24 декабря 2016 г.
Иртнĕ эрне вĕçĕнче Вăрнар спортсменĕсем кăçалхи йĕлтĕр сезонне сумлă ăмăртура уçрĕç, Чăваш ен Кубокне хутшăнса çитĕнÿсен енчĕкне пуянлатрĕç.
Пĕрремĕш кунне кĕçĕн йĕлтĕрçĕсем хушшинче ирĕклĕ стильпе ăмăртса икĕ километра Мăньял Хапăсри Валентина Тикинева пĕрремĕш чупса тухнă. Настя Тикинева ку ÿсĕмрех дистанцие иккĕмĕш результатпа вĕçленĕ.
Вырсарникун йĕлтĕрçĕсем классика стилĕпе тупăшнă. Пĕртăван Тикиневасем кунта та чи хăвăрттисем пулнă. Валентина каллех – чемпионка, Настя – кĕмĕл призер.
Хапăсри Владимир Скворцов та маттур пулнă. Арçын ачасем хушшинче вăл финиша виççĕмĕш çитнĕ.
Каламалла, çак ачасем иртнĕ çул та чылай чупура палăрчĕç. Чăваш Республикин первенствипе чемпионачĕсенче, республикăн ытти ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене тухнăччĕ. «Звездопад» филиалĕн пуçлăхĕ Владимир Яковлев пулăшнипе ачасем «Пионерская правда» хаçат парнисемшĕн иртнĕ Раççей ăмăртăвне те хутшăнма пултарнăччĕ. Владимир Сергеевича йĕлтĕрçĕсем трасса хывассине тÿпе хывнăшăн та тав тăваççĕ. Паллах, ачасен çитĕнĕвĕнче район администрацийĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен, физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕн çумĕн Сергей Политовăн та тÿпи пысăк, йĕлтĕрçĕсене вăл яланах пур енлĕн пулăшать.
Юрий Александрович Тикинев тренер палăртнă тăрăх, 2015–2016 çулхи сезонра ку ачасемсĕр пуçне Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекен Галина Тикиневапа Роман Михайлов, Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекен Михаил Самаров, Çĕрпелти Данил Сергеевпа Юрий Сергеев маттур пулнă.
Уйрăмшар çитĕнÿсене илес пулсан, республикăри спорт шкулĕсем хушшинче вăрнарсем 2-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Ку çĕнтерĕве Юрий Сергеев, Роман Михайлов, Валентинăпа Настя Тикиневасем пысăк вăй-хал хывнă. «Çурхи тумлам» республика чупăвĕнче пĕртăван Тикиневасемсĕр пуçне Михаил Скворцов та лайăх результат кăтартнă.
Тĕрĕссипе, йĕлтĕрçĕсем çулталăкĕпех канмаççĕ. Çулла вĕсене роллер-йĕлтĕрсем çинче курма пулать. Тренер палăртнă тăрăх, тĕллевсене кура ачасем тренировкăсенче 5–10 километр хыçа хăвараççĕ. Çулталăкне хĕрачасем 2500 километр, арçын ачасем 3000 километр чупаççĕ.
Районта йĕлтĕр сезонне çитес эрнере, декабрĕн 27-мĕшĕнче, уçĕç. Ачасем çеç мар, аслисем те ку тĕсре Раççей Патшалăх Думин депутачĕн Леонид Черкесовăн парнисемшĕн тупăшĕç.
Ăмăртăва хатĕрленме майсем пур. Вăрнарта кăна тăватă çĕрте йĕлтĕр трассисем хывнă: «Химик» стадион çумĕнчи вăрманта, районти культура çурчĕ çумĕнчи паркра, йĕлтĕр базинче тата чиркÿ çывăхĕнчи вăрманта.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"