08 апреля 2017 г.
Хăмăш ялĕн урамĕпе иртсе пынă чух курса паллашрăм Геннадий Петровпа. Арçын икĕ аллине йĕлтĕр туййине тытнăччĕ. Хăй каланă тăрăх, ятарласа утма тухнă иккен.
– Çитмĕле çитрĕм пулин те пÿртре пăчăхса ларас килмест. Сывлăхлă пулас тесен хускану тумалла, унсăрăн хăвăртах хавшатăн. Кунашкал акă, çан-çурăма пиçĕхтернĕрен, вăй-хал пуррине аван туятăн, – терĕ Геннадий Петрович.
– Эсир ачаранах спортпа туслă пулнă-и? – ыйту памасăр чăтаймарăм.
– Çапла. Шкул тата студент çулĕсенче хама хĕрхенмесĕр, кунне-çĕрне пĕлмесĕр тенĕ пек тренировкăсенче çан-çурăма пиçĕхтернĕ. Эпĕ волейболла выляма шутсăр кăмăлланă. Институтра вĕреннĕ вăхăтра та, тăван хуçалăхра ĕçленĕ тапхăрта та хама тĕрлĕ шайри ăмăртусенче тĕрĕсленĕ. Волейбол вăл – команда вăййи. Çавăнпа пĕр-пĕрне ăнланни малти вырăнта пулмалла. Акă «Броневик» хуçалăхшăн вылянă чухне тренировкăсем хыççăн пĕтĕмлетÿсем тăваттăмăр, ăçтарах йăнăшнине пĕрле сÿтсе яваттăмăр. Хамăра шеллеменни çитĕнÿсем тума пулăшатчĕ. Çавăнпа хуçалăхăн волейбол команди вунă çула яхăн районта малтисен йышĕнчен аялалла анман. Тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнни вара пурнăçра нихçан манăçми тарăн йĕр хăварчĕ, – кăмăллăн калаçрĕ Геннадий Петров.
– Шкул пĕтерсен физкультура енĕпе вĕренме каймарăр-и?
– Çĕр ĕçне суйласа илтĕм. Калинино шкулĕнчен вĕренсе тухсан Шупашкарти ял хуçалăх институтне кайса заявлени патăм. Вăл вăхăтра аслă пĕлÿ илес шухăш канăç памастчĕ мана. Тĕллев пурнăçланчĕ – экзаменсене ăнăçлă тытрăм та асăннă институт студенчĕ пулса тăтăм. Анчах та спортран уйрăлмарăм, кăнтăрла вĕреннĕ пулсан, каçхине спортзалтан тухма пĕлмен, волейболла вылянă, – пĕлтерчĕ Хăмăш çынни.
Геннадий Петровăн спортри пултарулăхне тренер та асăрханă. Вăл çамрăка хавхалантарнă, çавăн пекех кирлĕ сĕнÿ-канаш панă. Каччă унăн сăмахне тимлĕ итленĕ, тÿсĕмлĕхе тĕп вырăна хунă. Ахальтен мар «Урожай» обществăн пĕрлештернĕ волейбол командине лекнĕ. Республика шайĕнче виçĕ çул вылянă. Çĕнтерÿсем те, выляса янисем те пулман мар, анчах тĕрлĕ саманта çаклансан та спортран уйрăлас шухăш çуралман. Диплом илсе яла таврăнсан та, салтакра та юлхавланман, спортран пăрахман.
– Çартан таврăнсан пурнăçа «Броневик» хуçалăхпа çыхăнтартăм. Тухăç лайăх илсен вара тĕллев пурнăçланнă пекех туйăнатчĕ. Агроном ĕçĕ йывăр пулсан та пĕр вырăнта тăма май памастчĕ, аталанма ыйтатчĕ. Чăн та, хуçалăхра ку специальноçпе ĕçленĕ май нумай çĕннине алла илнĕ. Тĕрлĕ шайри пухусене хутшăнни вара ăс-хакăл шайне ÿстерме пулăшнă, – калаçăва тăсрĕ Геннадий Петрович.
Вăл хуçалăхра вунă çул агрономра ĕçленĕ хыççăн Вăрнарти «Сельхозхими» предприятие куçнă. Шăпа ăна Элĕк районĕнчи Карачурари чăх-чĕп фабрикине те илсе çитернĕ. Ăна управляющи должноçне шанса панă. Предприятин экономика ыйтăвĕсене ăнăçлă татса парассипе хастар ĕçленĕ.
– Ертÿçĕ ĕçĕнче йăнăшсем те тупăнкаланине пытармастăп. Çитменлĕхсене пĕтерессишĕн вара чунри пĕтĕм хăватпа тăрăшнă. Карачурари чăх-чĕп фабрикин ĕç-хĕлне вунтăватă çул йĕркелесе пытăм. Йывăрлăхсене ялан чăтăмлăн тÿссе ирттернĕ, – терĕ Г.Петров.
Пурнăçра темиçе картлашкапа та утнă: агроном, управляющи, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçсĕр ларман, пĕр вăхăт Элĕк районĕнчи «Рабия» агрофирмăра агрономра вăй хунă. Халĕ мăшăрĕпе пĕрле килти хуçалăхри ĕçсене пурнăçланипех çырлахаççĕ. Геннадий Петрович физкультурăран уйрăлмасть, çитмĕл çула çитнине пăхмасăр кĕлеткене пиçĕхтерет.
Юрий КОРНИЛОВ.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"