20 мая 2017 г.
Виçĕмкун район администрацийĕнче иртнĕ савăнăçлă мероприятире çак шухăш темиçе хутчен те, темиçе çынран та янăрарĕ
– Çемье – патшалăх никĕсĕ çеç мар, пирĕн пурнăçăн тĕп хаклăхĕ те. Паян республикăра çемье статусне çирĕплетессипе чылай ĕç пурнăçлаççĕ: пурăнмалли условисене лайăхлатма программăсем ĕçлеççĕ, шкулсем, ача сачĕсем çĕкленеççĕ, амăшĕн капиталне, социаллă пособисем тÿлеççĕ, нумай ачаллисене çĕр пайĕсем уйăраççĕ тата ытти те, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев зала пухăннисене саламланă май.
Вăл демографи ыйтăвне çĕклени те ахальтен мар. Районта, шел те, ырă тенденци Малти Ишекре çеç палăрнă – çуралакансем вилекенсенчен ытларах. Хăшпĕр ял тăрăхĕнче вара çут тĕнчене килекенсем пурнăçран уйрăлакансенчен 7–8 хут сахалрах. Леонид Григорьевич районта нумай ачаллă 582 çемье пулнине палăртрĕ. Вĕсенче 1879 ача çитĕнет. Пĕр çемьере сакăр ача, çичĕ ачаллисем – икĕ, пилĕк ачаллисем – 16, ултă ачаллисем виçĕ çемье.
Чăваш енре кăçалхи çула Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕ тесе палăртни символла пĕлтерĕшлĕ. Зала чĕннĕ çемьесем акă – туслăх, юрату, шанăçлăх тĕслĕхĕсем. Хураçырмари Мария Александровнапа Вячеслав Николаевич Николаевсем пĕрлешнĕренпе кăçал 55 çул çитнĕ. Пилĕк ачана – виçĕ хĕрпе икĕ ывăла кун çути панă вĕсем. Шел, пĕр ывăлĕн пурнăçĕ кĕске пулнă – 25-рех çĕре кĕнĕ. Мария Александровна ĕмĕр тăршшĕпех совхоз-техникумра фермăра тăрăшнă, пĕр вăхăт сыснасем пăхнă, ĕçе пăрахиччен 18 çул дояркăра тимленĕ. Вячеслав Николаевич – ăста тракторист, пултаруллă бригадир. Мăшăрсем иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Николаевсен паян 14 мăнук.
Вăрманкасри Лима Павловнапа Иван Михайлович Михайловсем çитес уйăхра ылтăн туй выляççĕ. Пурнăçа вĕсем иксĕлми ĕçре, çемьери килĕшÿре ирттернĕ. Юратура пилĕк ача кун çути курнă. Иккĕшĕ те – ĕç ветеранĕсем. Лима Павловна, Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿснĕскер, вăрнарсене ĕçченлĕхĕпе тĕлĕнтернĕ. Мăшăрĕн ялĕнче вăл нумай çул дояркăра вăй хунă. Иван Михайлович скотникра тăрăшнă.
Кĕçĕн Кипекри Роза Васильевнапа Юрий Алексеевич Алексеевсен те мăнаçланмалли пур. ,мĕре вĕсем тĕрĕслĕхре, килĕшÿре ирттереççĕ. Пурнăç çулĕпе 50 çул ĕнтĕ алла-аллăн тытăнса утаççĕ. Йывăр самантсем те чылай пулнă, анчах та пĕрне пĕри пулăшни вĕсене çăмăлраххăн чăтса ирттерме май панă. Роза Васильевна – Уйкас Кипекрен. Кĕçĕн Кипеке ăна бухгалтер ĕçĕ илсе çитернĕ. Вырăнти ялпора тăрăшакан çĕнĕ хĕре Юрий Алексеевич асăрханă та урăх вĕçертмен. Мăшăр нумай çул суту-илÿ тытăмĕнче тимленĕ: çемье пуçĕ шоферта, арăмĕ – шут ĕçĕнче. Паян Алексеевсем икĕ ывăлĕпе, икĕ хĕрĕпе чунтан савăнаççĕ.
Çемье юбилярĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, загс пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Филиппова, социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Ирина Смолина саламларĕç.
Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалланă уява темиçе ăрăва, тĕрлĕ категорири çемьесене чĕнни аван. Ашшĕ-амăшне улăштаракан, нумай ачаллă тата çамрăк çемьесем тимлĕхре пулчĕç. Пĕрремĕшĕсем уйрăмах сăваплă ĕçпе палăраççĕ – вĕсен хÿттинче социаллă тăлăхсем ăшăлăх, ырăлăх тупнă. Хурăнсур Çармăсри Кузьминсем, Мăн Элменти Мураковсем, Вăрнарти Николаевсем, Элмен Сунарти Фоминсем... – районта ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене хăйсен çунатти айне илнисем 94 çемье. Опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ Алевтина Ядрицова çулталăкра районта вăтамран 15 ача социаллă тăлăх пулса юлнине асăнчĕ. Патшалăх политики паян кунашкаллисене интерната ярассинчен хăтăлас тĕллевлĕ, мĕншĕн тесен ачасем çемьере çитĕннинчен хаклăраххи нимĕн те çук.
Юпшик Ялтăрари Степановсем акă хăйсен ачисемсĕр пуçне тăватă ачана опекăна илнĕ. Вĕсемпе тимлесе ĕçлени хутшăнусенче аван курăнчĕ. Ку çемьере телей тупнине вĕсем юрă-ташă урлă кăтартрĕç. Ку çемьене, çавăн пекех Кузьминсене, Лаврентьевсене, Николаевсене район администрацийĕн Тавĕпе чысларĕç.
Патшалăх политикин ырă утăмне çирĕплетекен тепĕр ĕç вăл – çамрăк çемьесене пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшни. Уявра 16 çемье хваттер туянма тата çурт çĕклеме социаллă тÿлеве тивĕçни çинчен калакан сертификатсене илчĕç. Чи пысăк пулăшу 700 пин тенкĕ таран, чи сахалли 300 пин.
Уява концерт номерĕсемпе илемлетрĕç.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"