Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ферма çулĕ – хăнăхнă çул

18 января 2017 г.

Ферма çулĕ – хăнăхнă çул

Нумаях пулмасть Çавалкас ялĕнче пурăнакан Галина Анисимова çывăх çыннисене, тăванĕсене, кÿршисене кĕрекене пуçтарнă. Çапла тума сăлтавĕ те пулнă – вăл хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă тунă.Çуралнă кунра ăшă сăмахсем нумай илтнĕ пиллĕк ача амăшĕ, пурте ăна фермăн çăмăл мар ĕçĕнче ÿлĕмрен те хастар ĕçлесе пыма ăнăçу тата ырлăх- сывлăх суннă.

Г.Анисимова Волонтер ялĕнче çуралнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах ĕç енне туртăнма пуçланă. Мĕн хушнă – çавна пурнăçланă, пĕрне те тиркесе тăман. Хĕр шутне кĕрсен, хулана каяс килменрен, хуçалăх фермине пырса кĕнĕ. Ăна, çамрăкскере, йывăр ĕç хăратман, çавăнпа та вăл кашни кун ĕне-выльăха пăхма çÿреме пуçланă. Ирех вăраннă, 4 сехет тĕлне фермăна çитнĕ. Хыççăнах тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама пикеннĕ. Галинăна хĕр-тантăшĕсем Шупашкара пыма пĕрре мар йыхравланă, анчах та ялан вĕсене хирĕçленĕ, мĕншĕн тесен унăн чунĕ ялах туртăннă. Фермăран уйрăлма пултарайманнине аван ăнланнă хĕр. «Ялтах пурăнма килĕшет мана, хула шăв-шавне вара чăтма пултараймастăп»,– тенĕ Галина тантăшĕсене.

Кун хыççăн кун иртсе пынă. Шăпа çамрăка Çавалкас каччипе Владимирпа паллаштарнă. Иккĕшĕ те юрату авăрне çакланнăскерсем пĕр-пĕринсĕр пурăнма май çуккине туйса илнĕ, кĕçех çемье çавăрнă. Галина Анатольевна, Çавалкас кинĕ пулса тăнăскер, пĕр кун та ахаль ларма пултарайман, малтанах бригада ĕçĕсене хутшăннă, унтан вырăнти Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн фермине дояркăна вырнаçнă. Кашни ĕнерен сĕт нумайрах суса илесси тĕп вырăна тухса тăнă, çав вăхăтрах килти хуçалăхри ĕç-хĕл пирки те манма пултарайман. ,нене лайăх çитерсен сĕт аван панине пĕлнĕрен апатран татăк тăратман. Алăпа сунă. «Ĕнесене нихăçан та кăшкăрса пăлхатман, ялан ăшшăн калаçнă. Вĕсем мана ăнланни сисĕнетчĕ. Çакна хамăн ĕç опычĕпе çирĕплететĕп. Пытармасăр каласан, ферма çулне хĕрĕх çул ытла такăрлататăп. Апла пулин те ывăннине туймастăп. Выльăхсемпе вăхăт иртни те сисĕнмест. Хальхи вăхăтра мăшăрпа пĕрле пĕчĕк пăрусене пăхатпăр. Чи лайăххи вăл – пĕтĕм ĕçе ĕлĕкхи пек алă вĕççĕн тăвас çук, техника пурнăçлать, – тет Галина Анисимова. – Выльăха юратрăн-тăк – чун темшĕн-çке ун патнех туртăнать. Çакă хăнăхни те, киленĕç те. Ĕне-выльăхсăр пурнăç илемне курмастăп».

Галина Анатольевна урăх ĕçе куçасси пирки шутлама та пултарайман. Коллективра пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланнăран умри тĕллевсене çăмăллăн пурнăçланă. /сĕмне те тунă. Ахальтен мар ăна 2014 çулта «Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысланă. Çакă ăна пушшех те хавхалантарнă. Халĕ те, çамрăк чухнехи пекех, шаннă ĕçре вăй-халне шеллемесĕр тăрăшать. «Фермăра ĕçленĕ май выльăх тухтăрĕ те, осеменатор та пулма тивет. Пăрусем ан чирлеччĕр, тĕрĕс-тĕкел çитĕнччĕр тесен вĕсене ача пекех пăхмалла. Ку ĕçе куç хупса тума вĕрентĕм тесен те йăнăш мар», – пĕлтерет Г. Анисимова.

Ял пурнăçĕ вăл – çынсемпе пĕрле. Галина Анатольевна ветерансен вырăнти канашĕн председателĕ шутланать те, халăхран уйрăлма пултараймасть. Ял тăрăхĕн çăви çинче çĕнĕ пÿрт тунă. Кунта ял-йышпа пĕрлех унăн тÿпи те пур. Çавăн пекех вăл тĕрлĕ кану мероприятийĕсенче те хастар. Пушă вăхăтра Çавалкасри культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕн репетицийĕсене хутшăнать. Концертра сцена çине тухса юрăсем те юрлать. Уйрăмах чăваш юррисене шăрантарма кăмăллать.

Галинăпа Владимир Анисимовсем 40 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе, юратса пурăнаççĕ, çапла майпа çемье ăшшине упраса пыраççĕ. Вĕсем килти хуçалăхри ĕçсене пайлама хăнăхман, ялан пĕрле пурнăçлаççĕ. Хăйсене телейлисен шутне кĕртеççĕ. Мĕншĕн тесен Анисимовсем кил-çурта çĕнетнĕ, виçĕ хĕрпе икĕ ывăлне тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтернĕ. Халĕ мăнукĕсем те пур – пурĕ улттăн вĕсем. Канмалли кунсенче тата уявсенче мăшăрсен пÿрчĕ шăв-шавпа тулать. Ачисем хăйсен пурнăçри çул-йĕрне тупнă. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенешкел вĕсем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçченлĕхпе палăраççĕ, пĕр-пĕрне хисеплемеллине асра тытаççĕ. «Кирек епле пулсан та çыннăн çемье пурнăçĕпе пурăнмалла. Мăшăрсем хушшинче чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмастех. Пирĕн те сайраран сас хăпартса калаçасси пулать, анчах та пĕр-пĕрне юратни хăйĕннех тăвать, çилĕ çил пекех иртсе каять. ,çре те, килте те мăшăрпа ялан пĕрле эпир. Апла пулин те йăлăхса çитместпĕр, вăй-хăват илнĕн çеç туятпăр», – шухăша уçать кил хуçи хĕрарăмĕ.

Утмăл çул вăл утмăл кун мар. Çав вăхăтра темĕн те куратăн – усаллине те, ыррине те, анчах та пуçа усмасан малалла тĕрĕс-тĕкелех кайма пулать. Галина Анисимова каланă тăрăх, никамăн та пурнăçĕ лăпкă кÿлĕ мар, кашниех пĕр-пĕр пăтранчăк вырăна çакланма пултарать. Ăна хавхалану хушаканĕ – юратнă ĕç. Мăшăрĕпе ачисем те çунатланма пулăшаççĕ паллах.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика