Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иккĕн иккĕнех

18 января 2017 г.

Çапла ĕнтĕ вăл этемĕн кун-çулĕ. Мĕн ĕмĕр тăршшĕпе ĕçлесе пурăн та ватлăх кунĕсенче канлĕ ларас чух, тĕрлĕ чир-чĕрпе кĕрешсе пурăн. Ку сăмахсене эпĕ мар, Пăваялĕнче пурăнакан Галина Илларионовнапа Иван Павлович Павловсем калаççĕ. Çулĕсем кайнă май, вĕсен аса илмелли те пайтах. Иккĕшĕ те çак ялтах çуралса ÿснĕ. Вăрçăччен çуралнăскерсен ача пуççăнах темĕн те курма тивнĕ.

Галина Илларионовна ашшĕ вăрçа кайнине тĕлĕкри пек кăна астăвать. Шел, ашшĕ çапăçу хирĕнчех пуçне хурать, амăшĕ 3 ачапа тăлăха тăрса юлать. Инкекĕ амăшне кĕтсех тăнăн, аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче пÿртумĕнче çывăракан ывăлне аçа çапса вĕлерет. Гальăпа Юля хĕрĕсемшĕн кăна амăшĕ пĕтĕм нушине чăтса малалла пурăнма ăнтăлать. Ÿссе çитсе хĕр пÿне кĕрсен Хыçалкас урам каччи куç хывать ĕçчен хĕре, унччен хăй те вăйăра маттур та патвар каччăна, Ванька пиччене, пĕрре мар вăрттăн сăнанă. Çамрăксем чăн-чăн юратăва парăнса пĕр мăшăра чăмăртанаççĕ. 3 ывăлпа 2 хĕр çуратса çитĕнтереççĕ, вĕсене тахçанах пурнăç çулĕ çине кăларнă. 55 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ, халĕ вĕсен 9 мăнук, 4 кĕçĕн мăнук çитĕнеççĕ.

Ванька пичче 16 çул «Большевик» колхозра уй-хир бригадирĕнче вăй хунă. Иртнине аса илсен, ларса канма вăхăт пулман, ят тĕрĕслеме пуçăнсан çĕршер ытла çын тухнă, çуллахи вăхăтра ачасем ытларах пулнă. Халь çав вăхăтра бригадăна ĕçлеме тухнă 60-мĕш, 70-мĕш çулсенчи ачасем ăна тав туса пĕтереймеççĕ, мĕншĕн тесен пенси çине тухнă чух каникул вăхăтĕнче ĕçленисене йăлт шута илеççĕ. «Нимĕншĕн те кулянмастăп, вăт, хальхи ачасене пурнăçра йывăр килет, вĕсем ĕç тĕлне пĕлмеççĕ, вĕсене вĕрентекен çук, хăйсен те ĕç тĕлли çук», – тет Ванька пичче.

Галя аппа пенсие тухсан та колхозра, совхозра вăй хунă. Ванька пичче бригадиртан почтальона ĕçлеме вырнаçнă. 25 çул Кĕçĕн Кипек почтине çÿренĕ. 3 çухрăм унта çитме, хаçатсем хальхи пек сахал мар, пĕр почта сумкине кĕмен. Валеçме те ял тăршшĕ каллĕ-маллĕ 3 çухрăм. Хăй бригадăран таврăнсан мăшăрне хаçат валеçме те, пенси валеçме те пулăшса пынă, ачисем ÿсерехпе вĕсене те ĕçе явăçтарнă. Кил-тĕрĕшри ĕçсене ялан пĕрле пурнăçланă. «Кашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулмасть, пĕррех эпир хирĕç тăрса вăрçса курман», – тет мăшăрĕ çине савнă куçĕсемпе пăхса Галя аппа.

Тем чул вăйлă, сывлăхлă пулнă иккĕшĕ те хăй вăхăтĕнче. Ун чух чирсем çинчен шутлама та пултарайман, ватлăх кунсенче вара умлăн-хыçлăн мăшăрсем сусăрсем пулса тăраççĕ. Ванька пиччен хăрах куçĕ хупăнсах ларнă, 3-мĕш ушкăнри инвалид пулса тăнă. Галя аппа вара шалкăм çапнипе нушаланать. Юрать, вăхăтра сиссе больницăна çитерме ĕлкĕреççĕ. Хăй çине тăнипе, ывăлĕсем, хĕрĕсем пăхнипе хуллен утать. Ăна та сывлăхне кура 3-мĕш ушкăн сусăрлăхне параççĕ. «Çапла вара эпир иккĕн иккĕнех, пĕр çын пек пурăнатпăр, ачасен хăйсен çемйисем, юрать икĕ ывăлĕ ялтах, вĕсем пырса çÿремен кун та çук, хăйсем ерçеймен вăхăтра мăнукăмсем пырса пулăшаççĕ, тем чул выльăх-чĕрлĕх тытнă пулсан, халь чăх-чĕп те хур-кăвакал кăна усраятпăр», – тет мăшăр. Икĕ хĕрĕ, пĕр ывăлĕ Шупашкарта пурăнаççĕ пулсан та, черетпе кашни канмалли кунсенче яла килеççĕ.

«Ĕçкĕ-çикĕпе те иртĕхмен эпир, тем тĕлли пулчĕ-çке пирĕн тĕле, Турри çапла çырчĕ-ши, ватлăхра канлĕ пурăнас чух, чир-чĕрпе асапланатпăр», – тет Галя аппа. Вĕсем иккĕшĕ те ĕç ветеранĕ. Ванька пиччен Мухтав хучĕсем темĕн чухлех.

Ванька пиччен тепĕр киленĕç те пур – купăс каласси. Тепре чух аса илсен – тăсса ярать хут купăсне, хăйсем çамрăк чухнехи кĕвĕсене ним йÿççи ĕçмесĕр шăрантарать. Районта ирттернĕ «Янра, хут купăс, савăнăçлă тусăм» уявра та тав хутне тата хаклă парнене тивĕçнĕччĕ 10 çул каялла. Ванька пичче 80 урлă каçнă ĕнтĕ, Галя аппа вара ака уйăхĕнче 80 çул тултарать.

Вăрăм кун-çул пултăр вĕсемшĕн, ялта та яланах ятлă çынсем шутĕнче пулччăр, ачисемпе, мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнса, йăпанса пурăнччăр.

Анна ПЕСКОВА.

Пăваяль. 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика