25 января 2017 г.
Вĕрентÿ тытăмне патшалăх паян тивĕçлĕ пулăшать, бюджетăн пысăк пайĕ шăпах ун аталанăвĕ çине каять. Анчах та ку тытăмра та ыйтусем çук мар. Вĕсем пирки паян район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕпе Маргарита Николаевна ТИХОНОВАПА калаçатпăр.
– Маргарита Николаевна, юлашки чылай çул шкул çулĕчченхи вĕренÿ организацийĕсенчи черет çинчен калаçрăмăр. Çĕнĕ ача садне уçнă хыççăн районта лару-тăру еплерех-ши?
– Пирĕн районта паян сакăр ача сачĕ, вĕсене 1154 хĕрачапа арçын ача çÿрет. 18 шкул çумĕнче кĕçĕннисем валли ятарлă ушкăнсем уçнă, вĕсенчен 13-шĕ тулли кунпа ĕçлеççĕ. Ку ушкăнсенче 646 ача пуçламăш пĕлÿ никĕсне илет. Районĕпе пĕтĕмĕшле илес пулсан, шкул çулĕчченхи вĕрентÿпе çулталăк çурăран аслăрах ачасен 85,2 процентне тивĕçтернĕ. 3–6 çулхи ачасем пурте шкул çулĕчченхи пĕлĕве илеççĕ.
Поселокри ача сачĕсенчи ушкăнсем пурте тулли. Вĕрентÿ пайне килекен ашшĕ-амăшне садикри вырăнпа тивĕçтерме тĕрлĕ мелсемпе усă куратпăр. Хальхи вăхăтра Санарпуçĕнчи ача садĕнче пушă вырăнсем пур. Вăрнарти çемьесенчен чылайăшĕ унта пулса курнă хыççăн хăйсен пепкисене ку садике хаваспах вырнаçтарма килĕшеççĕ.
Эпир хамăр енчен кĕçĕннисене май килнĕ таран вырăнсемпе тивĕçтерме тăрăшатпăр. Анчах та хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрĕ садике çÿренĕшĕн тÿлеве вăхăтра хывмасть, çакă шкул çулĕчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсене йывăрлăха кĕртсе ÿкерме пултарать. Çавăнпа та пурне те ку енĕпе яваплăха туйма ыйтатăп.
– Шкулсем çине куçар-ха. Ун сăнĕ – учитель, тетпĕр. Районти педагогика йышне мĕнлерех хакланă пулăттăр эсир?
– Районти шкулсенче 353 учитель тăрăшать. Вĕсен пултарулăхне ырă енчен кăна хаклатăп. Мĕнпур йышăн 96,3 проценчĕ – аслă тата пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекенсем. Çакă та вĕсен опытне аван çирĕплетет.
Коллективсемпе илсен Вăрнарти 2-мĕш шкула тĕслĕх вырăнне лартас килет. Юлашки виçĕ çул харăс вăл Раççейри чи лайăх 200 шкул йышне кĕме пултарчĕ. 2015 çулта ку ТОПа Вăрнарти 1-мĕш шкул та кĕчĕ. Çавăн пекех кăтартуллă ĕçлекенсен йышĕнче Санарпуçĕнчи, Кÿстÿмĕрти, Калининăри вăтам шкул коллективĕсем.
– Паянхи вĕрентекенсем валли тивĕçлĕ смена пур-и? Çамрăксене район шкулĕсене мĕнпе илĕртме пулать-ха?
– Ку ыйту, паллах, чи çивĕччисенчен пĕри. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче районти шкулсенче çичĕ çамрăк специалист ĕçлеме тытăнчĕ. Хавхалантару мелĕсем пур. Чи пуçаруллисем, креативлисем Чăваш ен Пуçлăхĕн стипендиачĕсем пулса тăраççĕ. Унсăр пуçне, 2016 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен ĕçе вырнаçнă çамрăк специалист 10 окладпа танлашакан пĕр хутченхи тÿлеве тивĕçме пултарать. Çавăн пекех çамрăк педагогсене уйăхсерен 1000 тенкĕ хушса тÿлеççĕ.
Тивĕçлĕ смена пур тесе калама юрать. Нумай шкулта хăйсен выпускникĕсемех ĕçлеççĕ. Çакă та учитель профессийĕн престижĕ пысăк пулнине ĕнентерет. Çамрăк педагогсем тĕрлĕ конкурссенче палăраççĕ. Санарпуç шкулĕнчи историпе обществознани учителĕ Денис Трофимов акă «Чăваш енри çулталăк учителĕ-2016» республика конкурсĕн лауреачĕ пулса тăчĕ. Вăрманкасри акăлчан чĕлхи учителĕ Эльза Токмакова Пĕтĕм Раççейри конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ тата ытти те.
– Интернет-изданисенче Малти Ишек шкулĕнче ачасене апат çитерессине йĕркелес саккуна пăсни пирки информацисем пулчĕç. Пĕтĕмĕшле вĕри апатлану тĕлĕшпе лару-тăру еплерех?
– Чăн та, прокуратура ĕçченĕсем асăннă шкулта апатланăва йĕркелес саккуна пăснине тупса палăртрĕç. Ку енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.
Паян районти мĕнпур шкулта вĕренекенсене икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Йышлă çемьери, пурнăçăн йывăр условийĕсене лекнĕ, хевтесĕр ачасем валли çăмăллăхсем туса панă.
Чылай вĕрентÿ организацийĕнче шкул столовăйĕсене хальхи вăхăтри технологи оборудованийĕпе тивĕçтернĕ.
– Лайăх апатлану сывлăх çине те витĕм кÿрет. Çавăн пекех сывă пурнăç йĕрки те. Шкулсенче спорт инфраструктурине çирĕплетессипе ĕçсем мĕнлерех?
– Ырă кăтартусем пур. «Единая Россия» парти проекчĕпе юлашки виçĕ çулта ултă ял шкулĕнчи спортзалсене çĕнетрĕмĕр. Пĕлтĕр Ярмушкари тата Çĕрпелти спортзалсене юсама тата спорт инвентарĕпе пуянлатма федераллă бюджет 1776 пин тенкĕ, район бюджечĕ 176,6 пин тенкĕ уйăрчĕ. Шкулсенче спорт секцийĕсем аван ĕçлеççĕ. Вĕренекенсем вĕсенче, çавăн пекех район центрĕнчи секцисенче пиçĕхсе республикăри, Раççейри ăмăртусенче пысăк ăсталăх кăтартаççĕ.
Юсавсем пирки калас пулсан, пĕлтĕр çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме шкулсене мĕнпур шайри бюджетран 31195,5 пин тенкĕ уйăрнă. Шкул çурчĕсене тĕплĕ юсама тата реконструкцилеме 6077,6 пин тенкĕ тăкакланă.
Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"