Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта та телей тупма пулать

22 апреля 2017 г.

Уйкас Кипеке çитсен тĕл пултăм ку ял тăрăхĕн пуçлăхне Александр Петрова. Вăл вырăнти культура çуртне пынăччĕ те, ĕç-хĕле уçса пама хирĕçлемерĕ. «Мухтанмалли темех çук-ха, ыттисем пекех çулталăк пуçламăшĕнче палăртса хунине пурнăçа кĕртме тăрăшатпăр. Администрацин тĕп тĕллевĕ – халăхшăн ĕçлесси. Мĕн те пулин ыррине тума май килчĕ – чуна ырă пулса каять», – терĕ вăл.

Уйкас Кипек ял тăрăхне ултă ял çыхăнтарса тăрать. Вĕсенчен чи пысăкраххи вăл – Уйкас Кипек. Кунта 180 кил хуçалăхĕ. 360 пурăнакана шута илнĕ. Услантăр Енĕшре вара 56 кил хуçалăхĕ çеç. Пурăнакансен йышĕ те 100 çынна çитмест. Кашни ялтах пушă пÿртсем пур. Ашшĕпе амăшĕ пурнăçран уйрăлса кайнă та – кил-çурт алăкĕ çăраççипе питĕрĕннĕ. Çуралса ÿснĕ кĕтесе хаклакансем, тăван улăх-çарансене манманнисем ашшĕ-амăшĕн килне килсе кайма вăхăтне тупаççĕ. Куна канса çеç ирттермеççĕ, хăшпĕр вак-тĕвек ĕçсене те пурнăçлама хевте çитереççĕ – тепĕр тесен, ÿркенмен çыншăн ялта ĕç тупăнсах тăрать. Тăван киле пăхса тăни вара пархатарлăх кăна кÿрет.

 2016 çулта ял тăрăхĕнче 6 ача çуралнă, çав вăхăтрах 21 çын çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлса кайнă. Пĕлтĕр ачасен йышĕ, унчченхи çулпа танлаштарсан, чакнă: 32 ача сахалланнă. Çакăн сăлтавĕ ансат: шкул пĕтереççĕ те хулана вĕренме тухса каяççĕ. А.Петров калашле, чи пахи  – çĕршывшăн усăллă çынсем пулса тăни. Рабочи ĕçне пикентĕр-и çамрăк, е инженер енĕпе хăйне кăтарттăр – тăван ял ятне çĕклетĕр кăна. Ĕçчен çынна, паллах, такам та савĕ.  

Пĕр-пĕр специальность илнĕ хыççăн ялта тĕпленнисем те пур. Унашкаллисем хăйсен çул-йĕрне вырăнтах тупма пултарнă. Николай Степанов çĕр ĕçĕпе ĕçлет пулсан, Андриян Григорьев плотинана арендăна илнĕ. Унта вăл пулăсем ĕрчетет. Виталий Яковлев выльăх-чĕрлĕх усрать. Вăл аш-какай тата сĕт туса илессипе районти фермерсем хушшинче те малта. Çирĕм ытла хресчен хуçалăхĕн 3 гектартан пуçласа 20 гектара çитиччен çĕр пур. Пушă вырттармаççĕ вĕсене, тĕрлĕ культурăсем акса çитĕнтереççĕ. Пĕр сăмахпа, ÿркенменнисемшĕн ĕçĕ çителĕклĕх.

Ял тăрăхĕн территорийĕнче çавăн пекех «Луч» хуçалăх пур. Вячеслав Ижелеев ертÿçĕ сысна ĕрчетесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. 2016 çулта 1200 пуç вырнаçмалăх сысна фермине реконструкцилемелле. Çапла вара вăйпитти çынсен ĕç шыраса таçта кайма кирлĕ мар, мĕншĕн тесен вырăнтах ĕçлесе çемьене тăрантарма пулать.

2016 çулта «Çамрăк çемье» программăпа Олег Сергеев çемйи свидетельство илнĕ. «Çамрăк специалист» программăпа вара Юрий Шоркин çемйине пурăнмалли вырăнпа тивĕçтернĕ. Кăçал Кивçурт Енĕшре нумай ачаллă çемье валли çурт тума палăртнă.

Урамсенче хытарнă çул тăвасси, тирпей-илем кĕртесси ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçĕнче малти вырăнта. «Пĕлтĕр Услантăр Енĕшре 165 метр çула юсарăмăр. Кăçал Çĕн Сăрьел ялĕнче çĕнĕ çул тума планланă», – терĕ Александр Васильевич. Вăл ялсенчи урамсене тасалăхра тытассипе çулсерен ĕçленине те каларĕ. Çанталăк ăшăтсан вара йывăçсем лартма пăхнă. Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ меропрятисем ирттерме палăртнă.

Юрий КОРНИЛОВ.  

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика