24 декабря 2016 г.
Сăнатăп та тĕлĕнетĕп: епле пухăнма пултарнă пĕр çынра çутçанталăк панă çавăн чухлĕ пуянлăх. Сăмахăм Кушар Юнтапара çуралса ÿснĕ Владислав Андреевич Коновалов пирки. Хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, хастарлăхĕпе, сăпайлăхĕпе ыттисене ырă тĕслĕх парса тăрать. Çынлăхĕ – чи çÿллĕ шайра: ырă кăмăллă, ăшă чунлă, таса чĕлхеллĕ.
Хĕрĕх виçĕ çул ир пуçласа каçчен алран руль яман вăл. ,çри хастарлăхĕпе пултарулăхĕшĕн «Чăваш Республикин транспортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. «Çул çинче аварисĕр ĕçленĕшĕн» паллăсемпе, Хисеп хучĕсемпе тата ытти наградăсемпе чысланă.
Паллах, çыннăн ырă енĕсем ашшĕ-амăшĕнчен ачисене куçса пыраççĕ. «Эпир, пилĕк ача, кил ăшшине курса ÿснĕ. Аттепе анне пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса, килĕштерсе пурăнатчĕç. Хăйсем ырми-канми ĕçленĕ, пире те ĕçе вĕрентсе ÿстернĕ. Ял-йышпа, кÿршĕ-аршăпа питĕ туслă пурăннă: нумайăшпе кумаччĕ, хăйматлăхчĕ. Пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ, анчах ĕçсе супман, шăкăлтатса калаçнă, кăмăлтан юрланă. Аслă пиччĕшĕ илсе панă балалайкăна атте пĕр ĕçкĕ-çикĕрен те хăварман. Çывăхри ялсенче те «Онька-балалайщик» тесен пурте пĕлнĕ ăна», – калаçăвне юхтарчĕ Владислав Андреевич.
Кашниех хăй çинчен каласа пама ыйтсан ачалăхпа çамрăклăх çулĕсене аса илме кăмăллать.
– Ял ачи ирех ĕçе кÿлĕнет. Атте-анне кил карти тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă. Эпĕ пĕчĕкрен кукамайпа пĕрле ĕне пăхма çÿренĕ, ыррине унран вĕреннĕ. Вăл никама та усал сунса, усал туса кÿрентермен таса чăваш хĕрарăмĕ пулнă. Кăшт çитĕнсен лашапа çÿреме вĕреннĕ. Пĕр вăхăтра атте ферма лашисене пăхатчĕ. Вĕсене уйрăм ăшă витере, тутлăрах тата нумайрах апат çитернĕ, мĕншĕн тесен пĕтĕм йывăр ĕçсене вĕсем çине тиенĕ. Лашасене чĕрне вĕçĕсем çÿлелле таврăнса каясран тата хĕлле урисем шăвасран такан çапатчĕç. Шкултан чупса килеттĕм те аттене пулăшма васкаттăм. Витере никам та çук чух лашасене яра кун юрăсем юрласа параттăм. Çав вăхăтран выльăх тухтăрĕ пулас ĕмĕт çуралчĕ.
Ачалăх манăн таса та телейлĕ пулнă. Мĕнле кăна выляман пуль: лапталла, футболла, вăрçăлла. Урамра тем чухлĕ ача пуçтарăнатчĕ. Юханшыв хĕрринчен лашапа хăйăр тиесе килсе тăршшĕне, çÿллĕшне сикмелли лаптăксем тăваттăмăр. Лум çине трактор ураписем çыхса штанга йăтаттăмăр, турник туса ăмăртусем ирттереттĕмĕр. Хĕл ларсан тăвайккинчен, çырмаран йĕлтĕрпе, çунашкапа мĕн чухлĕ ярăнман-ши; Тем тума та ĕлкĕрнĕ. Халĕ пурнăç ун чухнехинчен тем пек лайăх пулсан та, пулас ăру ытларах компьютер умĕнче ларни пăшăрхантарать, – хăйĕн ачалăхĕпе паянхи пурнăçа танлаштарса калаçрĕ тăватă мăнук аслашшĕ.
Хуçалăхра кил-çурт çĕнетме пуçласан ашшĕпе амăшĕ умне йывăрлăхсем тухса тăнă. Утмăлмĕш çулсенче колхозра машина-трактор сахал пулнă. Çавăнпа правленире черет йышăнма тивнĕ. Ашшĕпе амăшĕн пăшăрханчăк кăмăлне курсан Владислав ĕмĕтне улăштарнă, водителе вĕренсе çывăх çыннисене пулăшма тĕв тунă. Çапла, шкул хыççăн малалла ăçта вĕренме каяссине палăртса хунă. Çав çулсенче, тĕрĕссипе, Шупашкарта водитель-механизатора вĕрентекен заведенисем суйламалăх пулман. Тен, çавăнпа ялтан виçĕ çамрăк аякри Казахстанри Темиртау хулине çул тытнă. Кунти професси училищине ăнăçлă пĕтерсе алла водитель правине илнĕ.
Чăваш каччин салтак тивĕçне пурнăçлама Темиртау хулинченех кайма тивнĕ. Амăшĕ, паллах, ывăлне пехил парса килтен ăсатайманшăн куляннă. «Тăван ялтан çыру илсен чи малтан ун шăршине шăршлаттăмччĕ. Çуралнă кил, ял, улăх-çаран куç умне тухатчĕ. Ачаран атте-анне вĕрентсе каланă сăмахсем час-часах аса килетчĕç: «Çынăнне тивмелле мар, пурнăçа тĕрĕс пурăнмалла, çыннăн хакĕ тепĕр çынна ырă тунипе хакланать», – аса илчĕ хĕсметре тăнă çулсене Владислав Андреевич.
Чăваш ятне яман. Тав хучĕсемпе, çирĕп ăс-кĕлеткепе тăван тăрăха таврăннă вăл.
Кĕçех Шупашкара çул тытнă. Кунти автоколоннăра çамрăка техника шанса панă. Кунĕпе руль умĕнче. Кĕрхи хĕрÿ ĕçсем вăхăтĕнче республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен сĕм çĕрлеччен тырпул, çĕрулми турттарнă. Юлашки çулсенче хамăр районти «Агрохмель» хуçалăха пулăшнă. Çавăн пекех Тутарстанра, Владимир, Ульяновск облаçĕсенче çул тунă çĕрте ĕçленĕ. Амăшĕ вĕрентнĕ пекех никама та кÿрентермелли сăмах каламан, усал сунман. Коллективра Владислав Андреевича пурте хисепленĕ, унран тĕслĕх илнĕ.
Паллах, пурнăç çулĕ тумхахсăр пулман. Юнашар çывăх тăвансем, юлташсем пулни, çутçанталăка юратни йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшнă. Владислав сывă пурнăç йĕркин тусĕ: хĕлле йĕлтĕр çине тăрать, çулла юханшывра ишет, çуран чупать.
– Салтакран таврăнсан атте Мускавран хуткупăс çырăнса пачĕ, çавăнтанпа алран яман ăна, кĕвви-çемми чуна çĕклесе ярать. Çĕнĕ юрă илтетĕп кăна, магнитофон ленти çине çырăннă пек тÿрех ас туса юлатăп, пÿрнесем хăйсемех кĕвĕ кăлараççĕ, – хавхаланса калаçрĕ ĕçпе пиçĕхнĕ арçын.
Хыçа юлнă çулсемшĕн пачах та пăшăрханмасть вăл. Ашшĕ-амăшĕ панă ăшша, тасалăха, юратăва ачисенче курасса шанать. Владислав çак кунсенче çуралнă кунне паллă турĕ. Эпир – чи çывăх тăванĕсем, юлташĕсем – ăна çирĕп сывлăх, вăй-хăват, телей, ăнăçу сунатпăр.
Надежда НАЛИМОВА–ЧУДАКОВА.
Кушар Юнтапа.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"