Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Герб та, гимн та кирлех

15 апреля 2017 г.

Кăçал Вăрнар районне туса хунăранпа 90 çул, Вăрнар поселокне никĕсленĕренпе 100 çул çитет. Сăмах майĕн астумашкăн поселок пирки тÿрех çакна каласа хăварас килет. Рабочи поселокĕн пуçламăшне Кушлавăш чиркĕвĕн икĕ хĕрĕ вăрманăн хĕвелтухăç пайĕнче пĕр пĕчĕк çурт туса лартнипе çыхăнтарнине вырăнти таврапĕлÿçĕсем йышăнмаççĕ.

«Тăван ен историйĕпе культурин таврапĕлÿçисем» конкурссен лауреачĕ-дипломанчĕ, Вăрнар поселокĕн Хисеплĕ гражданинĕ Воля Афанасьевич Иванов та пирĕнпе пĕр шухăшлă. Хăй куçĕпе асăрхаса çырса пынă Кирилл Макарович Никишовпа (1885 – 1968) пĕрле 1967 çулта район хаçатĕнче Вăрнар епле пуçланса аталанса пыни çинчен статьясем пичетлерĕмĕр. Пирвайхи «Вăрнар – Октябрь тантăшĕ» ятлăччĕ. Хăть кам тем тесен те, манашкăсен çурчĕ хыççăн тепĕр çирĕм çултан поселок Вăрнар ятпа çуралнине çирĕплетекен пĕр-пĕр пирвайхи документ кирлĕ. Юрĕ, ку хăйне уйрăм тема тейĕпĕр.

Уявлă-событиллĕ кунсем çывхарнă май, район çÿллĕшĕнче-тĕпелĕнче герб пирки сăмах пуçарнă-мĕн. Иртнĕ ытларикун, 11-мĕшĕнче, депутатсемпе пĕрле актива пухрĕç. Ытти районсен пур, символсем пире те кирлĕ, терĕç. Калаçăва пуçарса пĕтĕмлетме геральдист-художнике, республика культурин тава тивĕçлĕ ĕçченне Вадим Шипунова, геральдика обществин член-корреспондентне Галина Шипуновăна чĕннĕ. Канашлăва Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш Республикин халăх художникĕ, районăн Хисеплĕ гражданинĕ Праски Витти те (Виталий Петров) хутшăнчĕ. Катаран çитнĕ хăнасем гербсен, ялавсен нумай-нумай тĕслĕхĕсене саркаласа кăтартрĕç. Сехет çурă пăхса лартăмăр. Эп çав хушăра Вăрнаршăн суйласа илмелĕх символсем асăрхаймарăм. Район гербĕ пирĕн пур (энциклопедин 2-мĕш кĕнекине пăхăр). Ăна вырăнти хамăрăн авторсем ăсталаса сĕннĕ. Гербра Вăрнар районĕ 1927 çултанпа Чăваш Республикин пайĕ пулнине, хамăр енĕн чи паллăрах символĕсене – виçĕ Çавала, пирĕн ял хуçалăхĕ те, промышленноç та пуррине кăтартнă. Вăрнар районĕн хăйĕн сăнĕ-сăнарĕ пулма кирлĕ, гербра хамăртан сĕннĕ символсем тĕпрех юлччăр, терĕç ку ыйтупа кăштах интерес тупнисем.

Тĕлпулу тулăклăн вĕçленмерĕ. Халлĕхе результат çук. Кăсăклантарма, шухăшлаттарма, суйлама капла пухăниччен маларах, халăх çине тухса, тĕслĕхсемпе сĕнÿсен конкурсне йĕркелемеллеччĕ. Вăрнарăн кăмăллă тус-юлташĕ Элли Юрьев пурăнас-тăк, пире ĕмĕрлĕхе чаплă герб туса паратчĕ. Халь – хамăрăн хамăра шанасси юлать.

Вун виçĕ çул каялла (2004) çак хальхи евĕр пухура район гимнĕ тĕлĕшпе чăн пăтăрмах пулса тухрĕ. Мухтав юррин икĕ тĕслĕхĕпе паллашрăмăр. Пĕри – Юрий Айдаш сăввипе Юрий Кудаков кĕвĕлени. Тепри – хăйĕн тексчĕпе Петров-Пайăр кĕвĕлени. Ваттисен ал-хапăл пуçтарнă хорĕ паллă композиторăн юррине карта лартайман, янраттарайман. Пленка çине çырса илни депутатсен залĕнче чуна витермелĕх илтĕнмерĕ. Çитменнине, Айдашăн (тăпри çăмăл пултăр) Вăрнарта васкавлăн манерленĕ текстне юрличченех тиркенĕ–йышăнмарĕç. Петров-Пайăр (тăпри çăмăл пултăр), хăйхискер, баянне депутатсен сăмси умĕнче хăватлăн халтăрланса туртса ячĕ те, вăрахчен ларса ывăнса çитнĕ йыш тăрук хăраса вăранса кайрĕ. «Вăт çак музыкăна йышăнас!» терĕç. Сăввине пăрахăçларĕç. Астăватăп: унта пĕр вунă ял ятне каласа тухнăччĕ. Урăхларан – районпа çыхăннă япаласем çук. Сăвви çук та – юрри те çук. Ăна пичетлесе халăх çине кăларман, 13 çул юрламан.

Юрий Кудаков – паллă композитор. Вăл хайланисем халăх юррисем пулса саланаççĕ. Район гимнне унăн паха кĕввипе шăрантармашкăн сăвăсен конкурсне ирттерес пирки сăмах пуçартăм («Çĕнтерÿ çулĕ», 2006 çулхи раштавăн 2-мĕшĕ). Ман сăвăпа Ю.Кудаков юррине пĕрре районти Акатуй пуçламăшĕнче, тепре вăрнарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн уявĕнче янраттарчĕç (Вăрнарта Анатолий Юдин, Шупашкарта Валерий Кошкин тăрăшнипе). Мухтав юррисен паллă авторĕ (çав шутра республика гимнĕ – вырăсла текст) Аристарх Дмитриев ман сăвва хурламарĕ, «Чи кирлине астунă», – терĕ.

Районлă Вăрнарăн ячĕ-сумĕ ун кунçулĕнче Раççей талккăшне, Совет Союзĕн анлăшне тухнă. Ĕç геройĕсем пирĕнни чухлĕ Алтай е Краснодар крайĕсенче те çук. Гимн пуçламăшĕнче тÿрех çавна палăртни тĕрĕсех. Ĕçченçĕ район, паттăрсем нумай – çавăнпа ăна «саватпăр чĕререн». Виçĕ Çавал – районăн чи паллăрах символĕ тейĕпĕр (çавăнпах-çке уй-хирĕ те ешерет, вăрманĕ те кашлать) – герб çинче те, гимнра та пулмаллах. Вăрнара вăл чăваш çĕрĕ-шывĕпе таччăн çыхăнтарса-хăватлантарса анлă Атăл тăрăх аслă Раççее илсе тухать, пĕрлĕхре ытамласа пĕрлештерет. «Вăрнар ен»  – «пирĕн ен», «пирĕн ен» – рефрен йĕркипе пырать. «Чухăн мар» вăл, «ятсăр мар», «чапсăр мар» – вăрнарсене «пĕр килти пек пурăнма» чĕнет. Юрăра уçă сасăсем нумай кирлĕ. Çавна та шута илнĕ.

,мĕрĕпе тăван районшăн ĕçленĕрен çынсене мĕнпурне пырса тивекен ыйту маншăн ютă мар. Çĕр çулĕ тăршшĕнче хăйĕн гимнĕпе гербне пирĕн район та тивĕçлех пуль. Тулĕккĕш тытнă тĕллеве йĕркеллĕ пурнăçласчĕ. Комиссин конкурссем ирттермеллех. Унта хутшăнма эпĕ гимн валли хамăн сăвва сĕнетĕп. Чаплăраххи тупăнать-тĕк – тата лайăх. Юбилейсен çулĕнчи Акатуя район символĕсемпе тухасчĕ!

Михаил ВАСИЛЬЕВ,

Раççей Писательсен  союзĕн членĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика