22 марта 2017 г.
Пăртасри вăтам шкулта Павел Федотович Шихранов художникăн ĕçне малалла тивĕçлĕ тăсаççĕ
Районта пурăнакансенчен нумайăшĕ, ахăртнех, çакнашкал пултаруллă çын пирĕн тăрăхра ĕçленине пĕлмест. Пăртас шкулне Павел Шихранов 1966 çулта килнĕ, кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ. Çав çулах вăл шкулта рисовани кружокне йĕркеленĕ, вуншар ачана илемлĕх туйăмĕпе çунатлантарнă. Павел Федотович вĕрентсе пынипе ÿкерчĕксем ахаль сăрăсемпе мар, çуллă сăрăпа çырăннă.
Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕренех ун тавра вĕсем çав тери йышлă пулнă. Аккордеонпа та вылянă вăл, уявсенче тĕрлĕ рольсем калăпланă. Пултаруллă художникăн ĕçне паян малалла ăнăçлă тăсакан Людмила Николаевна Яковлева пĕр кăсăклă историе аса илчĕ: «Çĕнĕ çул çывхарса килет, анчах та пĕр çулхине юр çумарĕ. Елкăра ачасем тапăнчĕç – мĕншĕн юр çумасть те мĕншĕн юр çумасть? Павел Федотович, калаçу енчен питĕ çаврăнăçуллăскер, «пирĕн юр пĕрчисем туса кăларакан завод юсавра, халĕ тăрпасене тасатаççĕ» терĕ. Чăн та, елка вăхăтĕнчех юр пĕрчисем вĕçме пуçларĕç. Çакăн пек ĕнентерÿллĕ калаçма пултарнипе те вĕренекенсене хăй тавра пуçтарнă ĕнтĕ вăл».
Людмила Николаевна хăй ун шкулĕнче ÿнер ăсталăхне туптанă. Шкултан вĕренсе тухсан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн художествăпа графика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Пăртас шкулĕнче – 1980 çултанпа. Унччен виçĕ çул Вăрнарти 2-мĕш шкулта тăрăшнă. Тăван шкулĕнче кружок ĕçĕпе вăл паллă вĕрентекенĕн ятне ярас мар тесе хытă ĕçленĕ. Çак тăрăшулăх унăн паян шкул коридорĕнче ун вĕренекенĕсем хăварнă стенипех сăрланă ÿкерчĕксенче аван хывăннă: «Çăкăр пиçет», «Сад пахчинче», «Незнайка пĕлÿ тĕнчине ишет».
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Пăртасра Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн художество уйрăмне уçнă. Çак ятпа кунта Павел Шихрановăн упранса юлнă ÿкерчĕкĕсемпе картинисен куравне йĕркеленĕ. Çуллă сăрăпа, штрихпа ÿкернĕ хăйнеевĕрлĕ ĕçсене, хăйĕн килĕнче 20 çул ытла упраннăскерсене, шкула Евгений Степанов парнеленĕ. Иккен, хăй вăхăтĕнче Павел Федотович хăйĕн вĕренекенĕсемпе иртнĕ тĕлпулура пурне те асăнмалăх картинăсем тыттарнă. Сыхланса юлнисем малашне Пăртасри шкултах вырăн тупĕç.
Çавăн пекех вĕсем – Людмила Николаевна ертсе пыракан занятисенче кăтартуллă пособи вырăнĕнче те. Ачасем вĕсем тăрăх штрихпа ÿкерме, вăл е ку элементсене хут çине еплерех хывма вĕренеççĕ.
Художество уйрăмне паян 17 ача çÿрет. Тунтикун – рисовани, ытларикун – живопись урокĕсем, эрнекун тĕрлĕ композицисем тума вĕренеççĕ. Тĕрĕс ÿкернипе пĕрлех çутçанталăка сăнама вĕренеççĕ.
– Ачасем питĕ пуçаруллă, хастар, нумай пĕлме тăрăшни сисĕнет. Прикладной искусство занятийĕсенче чăваш тĕррин эрешĕсемпе паллашатпăр. Чĕрчунсене, çынсене нумай ÿкеретпĕр, – тет Людмила Николаевна.
Ачасен ÿкерчĕкĕсем шкулти куравра вырăн тупнисĕр пуçне тĕрлĕ конкурссенче те тупăшаççĕ. Кăçал ак Дарья Егорован, Ангелина Иванован, Вика Николаеван ĕçĕсене районти курава суйласа илнĕ. Дарья вара призлă вырăна тивĕçнĕ.
Çак кунсенче Людмила Николаевна Яковлеван тепĕр вĕренекенĕ Лера Рыжова хăйĕн космоса халалланă ÿкерчĕкĕпе Элли Юрьев ячĕллĕ ача-пăча ÿкерчĕкĕсен Пĕтĕм тĕнчери конкурсра 3-мĕш вырăн йышăннă. Пĕтĕм Раççейрен, Казахстанран, Белоруссинчен тăратнă 574 ĕç шутĕнче çавăн пекех Виолетта Корнилован, Дарья Егорован тата Ангелина Иванован ĕçĕсем те пулнă.
Ÿнер пултарулăхĕнче паянхи ăру çеç мар, маларахри çулсенчи çамрăксем те çитĕнÿ тума пултарнипе мухтанма тивĕç. Унăн вĕренекенĕсенчен чылайăшĕ дизайнерта, художник-оформительте ĕçлеççĕ. Çакă ĕнтĕ вăл вĕрентекеншĕн чи пысăк хак.
Людмила Николаевна хăй те нумай енлĕ ÿкерчĕксем тăвать. Класс стенисене вăл тĕрлĕ техникăпа тунă ĕçĕсем те илемлетеççĕ. Учительне кура ачисем те хытă тăрăшаççĕ. Вĕсен ÿкерчĕкĕсемпе паллаштарнă май, Людмила Николаевна ачасемшĕн, вĕсен пултарулăхне аталантарассишĕн пĕтĕм чунне, вăйне хывни сисĕнчĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"