Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кипек ен» – пултаруллă ушкăн

03 мая 2017 г.

«Пурăнмалла, савăнма пĕлмелле» – Уйкас Кипек культура çурчĕ çумĕнчи «Кипек ен» ушкăнĕн хăйнеевĕр девизĕ ку. Кунта çÿрекенсенчен чылайăшĕ тивĕçлĕ канăва тухнă ĕнтĕ, анчах вĕсенчен пĕри те килте тунсăхласа ларма шутламасть – пурнăçне илемлĕ те киленÿллĕ, тулли тума тăрăшать.

Кашниех ăнланать: ушкăнпа чухне вăхăт та интерслĕ иртет, чунра та кăмăллă. Лидия Михайлова темиçе çул каялла: «Атьăр, пĕрле савăнар, тĕрлĕ юрă шăрантарар!» – тесен Уйкас Кипек тăрăхĕнче пурăнакансем унăн сĕнĕвне хапăлласа йышăннă, культура çуртне пуçтарăнма пуçланă. Пĕри тухнă, унтан тепри – йыш пĕчĕккĕн хушăнсах пынă. Халĕ «Кипек ен» ушкăнра 12 çын. Лидия Михайлова, Людмила Христофорова, Надежда Назарова, Юлия Христофорова, Светлана Алексеева, Надежда Кузьмина, Галина Петрова, Ольга Осипова, Елена Егорова, Владимир Арсентьев, Владимир Павлов – пурте пултаруллăскерсем. Кашниех юрă-ташă енне чунĕпе туртăннă. Ушкăнри юрăçсем хăйсен кăмăлне çĕкленисĕр пуçне ыттисене те савăнăç, хаваслăх кÿреççĕ.

2012 çулта йĕркеленнĕ «Кипек ен». Унтанпа нумай концерт кăтартнă. Кашнин программа расна. Л.Михайлова шучĕпе, чи  пĕлтерĕшли – ку таврара пурăнакансене пĕр çĕре пухма пултарни. Юрласа ярсан мĕнпур йывăрлăх çинчен манаççĕ. Акă Вăрман Кипекри Галина Петрова фельдшерта 43 çул ĕçленĕ. Çав вăхăтрах сцена çине те тухнă. Вăл каланă тăрăх, юрласа ярсан çав самантра чир-чĕр те тарса çухалнăн туйăнать иккен.

Юлия Христофорова халĕ утмăл тăххăрта. Çулсем кайнишĕн ÿпкелешмест вăл, паян та çутă ĕмĕтпе пурăнать. «Эпир, сцена çине час-часах тухнăран, чунсемпе çамрăкланса каятпăр, çавăнпа ватăласси пуçра та çук», – терĕ Юлия Константиновна. Людмила Христофорова та юрă-кĕвĕ енне чунĕпе туртăннă. Унăн та килте пăчăхса ларас килмест, уйрăмах хĕл кунĕсенче. «Халăх хушшинче пулнă май пĕтĕм хуйха сиретĕн. Çакă йывăрлăха та хыçа хăварма пулăшать», – шухăша уçрĕ юрлама юратаканскер.

Ушкăнра арçынсем те пур. Вĕсенчен пĕри – Владимир Арсентьев. Вăл шкулта 7-мĕш класра вĕреннĕ чух купăс калама вĕреннĕ. Халĕ 55-ре. Апла пулин те музыка инструментне алăран вĕçертмест. Çуралнă куна е салтак ăсатма чĕнеççĕ-и – хирĕçлесе тăмасть, кайса выляса парать. «Кипек ен» ушкăна та арçын тулли кăмăлпа çÿрет. Купăс кĕввисĕр юрă та илемлĕ тухманнине лайăх пĕлет, çавăнпах ушкăнран уйрăлмасть.

Владимир Павлов вара Çĕн Сăрьел ялĕнчен çÿрет. Концерт вăхăтĕнче параппана алăран ямасть. Çавăн пекех вăл сцена çине шÿтсемпе те тухать, залра ларакансене вар тытиччен култарать. Хăй çырнă сăвăсене те вуласа парать. Унăн пултарулăхĕ пысăк пулнине районти тĕрлĕ фестиваль-конкурссенче çĕнсе илнĕ дипломсем те çирĕплетеççĕ.

«Культура ĕçĕнче пĕччен нимех те тăваймăн. Йыш кирлĕ. Юрлама юратакансем пурри вара шанчăк парать, ĕç-хĕле йĕркелесе пыма хавхалану хушать. Сцена çине çĕнĕрен те çĕнĕ концерт программипе тухас ĕмĕтпе пурăнатпăр. Пĕр сăмахпа, пурнăçран юлас мар тетпĕр», – пĕлтерчĕ культура ĕçченĕ Лидия Алексеевна.

Хĕл кунĕсенче те репетицие час-часах пуçтарăнаççĕ, чăваш халăх юррисене шăрантараççĕ. Ик-виç сехет юрлаççĕ, килĕсене те кайма васкамаççĕ, мĕншĕн тесен пурне те «Кипек ен» ушкăнра питех те кăмăллă та килĕшÿллĕ.

Ку юрă-ташă ушкăнне кÿршĕ ялсенче пурăнакансем те килĕштереççĕ. Хăйсен пултарулăхĕпе вĕсем Канаш, Çĕмĕрле районĕсенче пурăнакансене те паллаштарнă. «Кипек ен» илемлĕ юрăсем шăрантарсан залра ларакансем чăннипех те хĕпĕртеççĕ. Ара, тепĕр тесен, çыннăн кăмăлне çĕклеме нумай-им кирлĕ? Юрă-кĕвĕ вара чуна ăшăлăх кĕртет, чун хавхаланупа тулать. Ушкăна ÿлĕмрен те ăнăçу сунас килет.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика