24 декабря 2016 г.
Район хаçатне эп мĕн ачаран юратса вуланă, халĕ вара унсăрăн пурăнма кичем. Район хыпарĕсене, паллакан çынсен çуралнă кунĕсене пĕлетĕп, юбилейĕсемшĕн савăнатăп, аса илÿсен тĕнчине путатăп. Юлашки 4–5 уйăхра район хаçачĕпе çав тери кăсăкланса кайрăм.
Ăна мĕншĕн икĕ кун кăна кăлараççĕ-ши тетĕп. Малтан Вениамин Сорокинăн «Кашкăр çулĕпе» калавĕ тыткăнларĕ. Ун хыççăнах Роза Волкован хайлавĕсем. Роза Волкова Улькка Эльменрен пĕртте кая мар. Тем тесен те чăн пулнисемех сирĕн калавсен содержанийĕ. Çав таранччен илемлетсе сăнарлатăр вĕт-ха калаври геройсене. Сирĕн калавсене вулас килнипе хаçата аран кĕтсе илетĕп, почта ещĕкне туха-туха пăхатăп, «Çĕр çинчи тамăк» калавра çав-çавах Регина Петровнăн хунямăшĕ усал пулсан та, ăна ачине пăхса парать, ют яла ĕçе çÿретет. Ăçтан пĕлен çын кăмăлне, çумри мăшăрун кăмăлне, шухăшне пурăнсан-пурăнсан та пĕлсе пĕтерме çук пулсан. Пĕррех калавра Регинăна питĕ пысăк тÿсĕмлĕх панă эсир, макăрса, йÿнчесе лармасть, ĕçкĕ енне те сулăнмасть, пĕр пек малалла талпăнать. Калава çав тери тĕрĕс те аван пĕтерме пултарнăшăн тав. Чăн-чăн пурнăçри пулăм.
Сахал-им хальхи вăхăтра калаври сăнарсем. Ун пек сăнарсем кашни ялтах. Пĕр-пĕрин туйăмĕсене чараймасăр мĕн чул çемье арканать. Вăрçă хыççăнхи çулсене ăнланма пулать, ун чух нумай яш-кĕрĕм, çамрăк арçынсем вăрçă хирне выртса юлнă, хĕрарăмсем нумай, арçын сахал. Кашни хĕрарăмах качча та кайман, апла пулсан та хăйсене пăхма пĕр ача та çуратман, намăсран хăранă. Хальхи самана пачах тепĕр май. Мăшăрлисем те аташса кайрĕç.
Эпĕ пĕлекен çамрăк мăшăр ачаллă пулаймарĕ, арăмĕ виçĕ ача ашшĕпе ерсе кайрĕ. Мăшăрĕ чăтаймасăр инçе çĕре тухса кайрĕ, авланчĕ, икĕ ачаллă пулчĕ. Арăмĕ виçĕ ачаллă арçынпа пурăнкаларĕ, çамрăкла ĕçке ерчĕ, сисмесĕрех вилсе кайрĕ. Виçĕ ачаллă арçынна шалкăм çапрĕ, арăмĕ йышăнмарĕ. Тивĕçлĕ социаллă органсем аран Кÿкеçри инвалидсен çуртне вырнаçтарчĕç. Ахаль каламан çав ваттисем: «Вĕренĕн те вĕçĕ пур», – тесе.
Юлашкинчен мĕн çырам-ха: Роза Волкова, татах та нумай кăсăклă калавсем çырăр, сывлăху çирĕп, кăмăлу уçă пултăр.
Анна ПЕСКОВА.
Пăваяль.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"