15 февраля 2017 г.
Сехет йĕппи пĕр чарăнми малалла шăвать. Кивви хыçала юлать. Апла пулин те, тепĕр чухне, иртни патне вăхăтлăха таврăнатăн, пурнăçăн хăшпĕр саманчĕсене куç умне кăларатăн. Йывăрлăхпа е çăмăллăхпа палăрнă-и вĕсем – пурпĕр чĕререн тухмаççĕ. Çăкаллă Явăш ялĕнче пурăнакан Александрапа Василий Владимировсем тахçанхине манмаççĕ, уйрăмах çамрăклăха асра тытаççĕ. Иккĕшĕ пĕр сукмакпа 63 çул пĕрле утаççĕ те – пулни-иртнине сÿтсе явма нихăçан та хирĕçлемеççĕ.
«Сăкăт шкулне вĕренме утнă вăхăтсем халĕ те асра, – çапла пуçларĕ калаçăва Александра Афанасьевна. – Ялтан шкула çити тăват-пилĕк çухрăм. Хĕлле утма уйрăмах кансĕр. Шартлама сивĕ-и, çил-тăман вĕçтерет-и – пурпĕр килте ларман, сумка йăтнă та тухса утнă. Ку йывăрлăх кÿмен-ха, эпир кашкăрсенчен хытă хăранă. Мĕншĕн тесен уйра вĕсем тăтăшах курăнкалатчĕç. Çавăнпа ушкăнпа çÿреме тăрăшаттăмăр тата хăшпĕр чух алăри улăм кĕлтине çунтарса пыраттăмăр. Тăватă ураллăскерсене хăратма шутланă, паллах. Пĕр кунхине вара кăшт кăна кашкăрсен çăварне çакланаттăмăр. Пире хирĕç тăваттăн тан килеççĕ. Мĕн тумалла? Аптăранипе утма чарăнтăмăр. «Пĕтрĕмĕр, çут тĕнчепе сывпулашмалли çеç юлать», – тетпĕр хамăр. Юрать-ха, çав вăхăтра Сăкăт ялĕнчен аслă классенче вĕренекенсем чупса тухрĕç, кăшкăрма пуçларĕç. Кашкăрсем хăрарĕç-ши, çула улăштарчĕç те урăх енне кайрĕç. Çавăн хыççăн урăх курман вĕсене».
Вăл çичĕ класс пĕтерсен шкула çÿреме пăрахнă. Вĕренсе пĕлĕве тарăнлатас вырăнне колхоз ĕçне кÿлĕннĕ: мĕн хушнă – çавна пурнăçланă. «Ытла та йывăрччĕ пурнăç. Çурхи шыв-шурта та, кĕркуннехи йĕпе-сапара та çăпатапах çÿреттĕмĕр. Хĕл кунĕсенче тумтирĕ те ăшă тытмастчĕ. Çапах та пуçа усса ларман, малалла талпăннă. Çулла улăх-çаранран татăлман: курăка çавапа çулнă, хыççăн типĕтсе купана лартнă. Вырма вăхăтĕнче алăран çурла яман. Хĕвел тухичченех ĕçе кÿлĕнеттĕмĕр, виç-тăват сехетрен ытла çывăрса курман. Самани саккăрла çавăрттарсан та чăтăмлăхне тупнă. Хĕлле вăрман каснă çĕрте те лăш курман. Çамрăк пулсан та хĕрхенекен тупăнман, вăйпитти çынсемпе тан йывăç турачĕсене пуртăпа иртнĕ. Выççи-туттине пăхмасăр ĕçленĕ. Çав асăннă тапхăра нихăçан та манас çук», – терĕ Александра Владимирова.
Ÿсерехпе те колхоз ĕçĕнчен уйрăлман. Ульянов ячĕллĕ хуçалăхăн ферминче те тăрăшнă: ĕнесене сунă, пăрусем пăхнă. Хăйне шанса панă тивĕçе ялан чыслăн пурнăçланă кун-çулне ялпа çыхăнтарнăскер. Александра Афанасьевна çавăн пекех колхоз ферминчен Вăрнара тата Калининăна сĕт турттарнă. Лашапа çÿренĕ: çулла урапапа, хĕлле çуна кÿлнĕ. Лав çине тулли бидонсене лартнă та çула тухнă. Кану кунне пĕлмен вăл, малти вырăнта ĕç тăнă. Ферма уншăн иккĕмĕш кил вырăннех пулнă.
«Эпир иксĕмĕр те вăрçă ачисем, – калаçăва хутшăнчĕ Василий Владимиров. – Манăн та темĕн те курма тиврĕ. Урамра выляса ÿсес вырăнне ĕç умĕнчен татăлман. Анне пире пĕчĕкрен хăйĕнчен уйăрман. Пĕрле тырă вырма илсе каятчĕ. Ытти ĕçсене те майĕпен хăнăхтаратчĕ. Пылак çимĕç сайраран çеç ас тивсе курнă. Пирĕншĕн кăмакари пĕçернĕ çăкăр чи хакличчĕ. Мĕн тери юратса çиеттĕмĕр ăна. Шел пулин те, тăватă класс пĕтернипех çырлахма тиврĕ. Çавăнпа та ятарласа пĕр-пĕр специальность илеймерĕм. Пурнăç йывăрлăх кăларса тăратнăран вĕренес шухăш путланчĕ. Ĕмĕрĕм вара колхозра иртрĕ».
Василий Владимирович платникре ĕçленĕ. «Ман алăран пуртă-пăчкă кайман. Вăрман та хамăрах бригадăпа каснă. Вăл вăхăтра хатĕр строительство материалĕсем хальхи пек пулман. Йывăçа çурса кăларасси те пирĕн тивĕç шутланнă. Колхозра ĕне ферми, лаша вити çĕклесе лартрăмăр, ытти объектсене турăмăр. Пĕр сăмахпа, ÿркенмен. Платникре ĕмĕр тăршшĕпех ĕçлеттĕм пулĕ, анчах та вăрмантан вутă тиесе килнĕ кун инкеке çаклантăм. Çул çинче пынă чух трактор хыçне кăкарнă прицепăн урапи шăтрĕ. Чалăшма пуçларĕ. Эпĕ прицеп çинчен сиксе антăм. Асăрханмасла ÿкрĕм. Çав вăхăтра манăн хăрах урана вутă хытах лектерчĕ. Ура хуçăлчĕ. Больницăра выртрăм. Унтан тухсан темиçе уйăх костыльпе çÿрерĕм. Юсанса çитсен кладовщик ĕçне шанса пачĕç. 25 çул çак тивĕçе пурнăçларăм», – калаçу çăмхине сÿтрĕ Çăкаллă Явăш çынни.
В.Владимиров çак ялта çуралнă. Унăн мăшăрĕ те Çăкаллă Явăшран. Иккĕшĕ те пĕр урамра пурăннă. Пĕр-пĕрне ачаран пĕлнĕ. Каçхине лармана тухсан çывăхрах туслашнă. Каччă хĕртен куç вĕçертмен. Килĕштернĕ ăна. Ăшă сăмахсем калама именмен. Çапла майпа кăмăлне çавăрнă. Час-часах тĕл пулнăран пĕр-пĕринсĕр пурăнма май çуккине ăнланса илнĕ.
«Çуллахи ăшă кунра тăвансене пуçтарса туй турăмăр. Хĕр илме лашасемпе кайрăмăр. Хама ăйăр кÿлнĕ лав çине лартрĕç. Пулас мăшăрăн килĕ çывăхра вырнаçнăран ял тавра çаврăнтăмăр. Туй арăмĕсем кил умне юрласа çитрĕç. Эх, кĕрлерĕ те туй. Чăвашсен йăли-йĕркипе килĕшÿллĕн ирттертĕмĕр ăна. Ял халăхĕ виçĕ кун савăнчĕ. Пурнăçри чи чаплă самант халĕ те пуçран тухмасть», – терĕ Василий Владимиров.
Унтанпа 63 çул çитнĕ. Апла пулин те юрату хĕлхемне хавшатма памаççĕ, ватлăхра та пĕр-пĕрин çине ăшă куçпа пăхаççĕ. Чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмастех ĕнтĕ. Владимировсем ăнланманлăха çийĕнчех пĕтереççĕ, хăйсене савăнăç кÿме пĕлеççĕ. Çемье пурнăçĕн сукмакне такăрлатнă май ĕçленĕ те вĕсем, çав вăхăтрах ачисене те пăхса çитĕнтернĕ. 5 ачи ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илсе ÿснĕ. Виççĕшĕ ялтах тĕпленнĕ. 62-ри Елена хĕрĕ çывăх çыннисем патне час-часах килсе çÿрет, вĕсен пурнăçĕпе интересленет, май пур таран пулăшма тăрăшать. Тĕрлĕ ыйтусене яланах пĕрле сÿтсе яваççĕ. Пĕр-пĕрне пăрахманни пурне те вăй-хăват хушать.
Мăшăрсем çĕр ĕçне парăннă. Василий Владимирович халĕ 88-та, Александра Афанасьевна вара 86-ра. Çулĕсене пăхмасăрах çу кунĕсенче анкартинче ĕçлеççĕ, хур-кăвакал ĕрчетеççĕ. Халĕ хăйсен вăйĕпе тунă йывăç çуртра пурăнаççĕ. Мăшăрсен Хисеп хучĕсем те, медальсем те нумай. Ĕçре палăрнăшăн панă вĕсене. Акă Александра Владимирова 1983 çулта «Районти чи лайăх телятница» ята çĕнсе илнĕ. Вăл коммунизмла ĕç ударникĕ. «Пĕр-пĕрне юратса пурăнма пĕлнĕрен телейлĕ эпир», – терĕç Вадимировсем сывпуллашас умĕн.
Юрий КОРНИЛОВ.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"