11 мая 2017 г.
Хăшпĕр çыннăн чун-чĕринче мĕн упраннине пĕрре-иккĕ курса сăмахланнипех туллин тавçăрса илме пулать. Пуканкассинчи Виктор Анисимовпа курнăçсан вара унăн ăшă кăмăлĕ пурин валли те тивĕçнине çирĕппĕн туйса илтĕм.
Хальхи вăхăтра вăл Владислав ывăлĕн çемйипе пурăнать. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ, çавăнпа та кил-çуртра туслăх хуçаланать.
Ватăпа пÿртре калаçса ларатпăр. Виктор Анисимова тĕрлĕ ыйту паратăп. Кашнин валли хурав пур унăн. Кăçалхи январьте 90 çул тултарнă пулин те иртнĕ вăхăтсене лайăх ас тăвать, хăшпĕр самантсене ĕнер кăна пулса иртнĕ евĕрех куç умне кăларса тăратма пултарать.
В.Анисимов, ялти ытти тантăшĕсем пекех, ача чухнех ĕç енне туртăнма пуçланă. Тăван тавралăха юратса ÿснĕ. Ярмушка шкулĕнче çичĕ класс пĕтернĕ те «Гвардеец» хуçалăхра хăйĕн тÿпине хывма пуçланă: бригадăра тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Кану мĕнне те пĕлмен, мĕншĕн тесен мĕн хушнине вăхăтра тума тивнĕ. Çамрăк чун-чĕринче юн вылянă, çавăнпа ывăннине те туйман.
1944 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче салтака кайма ят тухнă. Виктор Анисимова Тăван çĕршыва хÿтĕлеме ял-йышпа ăсатнă. Пензăра чарăннă вăл. Ку хулара нумай тытăнса тăман, Хусана кĕçĕн командирсем хатĕрлекен шкула вĕренме янă.
– Кабинетра кăна мар, уçă сывлăшра та пирĕнпе тĕрлĕ занятисем йĕркелетчĕç, – терĕ В.Анисимов.
Вĕренÿ вĕçленнĕ те, Ижевскри хĕçпăшал заводне сыхлама пуçланă. Каярахпа маттур чăваша уйрăм командирне уйăрса лартнă. Çичĕ çул майлă çарта пулнă. 1951 çулта тăван яла таврăннă. Канса пурăнайман, колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Платниксен бригадипе правлени çуртне, фермăсем тунă. Виктор Анисимович пĕрене кăна чутламан, кирпĕч те хунă. Шел пулин те пĕр-пĕр специальноç алла илме май килмен унăн. Çавах та пурăна-киле ăна колхозра диспетчер ĕçне шанса панă. Техникăна рейса кăларса ярассишĕн яваплă пулса тăнă. В.Анисимов ертÿçĕ мĕн хушнине ялан тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшнă, ĕçе нихăçан та ырана хăварман. Тивĕçлĕ канăва тухичченех ырми-канми вăй хунă.
– Халĕ иртнишĕн тунсăхламастăр-и? – ыйтатăп унран.
– Вăхăт хăйĕннех тăвать, килте пурăнма тахçанах хăнăхнă ĕнтĕ. Ывăлпа кин юнашар пулни вăй-хăват парса тăрать, – терĕ Виктор Анисимович. – Пÿртре çеç ларса пурăнмастăп, уçă сывлăша кунсерен тухса кĕретĕп. Хăлха япăхрах илтет, çавăнпа манпа хыттăнрах калаçма тивет.
Унăн медальсем сахал мар, орден та пур.
В.Анисимовăн 14 мăнук тата çавăн чухлĕ мăнукĕн ачине. Ветеран телевизор пăхать, район хаçатне юратса вулать. Çавна май пурнăçпа тан утать.
Юрий КОРНИЛОВ.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"