30 декабря 2016 г.
Районти ветерансен «Вăрнар ен» халăх хорĕ 2016 çулта чылай çитĕнÿсем турĕ. Яланах халăх хушшинче вăл. Хăйĕн юррисемпе тĕрлĕ çĕрте пулса куракансене савăнтарать. Программăра чăваш тата вырăс халăх композиторĕсен юррисемпе сăввисем.
Хальхи вăхăтра коллективра çирĕм çын ытла. Вĕсем пурте тенĕ пекех тивĕçлĕ канăва тухнă маттур пенсионерсем: Е.Матвеева, З.Белякова, А.Ягушова, А.Львова, В.Авруйская, В.Архипова, И.Артемьева, Т.Емельянова, Т.Курсова, З.Григорьева, С.Маслячкина, А.Печкина, А.Филимонова, Р.Тихонова, Н.Степанова, И.Чугунников, А.Терентьев, В.Семенов, И.Трофимов, Г.Афанасьев, Б.Павлов.
2016 çулхи июлĕн 5–15-мĕшĕсенче пирĕн хор Севастопольре чăвашсен Акатуйĕнче пулса хăйĕн пултарулăхне çÿллĕ шайра кăтартрĕ. Хора çÿрекенсем пурте çамрăкран юрлакансем. Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче республикăра иртнĕ Элĕкри зонăра пулнă 6 район хушшинче Шупашкарти гала-концерта хутшăнма тивĕçрĕмĕр. Çавăн пекех хор çирĕплетнĕ график-маршрутпа хамăр район тăрăх тата юнашар районсенче пулса хăйĕн концерчĕсемпе халăха савăнтарать: Уйкас Кипекре, Санарпуçĕнче, Уравăшра, Ершепуçĕнче тата нумай çĕрте.
Декабрĕн 19-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче иртнĕ Кино çулĕ, Çĕнĕ çул ячĕсемпе пысăк концерта хутшăнтăмăр.
Çĕнĕ 2017 çулхи плансем пысăк, халăх хорне ертсе пыраканĕ В.Н.Шакртов ăста баянист яланах çĕнĕ юрăсем вĕрентет. Лайăх ĕçленĕшĕн ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн грамотипе чысланă.
Анчах пирĕн ĕçре те йывăрлăхсем нумай. Концертсемпе район е республика тăрăх çÿреме транспорт тивĕçменни чылай чăрмав кÿрет. Артистсем валли тăхăнма костюмсем те çитмеççĕ. Ветерансен халăх хорне иртнĕ çулсенче пулăшакан спонсорсене район хаçачĕ урлă Çĕнĕ çул уявĕпе чĕререн саламлатпăр: «Август» фирма – В.В.Свешников, «Вурнарская» МСО – И.А.Сандомиров, типĕтнĕ сĕт завочĕ – Ф.Н.Волков, «Вурнарыдорстрой» – О.Г.Куликова. Çитес 2017 çулта та пире пулăшакан спонсорсем пуласса шанас килет. Юрлама юратакансене пурне те хамăр пата чĕнетпĕр.
Елена МАТВЕЕВА.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"