Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ташă-юрă – чун уççи, ачасемпе ĕçлесси – киленĕç

29 апреля 2017 г.

Çĕр çинче ташлама юратман çын çук пулĕ. Тĕрлĕ хусканусем туни кĕлеткешĕн çав тери усăллă, ташă – чăн-чăн савăнăç çăлкуçĕ. Вăл çынна спортран та ытларах вăй хушать.Ытларахăшĕ ташă çаврăмне вăхăтран вăхăта çеç тăрать. Теприсем вара ку туртăма пĕтĕм пурнăçне халаллаççĕ. Виççĕмĕшсен ĕçĕ тата пархатарлăрах – вĕсем хăйсем ăста ташлаççĕ çеç мар, ташă асамлăхне ыттисене те вĕрентеççĕ.

Утар ялĕнче пурăнакан Светлана Мальцевана шăпах виççĕмĕш ушкăна кĕртмелле. Вунă çул ытла ĕнтĕ вăл ачасене хальхи вăхăтри ташă тĕсĕсемпе туслаштарать.

Чун туртăмне нимĕнпе те улăштараймăн теççĕ те, Светланăпа та çавăн пекех килсе тухнă. Шкул хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче технолог профессине алла илнĕ, анчах та шăпа ăна культура çуртне илсе çитернĕ. Çакă, тен, ача чухне сцена çинчен уйрăлманнипе те çыхăннă пулĕ. Ялти, шкулти пĕр концертран та юлман вĕт. Галина Якимовна Павлова музыка учителĕ пултаруллă хĕре смотрсене те чылай илсе çÿренĕ.

Йăхĕнче юрă-ташă ăстисем пулни те витĕм кÿнĕ-тĕр. Светланăн аслашшĕ, Николай Егорович Егоров, акă ялти чи ăста купăсçă пулнă. Кашни туя, çемьесенчи пысăк уявсене илемлетнĕ, халăха савăнтарма пĕлнĕ вăл. Хĕллехи вăхăтра выляса тарланипе юр ăшне тухса чăмнине ял çыннисем халĕ те астăваççĕ. «Кÿршĕ хĕрарăмĕ калани яланах асра. Николай Егорович хĕлĕхсем çине пусма тытăнсан тĕнче юрланăн туйăнатчĕ, вилнĕ çынна чĕртсе лартмалла кĕвĕсем калатчĕ, тетчĕ», – аса илет Светлана.

Куккăшĕсен те музыка таланчĕ пысăк. Шăллĕ, Саша, гитарăпа, купăспа ăста вылянă, тĕлĕнмелле хитре юрланă. Акатуйсенче район çыннисене пĕрре мар çепĕç юрă-кĕвĕпе тыткăнланă. Салтака кайиччен Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче ăс пухнă. Шел, çутă çын кун-çулĕ ытла ир татăлнă...

Акатуй тенĕрен, Светлана Борисовна Мальцева ертсе пыракан «Грация» ушкăн çулсеренех уяв сцени çине тухатчĕ. Вăл вăхăтра, 2006 – 2012 çулсенче, Светлана Борисовна Уравăшри культура çуртĕнче илемлĕ пултарулăх ертÿçинче тимленĕ. Çак вăхăтрах «Телей» вокал ансамбльне те йĕркелесе янă. Районта иртекен кашни конкурс-фестивальне хастар хутшăннă.  Ял çыннисене мĕнпур уявра концертсемпе савăнтарнă. Сăмах май, уравăшсен «Телей» ушкăнĕ халĕ те пурăнать, район çыннисене савăнтарать.

Салари клуб çунса кайсан та культура вучахне сÿнме паман Уравшăра тимлекенсем. Светлана Борисовна ачасемпе занятисене шкулта тăснă. Хыççăн, тытăма çĕнетсе улăштарнă тапхăрта, виçĕ çул Хирпуçĕнчи культурăпа кану центрĕн директорĕнче вăй хунă.

2015 çулта Вăрнара, районти культура çуртне, куçнă. «Тивлет» юрăпа ташă ансамблĕпе Пушкăртстана, Тюмене çитнĕ.

Малтанхи кунсенчех Алина Евдокимова пуçарнипе хĕрсем «Салам» ушкăн йĕркеленĕ. Ячĕ – группăри хĕрсен ячĕсен пуçламăш саспаллийĕсенчен: Светлана Мальцева, Алина Евдокимова, Лиля Пелевина, Мария Иванова, Аня Васильева. Хĕрсем районти концертсенче çеç мар, республикăри фестивальсемпе смотрсенче те пĕрре мар палăрнă. Уявсенче хĕрсен илемлĕ юррисене халĕ те киленсе итлетпĕр. Ку – унăн чун уççин пĕр енĕ.

Тепĕр енĕ вара – ташă. Тĕрĕссипе, ташă ăсталăхне кĕçĕннисене хăнăхтарасси. Ун «çунатти» айĕнче паян – тĕрлĕ ÿсĕмри 60 енне ача.

Пĕчĕккисене ташă тĕнчине явăçтарас шухăш пач ăнсăртран йăл илнĕ. «Районти культура çуртĕнчен килелле утатпăр. ,ç вăхăчĕ вĕçленнĕ, анчах пурте хĕрсех ĕç пирки, культура пурнăçне мĕнлерех интереслĕ тăвасси пирки калаçса пыратпăр. Шÿтлетпĕр хамăр, пĕри юрă ушкăнне йĕркелесшĕн, мана пĕчĕккисемпе ташлама сĕнеççĕ», – йăл кулса аса илет Светлана.

Çак шухăш ăна çунатлантарсах янă. Тăсса ямасăр ачасен ташă ушкăнĕ уçăласси пирки пĕлтерÿ панă. Кăмăллисем хăвăртах тупăннă. «Задоринки» ушкăн пĕр уйăхранах сцена çине ташă кăларнă. Хыççăнхи çĕнĕ номере те куракансем хаваспа йышăнчĕç.

Халĕ Светлана Борисовна – ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ. «Задоринкисĕр» пуçне тата икĕ ушкăнпа çине тăрса ĕçлет. «Galaxy» ушкăн акă иртнĕ эрнере республикăра фитнес-аэробика енĕпе пулнă конкурса хутшăннă. Дебют хĕрсене çав тери килĕшнĕ, вĕсем кунашкал ытти конкурссене те хутшăнма çунатланнă.

– Кĕçĕннисемпе ĕçлеме, паллах, çăмăлах мар. Анчах та вĕсем мĕнлерех «çимĕç» парасси кăсăклă. Пĕр ачан ак пĕрремĕш çулне ниепле те çÿлелле сикесси пулмастчĕ. Тепĕр çулхине занятине килнĕ-килмен: «Светлана Борисовна, эпĕ сикме вĕрентĕм» тесе пĕлтерчĕ. Мĕнле савăнмастăн уншăн; Ашшĕ-амăшĕ пулăшса пыни хăват кÿрет, – тет преподаватель. 

Çак çитĕнÿсемшĕн, ăнăçусемшĕн, лăпкăлăхра ĕçлеме май пулнăшăн пĕтĕмпех амăшне, Людмила Николаевна Васильевана тав тăвать вăл. «Пурнăç тăршшĕпех анне пулăшăвне туллин туйма май пулнăшăн чĕререн хĕпĕртетĕп. Кил-çуртра та, ачасемпе те яланах тимлĕ вăл...» – тет Светлана Борисовна.

Ачасем тенĕрен, Светлана Мальцеван ывăлĕпе хĕрне те Турри пултарулăхне туллиех парнеленĕ. Юлиана Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн хореографи уйрăмне пĕтерет, фортепианăн 1-мĕш класĕнче ăс пухать, «Синяя птица» хорта юрлать.

Ярослав – халăх инструменчĕсен уйрăмĕн 2-мĕш класĕн вĕренекенĕ. «/нер шкулне çÿреме пуçланă чухне купăс хыçĕнчен аран курăнатчĕ, анчах та занятине пĕтĕм кăмăлтан çÿрет», – тет Светлана Борисовна.    

Шăпа хăйне культурăна «туртса кĕрсе» кайнăшăн нихăçан та кулянман вăл. Ку енĕпе Шупашкарти культура училищинче (техникумра) пĕлĕвне те ÿстернĕ, ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. «Культурăра ĕçлени нумай пултаруллă çынпа паллашма май пачĕ. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни те ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума май парать», – пĕлтерет Светлана Борисовна. Ташă-юрă уншăн чăннипех те чун уççи пулса тăнă, паянхи – ачасемпе тăрăшас ĕç – ăна киленĕç кăна кÿрет. 

Светлана ЧИКМЯКОВА.   

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика