Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнарсем çĕнĕ кинозала кĕтсе илеççех

11 февраля 2017 г.

Телевидени, интернет пысăк хăвăртлăхпа  аталанса пыни, куратпăр ĕнтĕ, халăхăн пысăк пайне клубсенчен, библиотекăсенчен самаях уйăрчĕ. Çак çитменлĕхе пĕтерес ĕçре паян, паллах, культура ĕçченĕсен тÿпи пысăк. Мĕнпе илĕртме пулать-ха паян культура тытăмне тата ку сферăра тимлекенсене мĕн пăшăрхантарать – вĕсем пирки район администрацийĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕпе Ирина Олеговна Алексеевапа калаçатпăр.

– Ирина Олеговна, иртнĕ çул федераллă фонд пулăшнипе Вăрнарта та çĕнĕ кинозал  уçăласса чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Кино тусĕсене хăçан йышăнма тытăнĕ-ши вăл?

– Чăн та, çĕршыври кинематографине социаллă тата экономика енчен пулăшакан федераллă фонд субсиди уйăрнипе хальхи вăхăтри кинозала Вăрнарти культура  çуртĕнче пĕлтĕрхи декабрь вĕçĕнче уçма палăртнăччĕ. Федераци пулăшăвĕ 5 млн тенкĕпе  танлашрĕ – унпа цифрăллă тата сасă оборудованийĕ, киноэкран, 3D фильмсем кăтартмалли система, креслăсем, программа-аппаратура хатĕрĕсем туянма-вырнаçтарма пăхнă.

Графика куçарни кинооборудовани лартма тата креслăсем улăштарма районти культура çурчĕн пысăк залне юсама тивнипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра кунта креслăсем, акустика системине вырнаçтарнă ĕнтĕ. Çак кунсенче Санкт-Петербургри специалистсем тăрăшнипе киноэкран тата юлнă оборудовани хăйсен вырăнне йышăнĕç.

Çĕнĕ кинозал уçăличчен вăхăт нумай юлмарĕ. Вăрнарсем те пахалăхлă, вăйлă акустикăллă фильмсене пысăк экранпа пăхма пултарĕç.

– Куракансене мĕнлерех фильмсемпе илĕртес программа паллă-и?

– Çак кунсенче Чăвашкинон патшалăх студийĕнче çĕнĕ залсенче кино кăтартассине йĕркелессипе ĕçлĕ канашлу пулчĕ. Тĕп ыйтусен шутĕнче – дистрибьютерсемпе пĕрлешсе ĕçлесси тата республикăра киносеть  йĕркелесси. Фильмсен программи пуян пулĕ –  кино юратакансем унта чи çĕнĕ фильмсене те пăхма пултарĕç.

– Çĕнĕ зал, çĕнĕ юхăм, паллах халăха йышлă илĕртĕ. Ял клубĕсен шăпи пăшăрхантарать. Вĕсенчи мероприятисем мăссăллăхпа мухтанма пултараççĕ-и?

– Ку ыйту, чăн та, çивĕч. Нумай çĕрте çынсем концертсене те тухасшăн мар. Тÿлевсĕр пулин те. Районти кашни культура учрежденийĕнче кружоксем, культурăпа кану пĕрлешĕвĕсем ĕçлеççĕ. Халăх сахал ялсенче шашкăлла, шахмăтла выляма май пур.

Тăрăшса, пĕрлешсе ĕçлеме пĕлекенсем куракансене те, мероприятисене хутшăнакансене те йышлă пуçтараççĕ. Тĕслĕхлĕ клубсем сахал мар: Ярмушкара, Кушар Юнтапара, Чăрăшкас Хирлепре, Калининăра, Кÿстÿмĕрте, Чăрăш Ишекре, ытти хăш-пĕр ялта.

Районти культура çурчĕн коллективне мухтамалла. Халăх  канăвне хаваслăх кĕртессипе вĕсем вун-вун кăсăклă мероприяти йĕркелеççĕ. Çынсем хамăр артистсен пултарулăхне ытларах хаклама тытăнни сисĕнет. Çакна вăл е ку датăпа, уявпа йĕркелекен концерт программисем те аван çирĕплетеççĕ.

– Вырăнти артистсем тенĕрен, пĕлтĕр вĕсем республика тулашĕнчи мероприятисене те йышлă тухмарĕç-и-ха?

– Çапла, районти культура коллективĕсем Чăваш ен ятне регионсем хушшинчи чылай фестивальте çĕклерĕç. Районти культура çурчĕ çумĕнчи «Тивлет» юрăпа ташă ансамблĕ (ертÿçи Алина Евдокимова) Тутарстан Республикинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри чăвашсен культура уявĕнче савăнтарчĕ. Ветерансен хорĕ (ертÿçи Валерий Шакртов) Крым Республикинчи пĕтĕм чăвашсен Акатуйне хутшăнчĕ. «Чаршав» халăх театрĕ  (ертÿçи Галина Иванова) «Ялта» спектакльпе  Иваново облаçĕнче иртнĕ ял театр коллективĕсен Пĕтĕм Раççейри фестивалĕнчен виçĕ дипломпа таврăнчĕ. Пĕри – «Наци культура йăлисене сыхласа хăварнăшăн».

Калас пулать, ку спектакле халăх çав тери хапăлласа йышăнчĕ, унпа артистсем (пысăк пайĕ – ял клубĕсенчи культура ĕçченĕсем) район тăрăх та çÿрерĕç.  Çывăх вăхăтра вăрнарсен «Ялта» спектакльне ятарлă фонд валли телевиденипе те ÿкерĕç.

– Ырă самантсен сĕмĕнче, паллах, кăткăслăхсем çинчен калаçасах килмест. Çапах та сирĕн, пуçлăх пулнă май, паян мĕнлерех çивĕч ыйтусене татса пама тивет?

– Ытти нумай отрасльти пекех, чи «чирли» – кадрсем. Клубсенче тăрăшакансене тепĕр чухне  специальноçпа мар пулин те, тупма май пултаратпăр пулсан, баянистсем, купăсçăсем çуккипе хытах хăшкăлатпăр. Ку лару-тăрура культработниксем тĕрлĕ майпа  тухма пĕлни савăнтарать. Аталанушăн ăнтăлакансем пур – вĕсем пĕлĕве тĕрлĕ курссенче, семинарсенче ÿстереççĕ. Ятарлă пĕлÿ çуккисем курăмсăр майпа специализаци илеççĕ.

Тепĕр çивĕч ыйту – юсав ĕçĕсем. Пирĕн клуб çурчĕсем – пурте тенĕ пек совет тапхăрĕнче тунисем. Нумайăшĕнче вуншар çул та юсавсем пулман. Çакна май вĕсене хăшне те пулин кашни çулах çĕнетме тăрăшатпăр. Клубсен хăйсен интересĕ пурри те кăмăла çĕклет, вĕсем юсав валли федераци программисене кĕме тăрăшаççĕ. Кăçал акă патшалăх пулăшăвне – 433 пин ытла тенке – Мăн Явăшри культура çурчĕ тивĕçет. Çавăн пекех Вăрманкасри, Кив Шуртанти тата Ярмушкари учрежденисене юсама пĕтĕмĕшле 940 пин те 600 тенкĕ килмелле.

Пуçа ыраттаракан ыйтусен шутĕнче çавăн пекех – хевтесĕр çынсем валли культура учрежденийĕсенче меллĕ майсем туса парасси, музей управĕн пÿлĕмĕсене анлăлатасси, ял клубĕсене – музыка оборудованийĕпе, библиотекисене компьютер техникипе тивĕçтересси. Пăртассем, ишлĕсем клуб çĕклессишĕн çунаççĕ...

Çĕршыв экономикин кăткăс тапхăрĕнче ку ĕçсене пурне те çак вăхăтрах татса пама май килмест. Çавăнпа та çынсене ăнланма ыйтатпăр.

Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика