Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçăпа тыл паттăрĕсене ĕмĕр асра тытасчĕ

12 апреля 2017 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа кĕçех 72 çул çитет. Аслă Çĕнтерÿ кунĕн хакне манăн ăру сăмахсăрах ăнланать. Çавăнпа та эпир, вăрçă ачисем, çак вăхăт çитиччен пурăннăшăн чун-чĕререн савăнатпăр. Пире хак хурса чыслама васкамаççĕ пулин те.

Вăрçă тухас умĕн колхозсенче çав тери пысăк тухăçлă тырпул туса илнине астăватăп. Вырнаçтарма кĕлет таврашĕ тивĕçменнипе тырра упрама колхозниксене валеçсе панăччĕ. Пирĕн çур пÿрт михĕсемпе тулса ларнăччĕ. Вăрçă йăтăнса тухсан çак пурлăх хăвăртах пĕтсе ларчĕ. Мĕнле тÿссе ирттернĕ-ши çав хăрушă çулсене? Кăмака хутма вутă-шанкă çук, пÿртре сивĕ, юрать-ха аттерен юлнă тăлăппа чăрканса çывăраттăмăр. Çимелли тивĕçменнипе выçăллă-тутăллă пурăннă. Çăва тухсан ут кăшкарĕ, серте-пултран, ытти курăк пирĕншĕн çăлăнăç пулнă. Мăн Çавалта пулă – ыраш пăтри, йăпăлтак, хура куç тытаттăмăр.

Вăрçă хирĕнче аманса сусăрланнă салтаксем яла килме тытăнчĕç. Вĕсем – хулсăр Павăл, хулсăр Митюк, хулсăр Петĕр, урасăр Хĕветĕр, костыльсемпе кăна çÿрекен Унькă пичче. «Вăрçăра манăн упăшкана тĕл пулман-и?» – тесе ыйтатчĕç вĕсенчен салтак арăмĕсем. Аманса таврăннисем ĕçсĕр пĕр кун та ларман. Акă, хулсăр Павăлпа хулсăр Петĕр бригадирта вăй хучĕç, урасăр Хĕветĕр бухгалтеринче ĕçлерĕ, Унька пичче склад заведующийĕнче, лавккара тăрăшрĕ, хулсăр Митюк ачисемпе чылай вăхăт сурăх кĕтĕвне пăхрĕ. Вĕсен пенси укçийĕ ячĕшĕн кăна пулнă. Виличчен пĕр Митюк кăна патшалăхран хваттер илсе юлма ĕлкĕрчĕ. Юрать-ха паян Мăньял Хапăсри 12 салтак арăмĕ хваттерлĕ пулчĕ.

Колхоза вăрçă кунĕсенче Георгий Кузьмич Чернышев ертсе пычĕ. Чире пула ăна фронта илмен пулнă. Паллах, колхоз хуçи пулнăран вăл лайăхрах пурăннă ĕнтĕ, çапах та ял-йыша ятласа кÿрентернине астумастăп. Кашниех хăй вырăнĕнче тăрăшнă. Паянхи пек пĕр-пĕрне улталас шухăшлисем те, укçа чирĕпе чирленисем те пулман.

Йывăр самантра пĕр-пĕрне пулăшас, хулпуççипе тĕкĕлес йăлана пăхăнса пурăннă. Çавăн пек пулман пулсан, манăн анне те мĕн виличчен суккăр çын пулса юлатчĕ паллах. Ялти пĕртен-пĕр медицина çынни Лиза Козлова (трахомăпа кĕрешекен сестра) суккăрланса ларнă аннене санаторинче йĕркеленĕ госпитале вырнаçтарма пултарчĕ. Аннен куçĕсем куракан пулчĕç. Лиза вара ÿпке туберкулезне пула çамрăклах çĕре кĕчĕ. Унăн вилтăприйĕ тĕлне пĕлменнишĕн паян кун та пăшăрханатăп.

Анне госпитальтен таврăнсан пирĕн патра эвакуаципе Мускавран килнĕ икĕ çемье пурăнма пуçларĕ. Вĕсем аннене сывалса çитме чăннипех пулăшрĕç.

Эпир хальхи ăруран урăхларах, пурнăç пире пурăнма, ĕçлеме вĕрентнĕ. Паянхи ăру сывлăшран укçа тума кăна вĕренесшĕн. Паянхи çамрăксенчен камсем вĕсем – Девятаев, Ковпак, Талалихин, Матросов тесе ыйтăр-ха. Пĕлменнипе хулпуççийĕсене сиктерсе кăна илĕç. Мăнук Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче виçĕ уйăх пурăнса курчĕ те акăлчанла çырнă «Вторая мировая война» кĕнеке парнелерĕ. Пирĕн кунашкал кĕнеке çук. Иртнĕ вăрçăра пĕтĕм йывăрлăха Совет Союзĕн тÿсме тиврĕ. Американсем вăрçă пĕтес умĕн кăна иккĕмĕш фронт уçса çапăçусене хутшăнчĕç. Хайхи кĕнекере йăлтах урăхла çырнă иккен, çĕнтерÿре пĕтĕмпех вĕсен тÿпи-мĕн.

Вăрçă вăхăтĕнче тылра халăх еплерех вăй хунă. Паян вара ялти культура çуртĕнче ÿсĕр-какăрсен сăнĕсем кăна. Кунта вăрçă участникĕсен стендне те татăклă туса çитереймен. Эпир вĕсен умĕнче ĕмĕр парăмра вĕт! Тылра çĕрĕн-кунĕн чунне парса ĕçленисене те манмалла мар. Вĕсене халалланă стендсем те пулмалла. Культура çуртĕнче ĕçлекенсен тивĕçĕ мар-ши çакă? Килĕрен çÿресе тыл паттăрĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене пухма пулать-çке.

Вăрçă чарăннăранпа пурнăç самаях улшăнчĕ. Хăватлă Совет Союзĕ те çук ĕнтĕ. Апла пулин те хаяр вăрăçра Çĕнтерÿ тунă паттăрсен ячĕсене манăçа кăлармалла мар.

Паянхи ăру çĕршывшăн паллă ĕç тума ĕлкĕреймен-ха. Вăл манăн ăру тарĕпе тунă пурлăхпа усă курса савăнса пурăнать.

Шутласан, çак çылăхлă çĕр çинчи пурнăç этемшĕн çурхи чечек çурăлнă пек кăна: ирхине сарăлать те каçхине хупăнать. Çакна шута илсе ĕнтĕ пирĕн ăру ирсĕр тăшмана хирĕç кар тăрса Тăван çĕршыв ирĕклĕхне хÿтĕлесе хăварчĕ. Манăн ăрушăн Аслă Çĕнтерÿ кунĕ – чи пысăк уяв.

Василий КОЖАНОВ, вăрçă ачи.

Мăньял Хапăс.    

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика