Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотекарь профессийĕ – манăн шăпа

31 мая 2017 г.

«Пирĕн ĕç вăл курăмлă мар. Библиотекарь вăхăта сĕтел хушшинче ларса çеç ирттерет тесе калакан та тупăнатех. Анчах та ку йăнăш шухăш, мĕншĕн тесен пирĕн кун каçа темĕн те тума тивет. ,ç планне мĕн кĕртнĕ, çавна пĕтĕмпех пурнăçлатпăр», – çапларах пуçларĕ калаçăва Çĕрпел ял библиотекин заведующийĕ Ирина Степанова. Вăл библиотека сферинче – 1993 çултанпа.

– Библиотекарь профессийĕ манăн шăпа. Ку çула суйласа илнишĕн ÿкĕнместĕп. Ача чухне, шкул çулĕсенче, кĕнеке вулама питĕ кăмăллаттăм. Пушă вăхăт тупăнчĕ – алла пĕр-пĕр кĕнеке тытаттăм. Хăшпĕр произведенисем çав тери туртса кĕрсе каятчĕç – çур çĕр çитнине те сисейместĕм тепĕр чух. Шкулта пĕлÿ илнĕ вăхăтра ял библиотекине кунсерен тенĕ пек çÿреттĕм. Çĕнĕ хаçат-журналпа та паллашнă. Кĕнеке нумай вулани вĕренÿре те пулăшатчĕ. Çавăнпа дневникре лайăх паллăсем кăначчĕ, – терĕ Ирина Геннадьевна.

Шкул пĕтерсен хĕр Хусанти культура институтне кайса документсем панă. Экзаменсене ăнăçлă тытнă та библиотека факультетне вĕренме кĕнĕ. 5 çул ăс пухнă. Алла диплом илсен тăван кĕтесе таврăннă, библиотекарь ĕçне кÿлĕннĕ.

– Ĕçе чунтан парăнни кирлĕ, унсăрăн малалла каяймастăн, – калаçăва тăсрĕ И.Степанова. – Кĕнекене юратмалла, библиотекăна килсе çÿрекен вулакансене хисеплемелле. Тĕрĕссипе, вĕсемсĕр ĕç те пулмасть. Кĕнеке тусĕсен хисепĕ пурри вара чуна савăнтарать. Паянхи куна, библиотекăра 800 вулакан. Аслă çулсенчисем кăна мар, ачасем те, çамрăксем те килеççĕ – библиотека алăкĕ кашниншĕн уçă. Мĕнле литература кăсăклантарать – çийĕнчех тупса пама тăрăшатăп. Тĕрĕссипе, вулаканăн ыйтăвне туллин тивĕçтересси манăн тĕп ĕç вĕт. Вĕсем библиотекăран мĕнле кăмăлпа тухса каясси пĕтĕмпех хамран килет.

Ирина Геннадьевна вăхăтпа тан утать, пурнăçри улшăнусене те шута илет, çавăнпа ялан шыравра. Кĕнеке куравĕсем йĕркелесси, вулаканпа пĕр-пĕр темăпа калаçу ирттересси йăлара. Библиотека çумĕнче «Хĕрарăм тĕнчи» клуб ĕçлет. Унта çÿрекенсенчен ытларахăшĕ тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем. Вĕсем пĕрле пуçтарăнсан пĕр-пĕр илемлĕ литературăна сÿтсе явнипе çеç çырлахмаççĕ, ал ĕçĕ те тăваççĕ: чăлха-нуски çыхаççĕ, салфеткăсем ăсталаççĕ тата ытти те. Клуба çÿрекенсем кĕркуннерен пуçласа çуркуннеччен пĕрле. Çулла ĕç нумайран вăхăтлăха пĕрле пуçтарăнаймаççĕ. Йышĕ пур – вунă çынран та иртет. «Хĕрарăм тĕнчи» клуб пушă вăхăта усăллă ирттерме май парать.

Ачасемпе ĕçлессине те малти вырăна хурать библиотекарь. Вăл вĕсемпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттерет. Çĕнĕ кĕнекене тишкерсе тухасси те йăлана кĕрсе çирĕпленнĕ. Кăмăл пулсан телевизор е видео пăхма пултараççĕ.

– Фондра 11 пин экземпляр кĕнеке. Çĕннисем килсех тăраççĕ. Уйрăмах ял çыннин пурнăçне тата юратупа çыхăннă темăсене килĕштерни палăрать. Интереслĕ кĕнеке çÿлĕкре тусанланса выртмасть, алăран-алла куçать. Хальхи вăхăтра кашни килте телевизорĕ те, компьютерĕ те пур пулсан та ял çынни, çав шутра ача-пăча та, кĕнеке вулама кăмăллать. Мĕншĕн тесен лайăх литература вăл шухăшлама хистет, – пĕлтерчĕ Ирина Геннадьевна.

– Эсир телейлĕ-и?

– Эсĕ парăннă, чунтан пурнăçлакан ĕç – чи пысăк телей. Кĕнекесен ытамĕнче темиçе çул пурăннишĕн чăннипех мăнаçланатăп. Мана пурнăçра мăшăрпа ачасем ялан хавхалантарса пынă. Çĕрпел каччипе Сергейпа 1994 çулта çемье çавăрнă. Унпа икĕ хĕр пăхса çитĕнтертĕмĕр. Халĕ иккĕшĕ те Мускавра вĕренеççĕ: пĕри экономист, тепри инженер-эколог пуласшăн, – кăмăллă калаçрĕ библиотекарь.

Хăйне илес-тĕк, çĕнĕ кĕнекене пуринчен малтан вуласа тухать. Унта мĕн çырнине лайăх пĕлмерĕн – çынна сĕнме те кăткăсрах. Библиотекарьшĕн чи лайăххи вăл – вулакансем пырса çÿрени. Вĕсем пулсан ĕç те пĕр тикĕссĕн пырать, ĕмĕт-тĕллев те пурнăçланать.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика