Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тарпа пиçĕхнĕ, малашлăха пăхнă

20 мая 2017 г.

Хурăнсур Çармăсри Зоя Плешкова 82-ре пулин те хальлĕхе хăйне çирĕп туять-ха. Кĕлетки пĕкĕрĕлмен унăн, хусканăвĕ те вăр-вар. Иртнĕ вăхăта лайăхах ас тăвать, ачалăхри кунсене те манăçран кăлармасть.

– Атте ăшшине туймасăр ÿсме тиврĕ манăн, – калаçăва пуçларĕ Зоя Васильевна. – Аннене çăмăлах пулман, паллах. Шкулта икĕ класран малалла вĕренме май килмерĕ. Пурнăçа ăнăçтарса пырассишĕн хуçалăх ĕçне кÿлĕнтĕм. Ача пулин те аслисемпе тан çурлапа тырă вырма тиветчĕ. Бригадир ана виçсе паратчĕ. Тем пек асаплансан та шăла çыртса тÿснĕ, мĕншĕн тесен ывăннине ыттисене кăтартас килмен. Кĕлтине те хамах çыхаттăм. Хĕвелпе пĕрле тăрса вăл аниччен те уйран кĕмен. Анан вĕçĕ çук пек туйăнатчĕ тепĕр чухне. Кунĕпе ĕçлесе хытă ывăнаттăм. Апат вăхăтĕнче çеç кăштах канса илме май килетчĕ. Ача тесе ачашламан мана. Çу кунĕсенче урамра тантăшсемпе пĕрле вăйăсем выляс вырăнне ĕçре пиçĕхнĕ.

З.Плешкова Çĕрпелте çуралнă. Амăшĕ чирлекеленĕрен вĕренÿрен уйрăлнă та вăл. Юратнă çыннине питĕ хĕрхеннĕ. Çиме çăкăрĕ пултăр тесе колхоз ĕçне пикеннĕ: ăçта мĕн тумалла – турткалашса тăман, вăрман касма та кайнă.

– Хĕллехи вăхăтра та кĕрĕк арки йăваласа ларман, вăрмантан тухма пĕлмен тесен те йăнăш пулас çук, – терĕ Зоя Васильевна. – Унтах пурăннă. Аслăрах çулсенчисем йывăç касса ÿкеретчĕç. Хыççăн турачĕсене иртетчĕç. Пирĕн, ачасен, вĕсене çунтармаллаччĕ. Эх, сĕтĕреттĕмĕр туратсене. Пурте пĕр пек мар-çке, мăннисене туртма питех те йывăрччĕ. /серехпе вара йывăç та каснă.

Вăрман терт-нушине сахал мар кăтартнă. Пĕррехинче лашапа кайрăм: ара, киле валли вутă турттарса тухмалла-çке. ,çĕ тупăнчĕ те, ятарласа тунă вырăнта çĕр каçма юлтăм. Ирхине тăрса тула тухрăм та куçран куççуль чутех юхса анмарĕ. Каçхине, çывăрнă вăхăтра, хăрах урапана кăларса кайнă. Юрать-ха ял çыннисем пулăшу кÿчĕç, касса хатĕрленĕ вутăна лашапах киле илсе килтĕм. Ун чухне пÿрте хальхи пек газпа ăшăтман, çавăнпа та хĕл каçма вутă хатĕрлесси çулсерен канăçсăрлантарнă.

Зоя Плешкова хуçалăхра ытларах чухне шалу та илеймен, ĕç кунĕшĕн вăй хунă. Каярахпа фермăна куçнă, пăрусем пăхма тытăннă. Тăватă çултан дояркăра тимлеме пуçланă.

– Ĕнесем патне куçма сĕнчĕç те – хирĕçлеме пултараймарăм. Пирĕншĕн вăл вăхăтра сĕт сунипех ĕç вĕçленмен, апатне те панă, тислĕкне те хырса кăларнă. Михĕпе çăнăх йăтнă. Çу кунĕсенче ĕнесене лагерьте усратчĕç. Унта каяттăмăр. Дояркăсем черетпе кĕтÿçсемпе пĕрле касу та пăхаттăмăр. Çерем çинче çÿретнĕ май ĕнесем сĕт нумай антаратчĕç, çавăнпа та çулла кунне виçĕ хутчен алăпа сăваттăмăр. Кану мĕнне пĕлмен, отпуск пирки ĕмĕтленме те пултарайман, мĕншĕн тесен ĕç ялан малти вырăнта тăнă, – иртнине куç умне кăларчĕ манпа калаçнă май Зоя Плешкова.

1958 çулта Хурăнсур Çармăс каччипе Александр Плешковпа çемье çавăрнă. Пĕр-пĕринпе калаçса çÿремен, хĕр шутне кĕнĕрен качча кайма хирĕçлесе тăман.

– Мăшăрпа лайăх пурăнтăмăр. Вăл шкулта, колхозра водительте ĕçлерĕ. Ман çине нихăçан та сасă хăпартман. Александрпа çичĕ ачана кун çути парнелерĕмĕр. Юратнă çынпа лайăххине шансах йыш хушса пытăмăр. Хам аннепе кăна çитĕннĕ те, ачисем ытларах пулччăр терĕм. Шел те, пĕри пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ. 2007 çулта вара мăшăр та ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Тăруках тем пулчĕ ăна, – чунне уçса калаçрĕ Зоя Васильевна.

Халĕ килте аслă ывăлĕпе пĕрле пурăнать. Çавăнпа тунсăха кĕрсе ÿкмест.

– Качча килсен те колхозра ĕçленĕ, бригадăра тăрăшнă. Çĕрулмине те кăларнă, хăмлине те татнă, тума пĕлмен ĕç те çук пулĕ маншăн, – терĕ З.Плешкова. – Çăматă та йăвалама хăнăхрăм. ,лĕкрех ялта пурăнакансем ураран пуçласа пуç тÿпине çитичченех килте тĕртсе-çыхса тунă тумтирпе çÿренĕ. Çавна шута илсех çăматă тума тытăнтăм. Тĕрĕссипе, хăв аллупа ăсталанă япалана нимĕн те çитмест. Халĕ те килте çăматăсем пур. Хĕлле вĕсене ураран ямастăп.

Зоя Васильевнана терт-нуша хуçайман. Пурнăç сукмакĕ çине тухса тăнă йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пĕлни малаллахи утăмсене çирĕппĕн тума пулăшнă. Унăн медальсем те нумай. Вĕсем ĕçе юратса пурăннине çирĕплетсе параççĕ те ĕнтĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика