22 апреля 2017 г.
Çак шухăш Калининăри вăтам шкулта иртнĕ экологи урокĕ тăршшĕпех калаçуран тухмарĕ
Галина Валерьяновна Ласкина вĕрентекен 7-мĕш классем валли «Çÿп-çапсăр ирĕклĕх» темăна ăнсăртран суйласа илмен. Паян ку ыйту – тĕнче шайĕпе чи çивĕччи. Урока Пĕрлехи информаци кунĕн йĕркине те ахальтен кĕртмен – çитĕнекен ăрăва экологи тĕлĕшĕнчен культурăллă ÿстересси тĕп вырăнта тăрать. Юнкун кунашкал уроксем Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Аçăмçырминчи, Ярмушкари шкулсенче те иртнĕ. Калининăри вăтам шкулта иртнине Чăваш Республикин юстици министрĕ Наталья Тимофеева, Гостехнадзорăн Чăваш енри инспекци пуçлăхĕ Сергей Вязовский, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, Калинино ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова хутшăнчĕç.
10-мĕш кадет класĕн эколидерĕсем йăлари каяшсене утилизацилес, вĕсене иккĕмĕш ĕмĕр парнелес тĕлĕшпе кăсăклă чылай факт илсе кăтартрĕç. Пĕр джинс шăлавар çĕлеме, акă, 20000 литр, А-4 форматлă пĕр хут листи хатĕрлеме 10 литр шыв каять тата ыт. те.
Росприроднадзор даннăйĕсемпе, Раççейре çÿп-çапа, тĕпрен илсен, полигонсене, свалкăсене ăсатаççĕ. Санитари полигонĕсен лаптăкĕ çав тери пысăк – 4 млн га ытла. Ачасем эпир куллен тухса пăрахакан япаласем çине çĕнĕлле пăхма хистерĕç, чи кирли – çÿп-çап проблемине мĕнле татма май пуррине палăртрĕç.
Çулталăкра хамăр мĕн чухлĕ çÿп-çап, ăпăр-тапăр кăларса пăрахатпăр – çакăн пирки сахал кам шухăшлать. Официаллă даннăйсем пĕр çын пуçне çулталăкне 500 кг яхăн пулнине çирĕплетеççĕ. Эпир тухса пăрахакан йăлари каяшсем валли 4 млн вакун кирлĕ. Юлашки 60 çулта акă Арал тинĕсĕ джинссем, кĕпесем, футболкăсем çĕленипе 8 хут пĕчĕкленнĕ.
«Анчах та йăлари каяшсене иккĕмĕш пурнăç парнелеме те май пур-çке!» – ăнлантарчĕç ачасем. Çакăн валли çÿп-çапа сортламалла. Аталаннă нумай çĕршывра çапла ĕçлеççĕ те. Раççейре вара каяшсен 91 проценчĕ полигонсене ăсанать, çутçанталăкшăн хăрушлăх кăларса тăратать. Çав вăхăтрах кĕленче, пластик бутылкăсенчен, хутран мĕн кăна ăсталама пулмасть;!
Паллах, çутçанталăк тасалăхĕшĕн пĕрле тăрăшмасăр, кашнин ăс-тăнне, шухăшлавне тĕрĕс енне улăштармасăр пулмасть. Çакна кашни çын патне çитермелле.
– Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи çула Экологи çулталăкĕ тесе ахальтен палăртмарĕ ĕнтĕ. Паян экологи хаклăхĕсене пысăк тимлĕх уйăрмалла. Тăван тавралăха упрама вĕренеймесен вăл пирĕн сывлăх çине сиенлĕ витĕм кÿрĕ, – терĕ Чăваш ен юстици министрĕ Наталья Тимофеева.
Наталья Юрьевна йăлари хытă каяшсене тепĕр хут хатĕрлесе кăларас опытпа Чăваш ен мухтанма пултарнине палăртрĕ. Кунашкал производство Çĕнĕ Шупашкарта уçăлнă. Мал опыт çĕршывĕпех саланмалла.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев та экоурокăн ырă енĕсене палăртрĕ. Çав вăхăтрах чунне пăшăрхантаракан самантсем çинче те чарăнса тăчĕ. Вĕсем, тĕпрен илсен, çынсен экологи культура шайĕ пĕчĕк пулнипе çыхăнчĕç: çулсем хĕрринче, вăрмансенче, çырмасенче свалкăсем йĕркелеççĕ. Шел те, терĕ вăл, хальлĕхе çынсем çутçанталăка упрассишĕнех тăрăшмаççĕ. «Шанăç сирĕнте, çамрăксенче. Таса хутлăх тăвассипе çакнашкал пуçарусем кирлĕ», – терĕ вăл.
Информаци кунĕ йĕркипе вĕсем Калинино тата Малти Ишек ял çыннисемпе те тĕл пулнă. Кун йĕркине кĕртнĕ темăсене – Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне, Раççей Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнчи Указĕсене пурнăçа кĕртнине тĕплĕ сÿтсе явнă.
Çурхи уй-хир ĕçĕсен теми те тĕп ыйтура. Кăçалхи ĕç планĕсем пысăк. Хальлĕхе кĕрхисене 1441 га çинче апатлантарнă (23%). Хуçалăхсенче вăрлăха имçамлассипе, çĕрулми вăрлăхне яровизацилессипе тимлеççĕ. Кăçал усă курман 900 га çĕре çаврăнăша кĕртме палăртнă.
Районта май уйăхĕн 3-мĕшĕччен санитарипе экологи уйăхлăхĕ пырать. Нумай предприяти-организаци, хăшпĕр ял поселенийĕсем харпăр хăй территорийĕсене тасатма тухнă ĕнтĕ. Кăçал тавралăха симĕслентерме 20 пин йывăç, 10 пин тĕм лартма палăртнă. Уйăхлăх йĕркипе санкцилемен пилĕк свалкăна тĕп тума, йăлари каяшсене 42 кубла метр илсе тухма май килнĕ.
Мероприятисем малалла пыраççĕ, çутçанталăк тасалăхĕшĕн, управлăхĕшĕн кашниех тăрăшсан аванччĕ.
Пĕрлехи информаци кунĕнче районта пилĕк информаци ушкăнĕ ĕçленĕ. Вĕсем пур ял поселенийĕсенче те тенĕ пек тĕлпулусем ирттернĕ. Халăха хумхантаракан ыйтусене итленĕ, çивĕчреххисене татса пама ведомствăсене çитерме çырса илнĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"