07 марта 2017 г.
Ял çыннисемпе ачасене кĕнеке вулама явăçтарасси тĕп тĕллев пулса тăнă Аçăмçырми ял библиотекин ĕçченĕшĕн Надежда Михайловашăн. Çак тĕллевпе вăл тĕрлĕ конкурссем, куравсем час-часах йĕркелет.
– Кĕнеке – чун апачĕ. Ăна алла тытмасан тем çитмен пекех туйăнать. Çавăнпах ĕнтĕ пирĕн тăрăхра пурăнакансем илемлĕ литературăран уйрăлмаççĕ, библиотекăна куллен килсе çÿреççĕ. Кĕнеке тусĕсем – тĕрлĕ çулсенчисем. Кĕçĕн классенче вĕренекенсене илемлĕ хуплашкаллă кĕнекесем килĕшеççĕ пулсан, аслăраххисене ытларах вĕренÿре кирлĕ пулаканнисем тыткăнлаççĕ, – терĕ Надежда Геннадьевна.
Вăл Аçăмçырми ял библиотекинче çирĕм çул ытла вăй хурать. Опыт пысăк – кашнинпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Вулакансене хальхи пурнăçпа çыхăннă кĕнекесем кирлĕ-и, ĕлĕк-авалхи интереслентерет-и, чăваш çыравçисен пултарулăхĕпе паллашас килет-и – хăвна кăсăклантараканнине хăвăртах тупма пулать. Мĕншĕн тесен литературăна çÿлĕксем çине пĕлсе вырнаçтарнă.
– Теприсем нумай пĕлесшĕн. Вĕсем валли те мĕн кирли алă айĕнчех. Арçын ачасем техникăпа спорт çинчен çырнине кăмăллани палăрать. Хĕрачасене çĕвĕç, повар тата ытти профессисем килĕшни курăнать. Ачасем шкултан вĕренсе тухсан мĕнле професси суйласа илесшĕн-ха? Кун пирки хăйсенчен ыйтса пĕлетĕп те, кирлĕ информацие тупса уйрăм кĕтес хатĕрлетĕп. Тĕрлĕ профессие туллин уçса пама пулăшасси манăн тивĕç тесе шутлатăп, – калаçăва тăсрĕ Н.Михайлова библиотекарь.
Шкулта вĕренекенсем уроксем вĕçленсен библиотекăна килеççĕ. Вĕсем кунта вăхăта усăллă ирттерме пултараççĕ. Акă, пĕр-пĕр уяв çывхарать-и, мероприятие тĕплĕн хатĕрленме тытăнаççĕ. Надежда Геннадьевна малтанах сценари хатĕрлет. Ун тăрăх вара репетицисем ирттереççĕ. Уяв кунĕ çитсен хăйсен ĕçне ыттисем умне кăлараççĕ, пултарулăха туллин уçса параççĕ. Мероприяти хыççăн пурте пĕрле сĕтел хушшине ларса чей ĕçни, туса ирттернĕ ĕçе сÿтсе тĕрлĕ енлĕ хак пани хавхалану хушать, çĕнĕ тĕллевсене пурнăçлама хистет. Ахальтен мар ачасем библиотекăра виç-тăват сехет те ларма хатĕр, мĕншĕн тесен вĕсем кунта чуна уçма, çĕннине нумай пĕлме пултараççĕ. Конкурссене те хаваспах хутшăнаççĕ. Мала тухсан чун-чĕререн савăнаççĕ. Çĕнтерÿçĕсене библиотекарь ялан асăнмалăх парне парать.
Тĕрлĕ буклет хатĕрлесси, кĕнеке куравĕсем йĕркелесси – йăлара. Пĕр-пĕр паллă поэтăн е писателĕн юбилейĕ тĕлне кирлĕ материалсем пухса кĕнеке тусĕсене паллаштарасси яланхи ĕç. Кăçал çĕршывра экологи çулталăкĕ пулнă май, тĕрлĕ акцисем ирттересси планра. Библиотека çумĕнче экологи клубĕ пĕрремĕш çул мар ĕçлет. Шкулта вĕренекенсем çутçанталăка упрассипе çыхăннă ĕçсем чылай туса ирттереççĕ.
– Çамрăксемпе аслăрах çулсенчисене те кĕнекепе туслашма пулăшатăп. Хĕл кунĕсенче ытларах килеççĕ вĕсем, мĕншĕн тесен пушă вăхăт нумай. Çавăнпа тĕрлĕ хаçат-журналпа паллашаççĕ. Вулакансем йышлăн пуçтарăнсан пĕр-пĕр темăпа калаçу ирттеретĕп. Ватăсем ăнлантарса панине тимлĕ итлеççĕ, хăйсем те калаçăва хутшăнаççĕ, иртнĕ çулсене аса илеççĕ, хальхи патне таврăнаççĕ. Пурнăçăн терт-нушине курнăскерсене итлеме те кăмăллă, – васкамасăр калаçрĕ библиотекарь.
Аслăрах çулсенчисем чăвашла кĕнекесем вуласшăн. Интереслисем алăран-алла çÿреççĕ.
– Пĕлтĕр 522 вулакана регистрацилерĕм. Кĕнеке тусĕсем çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те библиотекăран уйрăлмаççĕ. Çулла чылай чух касăва пĕрле илсе каяççĕ. Алла кĕнеке тытмасăр çывăрса кайманнисем те пур. Пурнăçпа тата юратупа çыхăннă кĕнекесене çынсем уйрăмах кăмăлласа вулаççĕ, – пĕлтерчĕ Надежда Михайлова.
Хăшпĕр мероприятисене йĕркелесе ирттерме культура ĕçченĕсене те явăçтарать. Çавăн пекех вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕпе те тачă çыхăнура. Çакă паллах ÿсĕм тума пулăшать. Паянхи кун компьютер технологийĕсем анлă сарăлса пыраççĕ пулин те, ял библиотекин тĕп тĕллевĕ вулакансене кĕнекепе тивĕçтересси тата ăна халăх хушшинче сарасси пулса тăрать. Литература каçĕсем, викторинăсем, кĕнеке эрнисем ирттерни кирек кама та библиотекăна илĕртме май парать.
Юрий КОРНИЛОВ.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"