕт суса илнĕ. Пĕлтĕрхи ку вăхăтринчен 485 тонна ытларах. Кăçалхи çул кашни ĕнерен сĕт суса илессине 146 кг ÿстернĕ, халĕ 2339 килогрампа танлашать.
Предприяти паян пĕтĕмĕшле 10 пин га çĕре тухăçлă ĕçлеттерет, вăл шутран 7812 гектарĕ хамăр районта. Пĕрчĕллĕ культурăсем 5626 гектар йышăнаççĕ. Тĕшĕлĕх кукуруза 700 га çинче çитĕнет.
Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче пĕтĕмпе 900-е яхăн çын тăрăшать, вăл шутран ял хуçалăхĕнче 250-ăн, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем 60-ăн.
Республика кунĕ йĕркипе Шупашкарта «Агро-100» клубăн ларăвĕ иртнĕ. Унта рейтингăн пĕрремĕш вунă йĕркине йышăннă предприятисене чысланă. Кубокпа диплома Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Николай Аливанов чи малтан тивĕçнĕ.
Республикăри чи лайăх 100 ял хуçалăх организацийĕ шутне Вăрнар районĕнчи тата сакăр хуçалăх кĕнĕ. Вĕсем – К.Маркс ячĕллĕ (14-мĕш вырăн), «Мураты» (31), «Санары (38), «Луч» (54), «Янгорчино» (64), «Победа» (78), «Агрохмель» (79), «Кольцовка» (94) хуçалăхсем.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"