Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿкерме ăста

03 мая 2017 г.

Аçăмçырминчи вăтам шкулта Чăваш чĕлхи кунне халалласа тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Вĕсенчен  пĕри – Аçăмçырминче  çуралса ÿснĕ талантлă художникăн, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă хастар салтакăн Алексей Петрович Петровăн куравĕ уçăлни. Ăна шкул директорĕ П.Х.Андреева уçрĕ. Савăнăçлă мероприятие А.П.Петровăн хĕрĕ Г.А.Леонтьева та хутшăнчĕ. Вăл шкул ачисемпе хăнасене ашшĕн пурнăçĕ пирки  тĕплĕн каласа пачĕ, унăн пурнăçĕнче пулса иртнĕ тĕрлĕ самантсем çинче чарăнса тăчĕ.

1941 çулта пуçланнă хăрушă вăрçă пурин ĕмĕтне те пĕр шелсĕр таптать. Çирĕм виçĕ çулхи А.П.Петров малтанхи кунсенче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи пулса тăрать. Вăрçăн тискер çулĕпе утса Польша чиккинче йывăр аманиччен нумай тÿсме тивнĕ паттăр салтакăн.

Кун-çулĕ пулнă пулĕ çав Аçăмçырми каччин. Пĕррехинче салтаксен юхан шыв урлă кĕпер тумалла пулнă. ,çе пурнăçланă хыççăн Алексей Петрович командиртан çывăхри çĕр улми ани çине кайса килме ирĕк ыйтать. Хăйĕн çапăçури юлташĕсенчен 200 метр пек уйрăлса ĕçленĕ вăхăтра фашистсен хĕреслĕ самолечĕсем вĕçсе килсе пĕтĕм батарейăна çĕрпе хуплаççĕ. Пĕр-пĕччен чĕрĕ юлать çакăнта ăраскаллă чăваш. Хастар салтак нумай медале тивĕçнĕ.

Мирлĕ пурнăçра та А.Петров хастарлăх кăтартнă. Малтан фашистсем аркатнă Ленинград хулине юсаса çĕнетес ĕçре вăй хунă. 1946 çулта тăван ялне таврăннă. Килте амăшĕпе йăмăкĕсене, шăллĕне юхăннă хуçалăха çĕклеме пулăшнă, колхозра та çанă тавăрсах тăрăшнă.

1947 çулта Шăхаль ялĕнчи чипер хĕрпе, Фекла Алексеевнăпа, çемье çавăрать. Вĕсем пилĕк ача пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă.

Салтакра пуçланнă чун киленĕвне яла таврăнсан та пăрахăçламасть Алексей Петрович. Унăн ÿкерчĕкĕсене Мускаври, Шупашкарти, районти халăх пултарулăхĕн куравĕсенче те кăтартнă. Талантлă художник нумай дипломпа грамотăна тивĕçнĕ. Унăн ĕçĕсене халĕ Вăрнарти краеведени музейĕнче тата Шупашкарти халăх пултарулăхĕн куравĕнче курма пулать. Ÿкерчĕкĕсенче художникăн чун пуянлăхĕ, çут çанталăк илемне туйни, пурнăçа юратни, ĕçе хисеплени курăнать. Ăста художник çинчен Чăваш телевиденийĕ те передача хатĕрлесе кăтартнă.

Чиркÿсенче реконструкци ĕçĕсем ирттернĕ çĕре хутшăнса та хăй çинчен ырă ят хăварать Алексей Петрович. Вăрмана сыхлама чĕнекен плакатсене те шăрçалать унăн ылтăн алли. Ачаранах хăнăхнă алă ĕçне те аталантарсах пырать. Вăл ăсталанă уйран çÿпçисем, çунашкасемпе кĕреплесем халĕ те нумайăшне усă параççĕ.

Чăваш чĕлхипе литература учителĕ В.Н.Флегентова та художник пурнăçĕпе пултарулăхне тарăн тишкерсе пачĕ, вăл калани ачасене пушшех те хавхалантарса ячĕ.

Аçăмçырми ял поселени пуçлăхĕ О.В.Петров та çакăн пек маттур çынсем яла хăйне евĕр илем кÿни çинчен каларĕ. Пухăннисене  ăшă сăмахсем каласа савăнтарчĕ. Уяв вĕçленнĕ май  лента касса курава малалла ĕçлеме ирĕк пачĕç. Пурте кăмăллă юлчĕç.

В.Флегентова.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика