Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç çунатлантарать, тăваллах туртать

28 января 2017 г.

Хапăсра çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарти газ валеçекен «Газпром» акционерлă обществăн Вăрнарти филиалĕнче ĕçлекен Алексей Шоркиншăн ачалăх яланлăхах чун-чĕрине кĕрсе вырнаçнă. Çавăнпа та вăл шкул çулĕсене хумханса аса илет.

– Эпир шкула тантăшсемпе пĕрле хавхаланса çÿренĕ. Атте-анне умĕнче пите хĕретес килменрен тăрăшса вĕреннĕ. Математика тата физкультура урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтеттĕм, мĕншĕн тесен иккĕшĕ те чуна çывăхчĕ. Задачăсем шутлама юратнине пытармастăп, çавăн пекех спорт та хăй патне туртатчĕ, – иртнĕ кунсене таврăнчĕ Алексей Николаевич.  – Уроксем хыççăн тус-тантăшсемпе пĕрле пуçтарăнса тĕрлĕ вăйă выляни те асрах. Каникул кунĕсенче те пĕр-пĕринчен уйрăлман, вăхăта усăллă ирттернĕ, ĕç патне те туртăннă. Пĕр сăмахпа, урам тăрăх йытă хăваласа çÿремен. Физкультурăпа спорта вара юрататтăм. Улттăмĕш класра вĕреннĕ вăхăтра волейбол вăййи енне туртăм пысăклансах кайрĕ. Çавăнпа та уроксем вĕçленсен те киле кайма васкаман, спорт секцине юлнă. Шкулсем хушшинче волейболла выляссипе район чемпионĕ пулса тăнине те лайăхах астăватăп. Тренировкăсене сиктермесĕр çÿрени шăмшака çирĕплетме пулăшнах çав, ахальтен мар мана шкулăн волейбол командинче выляма шаннă. Спорт залĕнче чупни, янрашни халĕ те куç умĕнчех.

Алексей Шоркин тантăшĕсенчен ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе, хастарлăхĕпе уйрăларах тăнă. Вăл вунпĕрмĕш класа виçĕ «тăваттă» паллăпа пĕтернĕ, ыттисем пĕтĕмпех «пиллĕк» пулнă. Алăра аттестат. Ăçта вĕренме каймалла-ха? Çак ыйту тухса тăнă çамрăк умне. Техника енне туртăм пуртан тĕп хулари Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине кайса пăхма шутланă. Ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртме май килтернĕ: экзаменсене ăнăçлă тытнă та – вĕренме тытăннă. Инженери факультетĕнче ăс пухнă Хапăс çамрăкĕ. Вĕренÿпе пĕрлех спортран та уйрăлман, пушă вăхăт тупăнсан тренировкăна çÿренĕ, волейболла вылянă. Алексей Шоркин ял хуçалăх академин чысне тĕрлĕ шайри ăмăртусенче пĕрре мар хÿтĕленĕ. Çапла, пĕлĕве туптанă чухне те пултаруллă спортсмен йышĕнче пулнă вăл. Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă.

Пилĕк çултан, дипломлă специалист пулса тăрсан, хулара юлман, çуралса ÿснĕ кĕтесе таврăннă. Ĕç шыраса Шупашкарти газ валеçекен «Газпром» акционерлă обществăн Вăрнарти филиалне çитнĕ. Кунта çамрăка таварпа тивĕçтерекен должноçа çирĕплетнĕ. 

– Вăл вăхăтра лавкка та, столовăй та ĕçлетчĕ. Çавăнпа та тĕрлĕ тавар патне тăтăшах кайса çÿреме тиветчĕ. Ытларах чух Шупашкара каяттăмăр. Лавккапа столовăя таварпа вăхăтра тивĕçтернĕ, – терĕ Алексей Шоркин.

Пурăна-киле ăна тăрăшулăхпа палăрнăшăн, газ оборудованине пăхса тăрас енĕпе ĕçлекен слесаре куçарнă. Районти ялсене çитсе килме пуçланă вăл.

– Ĕçри ытти юлташсемпе пĕрле çутçанталăк газĕпе пÿрте ăшăтса тăракан уйрăм çынсем патĕнче пулаттăмăр. Газпа усă курнă чух правилăсемпе нормăсене пăхăнманни инкек патне çитерме пултарнине ăнлантараттăмăр, çавăн пекех газ оборудованийĕсене тĕрĕслеттĕмĕр. Тĕрлĕ çынпа тĕл пулма тиветчĕ. Пĕр ялта кил хуçи пире хирĕç пуртăпа тухнăччĕ. Газ приборĕсене тĕрĕслесси укçа-тенкĕпе çыхăннăран хăшпĕрисем хăйсен хваттерĕсене е килĕсене кĕртесшĕн марри палăратчĕ. Теприсенне килĕсене газ пырассине чарма тиветчĕ е асăрхаттарса хăвараттăмăр, – калаçрĕ Алексей Николаевич. – Халĕ, аслă мастерта ĕçленĕ май, документсемпе ытларах ларма тивет. Апла пулин те ĕç хавхалану кÿрет, малалла талпăнма хистет.

А.Шоркин спортри хĕрÿлĕхе ĕçе кÿлĕнсен те сыхласа хăварнă. Филиалшăн та волейболла вылянă. Анчах та пилĕк çул каялла хăрах урине операци тунăранпа, командăпа пĕрле ăмăртусене хутшăнмасть. Алексей Николаевич Вăрнар хĕрĕпе Натальяпа 2009 çулта çемье çавăрнă.

– Пулас мăшăрпа ăмăрту вăхăтĕнче паллашрăмăр. Унăн ашшĕ те волейболла выляма юрататчĕ, тĕрлĕ турнирсенче тупăшатчĕ. Наталья ашшĕ мĕнле вылянине курма час-часах спорт залне пыратчĕ. Пĕррехинче темле майпа калаçса кайрăмăр. Çавăн хыççăн тĕлпулусем пуçланчĕç. Кайрантарахпа пĕр-пĕринсĕр пурăнма май çуккине туйса илтĕмĕр. Халĕ пирĕн пĕр ача ÿсет, Вăрнарти садике çÿрет, – мĕн калас тенине пытармарĕ Хапăс çынни.

А.Шоркин ĕçе куллен çăмăл автомашинăпа килет. ,çчен те пултаруллăскер коллективра хисепре. Филиал ертÿçи те унăн ĕçлес хастарлăхне курса-туйса тăрать. Пурнăç кустăрми çаврăм хыçççăн çаврăм тусан та Алексей Николаевич яланхиллех яштака, кĕрнеклĕ. Чуна килĕшекен ĕç ăна хавхалану хушать.

Юрий Корнилов.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика