Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Америкăра, Хирпуç чăвашĕ патĕнче

25 марта 2017 г.

1969 çулта, институтран каникула килсен, атте тĕлĕнмелле хыпар пĕлтерчĕ: Хирпуç çынни, вăрçăра хыпарсăр çухалнăскер, тупăннă, халĕ Америкăра пурăнать-мĕн. Вăл Совет Союзне турист пулса килнĕ те ялти тăванĕсене Ульяновска чĕнсе илсе ресторанта хăна тунă иккен. Хыпарĕ питĕ интереслĕччĕ ĕнтĕ. Ара, хирпуçсемшĕн ентешĕ леш тĕнчерен килнĕ пекех пулса тухнă вĕт. Ун чухне эпĕ, 21 çулхи çамрăк, тепĕр чĕрĕк ĕмĕртен çав çынпа тĕл пулса ун патĕнче хăнара пуласси пирки тĕлленме те пултарайман.

1994 çул вĕçĕнче Чăваш Республикинчен Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсене кайма ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисенчен, сĕт-çу тата аш-какай промышленноçĕн тĕп специалисчĕсенчен ушкăн йĕркелеме пуçларĕç. Çав ушкăна Шупашкарти аш-какай комбинатĕнчен мана тата хамăр районти Хирпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Ананий Емельянович Платонов тĕп инженера та кĕртрĕç. Кирлĕ документсене хатĕрленĕ хушăра «Советская Чувашия» хаçатра (1994 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ) Америкăра пурăнакан чăваш – Дмитрий Андреевич Андреев – тăван ялне хăнана килсе кайни, вăл Филадельфи хулинче пурăнни çинчен çырса кăтартнăччĕ. Пирĕн ушкăнăн çитмелли вырăнĕ шăпах Филадельфи хули. Ананий Емельяновича яла кайсан тăванĕсенчен Андреев чăвашăн адресĕпе телефон номерне пĕлсе килме ыйтрăм, тен, пире унпа тĕл пулма май килĕ,  терĕм.

1995 çулхи мартра пирĕн ушкăн çула тухрĕ. Самолетпа Нью-Йорка çитсен пĕр интереслĕ самант пулса иртрĕ. Халĕ пĕлместĕп, анчах ун чухнехи саккунпа Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсене какай тата кăлпасси таврашĕ илсе кĕме юраман иккен. Эпир çакна пĕлмен, гостиницăра çырткалама тата ентеш валли кучченеç  пултăр тесе шăрттанпа темиçе кăлпасси туяннăччĕ. Таможня витĕр тухма черет çитсен тĕрĕслекен негр вырăсла: «Мясо, колбаса есть?» – терĕ. Кăлпасси пур, терĕм. Вара калаçса та тăмарĕ, çăмламас аллипе ман сумккăна кĕрсе кайрĕ те кăлпасси батонĕсене туртса кăларса сĕтелĕ айне персе чикрĕ. Шăрттана та тытса пăхрĕ, анчах каяллах хучĕ, ахăртнех, вăл мĕнне ăнланмарĕ пулас. Кайран, автобус çине ларсан Америка таможенникĕ чăваш шăрттанне ананас тесе шутларĕ ĕнтĕ тесе култăмăр.

Филадельфие çитсе хăна çуртне вырнаçсан тепĕр кунне Дмитрий Андреевич Андреев патне тăванĕсем панă телефон номерĕпе шăнкăравларăмăр. Телефона кил хуçи арăмĕ тытрĕ. Ананий Емельянович хамăр ăçтан килнине пĕлтерсе упăшкипе калаçма ирĕк ыйтсан çыхăну татăлчĕ, Дмитрий Андреевич пирĕнпе калаçасшăн марри сисĕнчĕ.

Америкăра эпир çичĕ талăк пурăнтăмăр. Çак хушăра аш-какай, сĕт-çу комбиначĕсемпе паллашрăмăр, фермер хуçалăхĕсене çитсе куртăмăр. Кунта та тĕлĕнмелли тупăнчĕ. Акă, ĕнесем айне пирĕн патри пек улăм мар, вĕтетнĕ кивĕ хута хулăммăн сарса панă. Пĕр кунхине Вашингтона çитсе Шурă çурт умĕнче пулма тÿр килчĕ. Капитолине кĕрсе Америка Конгресĕн сенаторĕсем мĕнле ĕçленине балкон çинчен пĕр вăхăт сăнарăмăр. Капитолипе Шурă çурт хушшинчи лапамра Вьетнамра пуç хунă Америка салтакĕсене асăнса лартнă 75 метр тăршшĕ тата 3 метр çÿллĕш хура гранитран хăпартнă мемориаллă стена çинчи 60 пине яхăн ята курни тарăн шухăша ячĕ. Шурă çуртран инçех мар вăрманлă сăртра вырнаçнă Арлингтон масарĕнчи паллă мар салтак вилтăпри умĕнче караул улшăннине те çитсе куртăмăр. Джон Кеннеди президент вилтăпри çумĕнчен иртнĕ май кăштах чарăнса тăтăмăр. Улшăнакан часовойсен хусканăвĕсем кăмăла каймарĕç. Вĕсем пирĕнни пек мăнаçлăн, утăмсене çирĕппĕн пусса мар, вĕттĕн пусса йăпшăнса тенĕ пек утаççĕ. Арлингтон масарĕпе Шурă çурт хушшинче юхса выртакан пысăках мар юханшыв шăршлă та питĕ таса марри асра юлчĕ. Атлантик-Ситинчи вăйă автомачĕсен хулине, Нью-Йоркра ООН çуртне кĕрсе куртăмăр. Çапла эрне сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. ,çлĕ çÿрев программи пĕтĕмпех пурнăçланчĕ, анчах ентешпе тĕл пулайманни канăçсăрлантарчĕ.

Ыран тухса килес тенĕ чухне ентеш патне тепре шăнкăравлама шутларăмăр. Хальхинче трубкăна Дмитрий Андреевич хăй тытрĕ. Ананий Емельянович ăна чăвашла саламларĕ, тăванĕсенчен салам каларĕ, хамăр хăш гостиницăра чарăннине тата унпа тĕл пулса чăваш кучченеçĕпе сăйлама кăмăл пуррине пĕлтерчĕ. Калаçу çыпăçрĕ, ентеш каçхине пирĕн пата гостиницăна пыма килĕшрĕ.

Каçалапа регистратурăран пирĕн пата хăна килни çинчен пĕлтерчĕç. Аялти хута ансан пире хирĕç хăмăр сăран куртка тăхăннă çÿллех мар кĕрнеклĕ арçын ура çине тăрса хăйĕн хушамачĕн вĕçне ударени туса Андре-еф тесе алă пачĕ. Эпир хамăр хушаматсене каларăмăр. Вăл машинăпа килнĕ иккен, пире хăй патне хăнана илсе кайма пулчĕ. Эпир вара Ананий Емельяновичпа иксĕмĕр тата Канашри аш-какай комбиначĕн тĕп инженерне пĕрле чĕнсе пуçтарăнса тухрăмăр.

Ентешĕн икĕ хутлă коттеджĕ хула хĕрринерех вырнаçнă, килкартине кĕнĕ çĕрте хапха та, килсем хушшинче карта таврашĕ те çук, вĕсем вырăнне лутра тĕмĕсем ÿсеççĕ. Коттеджĕнчен пĕр 20 метрта кирпĕчрен купаланă гараж, ун çумĕнче – вутă шаршанĕ. Ку çурта хăвăр вăйпа çĕклерĕр-и? – тесе ыйтсан, çук, çуртсем туса сутакан фирмăран туянтăмăр, терĕ. Ун чухне пире Америкăра çавăн пек мел пурри тĕлĕнтерчĕ пулсан, паян акă пирĕн патăрта та хваттерсене çав майпа туянаççĕ. Коттедж алăкĕ умĕнче арăмĕ кĕтсе илчĕ, хăй Элли ятлă пулнине пĕлтерсе кĕме сĕнчĕ. Пÿрте кĕрес умĕн Дмитрий Андреевич машинине ун патне пымасăрах пультпа питĕрчĕ. Эпир унччен кун пек япала курманнипе тĕлĕнсе пăхрăмăр.

Дмитрий Андреевич пÿрт ăшчиккине кăтартса çÿрерĕ. Аялти хутра кухня, камин, холодильник тата çавра сĕтел... Çакăнтах сивĕ тытакан пысăк бар. Ăна уçрĕ те тĕлĕнсех кайрăмăр: мĕн тĕрлĕ эрех çук пулĕ унта, вискипе Куба ромĕнчен пуçласа вырăс эрехĕ таран, пĕтĕмпе 50 кĕленче те пулĕ. Вăл вĕсене коллекцилет иккен, кашни çул ăçта та пулсан турист путевкипе кайсан çитсе курнă çĕршывран вĕсен эрехне илсе таврăнать. Çав вăхăтрах хăй эрехпе туслă маррине пĕлтерчĕ.

– Хăшне кăмăллатăр, хăшне уçас? Тен, Канада вискине? – терĕ Дмитрий Андреевич.

– Сирĕн кăмăла пăхăнатпăр, – терĕмĕр сăпайлăн.

Иккĕмĕш хутра çывăрмалли тата хăнасене йышăнмалли пÿлĕм. Икĕ хутĕнче те уйрăм туалетпа душ кабини вырнаçтарнă. Пире пÿрт ăшчиккине кăтартса çÿренĕ май стена çинче çакăнса тăракан балалайкăна илчĕ те чăвашсен урам хушши текен кĕввине шăрантарса кăтартрĕ. Эпир пĕрремĕш хутри каминпа юнашар тепĕр тимĕр алăк пуррине курса:

– Каçсенче урамра лăпкă-и? – тесе ыйтрăмăр.

– Лăпках мар, çавăнпа каçхине алăксене çирĕп питĕрме тивет, – терĕ.

Вăрçă хыççăн Америкăна çитсен Дмитрий Андреевич вĕренсе тухтăр профессине алла илни, пенсие тухичченех врач-фтизиатрта ĕçлени, иккĕ авланма тивни, малтанхи арăмĕ Оля ятлă украинка чирлесе вилни, унпа питĕ лайăх, юрласа-ташласа тенĕ пек пурăнни, уншăн паян кун та тунсăхлани çинчен каларĕ. Хальхи арăмĕ полячка пулнине пĕлтерчĕ.

– Çемьере хăвăр хушăра мĕнле чĕлхепе калаçатăр?

– Вырăсла, – терĕ.

– Эрне каялла шăнкăравласан пирĕнпе мĕншĕн калаçасшăн пулмарăр? – хăйса ыйтрăм унран.

– Эпĕ ун чухне ĕненмерĕм, ăçтан-ха манăн ентешсем килме пултарнă, ахăртнех, ФБР çыннисем ашкăнаççĕ пулĕ терĕм. Паян телефон трубкинче чăвашла каланă сăмахсене илтсен тин ĕнентĕм, – пĕлтерчĕ Дмитрий Андреевич.

Эпир курса çÿренĕ чух арăмĕ хатĕрленĕ сĕтел хушшине ларсан калаçу малалла тăсăлчĕ. 1939 çулта вунсаккăр тултарнă Дмитрий Андреева Хĕрлĕ Çара службăна илни, вăл Польша чиккинче тăни, вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчех йывăр аманса тăнне çухатса тыткăна лекни, Германири синкерлĕ пурнăçĕ, вăрçă чарăнас умĕн нимĕç улпучĕ ăна Америкăри пĕр хуçана сутни, кунта çын шутне кĕме пултарни, тăванĕсем çинчен 23 çул хушши ним пĕлмесĕр пурăнни çинчен «Советская Чувашия» хаçат тăрăх пĕлнĕ пирки ку темăна хускатмарăмăр.

Эпир ăна юлашки вăхăтра Раççейре пысăк улшăнусем пулса иртни, текех çĕршыва Генеральнăй секретарь мар, Президент ертсе пыни çинчен пĕлтертĕмĕр. Халĕ Чăваш Республикин хăйĕн Гимнĕ пурри çинчен каларăмăр, ăна юрласа патăмăр. Хăй Хирпуçне хăнана пырсан ялти йăларан тĕлĕннине те пĕлтерчĕ.

– Ирхине эпĕ вырăн çинчен тăричченех çынсем килме пуçларĕç. Кашниех кĕсйинчен эрех кĕленчи кăларса сĕтел çине лартать. Пурте мана ярса пама, манпа шаккаса ĕçме тăрăшаççĕ, – тĕлĕннине çамкине сылтăм аллипе тытсах каласа пачĕ Дмитрий Андреевич.

Калаçнă май Тăван çĕршывшăн тунсăхланине пытармарĕ.

– Эпĕ кашни çулах турист пулса ют çĕршывсене çÿретĕп, ытларах Европăна пыма килĕштеретĕп. Унта çитсен тăван çĕр çине пуснă пекех туйăнать, вăл Раççейпе пĕр материк çинче вĕт, кунтан Тăван çĕршыва çуран та çитме пулать тесе хама лăплантаратăп, – терĕ.

Ананий Емельяновичран, вăл унăн тĕп ентешĕ пулнă май, ялта пурăнакан Агреппина тата Мария ятлă пĕртăван аккăшĕсен сывлăхĕпе кăсăкланчĕ, çитсен хăйĕнчен салам калама ыйтрĕ.

Ыран ирпе Мускава тухса каймаллине пĕлтерсен пуçтарăнма тытăнтăмăр. Эпĕ ун çинчен çырнă «Советская Чувашия» хаçата тата Андриян Николаев космонавта халалланă кĕнекене парнелерĕм. Дмитрий Андреевич питĕ кăмăллă пулчĕ.

– Кусене вăхăт тупса ларсах вулатăп, юлташсене те кăтартăп, – терĕ.

Пире гостиницăна каллех хăй машинипе леçрĕ, сывпуллашса, тен, Раççее пырсан пирĕн пата Шупашкара та çитсе курма чĕнтĕмĕр. 

Ирхине пирĕн ушкăнри пĕр юлташ: «Сирĕн ентеш каллех çитнĕ, ав, аялти хутра ларать», – терĕ. Каçхине сывпуллашнă пулсан та, Чăваш çĕрĕнчен килнĕ ентешсене курнипе унăн чунĕ вăрканине ăнланса илтĕмĕр. Вара эпир Нью-Йоркри аэропорта илсе каякан автобус килесси тепĕр сехет пуррипе усă курса, Дмитрий Андреевича хамăрăн номере илсе хăпартăмăр та тепĕр хут сывпуллашу сĕтелĕ хатĕрлерĕмĕр. Тостсем каланă май Çĕнтерÿ кунĕ çывхарнине те манмарăмăр.

Тепрер çулталăкран ĕç кунĕ вĕçленес умĕн манăн ĕç пÿлĕмĕнче телефон янăраса кайрĕ. Ананий Емельянович иккен.

– Америкăра тĕл пулнă ентеш килнĕ, тепĕр сехетрен аэропортра пулать, пыраятăн-и? – терĕ.

Аэропорта маларах кайрăмăр, кăшт тăрсан Хирпуçĕнчен Америка хăнин тăванĕсем çитрĕç. Дмитрий Андреевич пире тÿрех палласа илчĕ те пĕр-пĕрне ăшшăн алă патăмăр. Кĕçех Мускава вĕçекен самолета ларма регистрацине чĕнчĕç. Ун чухне вăл Германие кайрĕ – тăван ялне çула май кĕрсе тухнă иккен. Ентеш трап патне çитичченех пăхса тăтăмăр.

Геннадий ИВАНОВ.

Пăртас.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика