17 декабря 2016 г.
Раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче – çĕршыври Хăрушсăрлăх органĕсен сотрудникĕн кунĕ. Çак уява халалласа Раççейри Федераци хăрушсăрлăх службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ветеранĕсен Канашĕ хăйсен хаçачĕн çĕнĕ номерне пичетлесе кăларнă. Унăн тĕп редакторĕ – пирĕн ентеш Валерий Кошкин полковник.
Хаçат ФСБ-н вырăнти Управленийĕн начальникĕ С.А. Софронов генерал-майорпа ветеран-чекистсен Канашĕн председателĕн, Э.А. Ургалкин отставкăри подполковникăн, саламĕсемпе уçăлать. Кунтах çĕршыври хăрушсăрлăх органĕсен 100 çулхи юбилейне (1917–2017) тивĕçлипе кĕтсе илме палăртнă мероприятисене ветерансемпе пĕрле Управлени ертÿçисемпе пăхса тухнă вăхăтра тунă сăнÿкерчĕк çапăннă.
Кăçал ветерансен Канашĕн пуçарăвĕпе Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов полковник ячĕллĕ Республикăри кадет шкулне геройăн Нагорнов скульптор ăсталанă бюстне парнеленĕ, малашне палăка бронзăран шăратасшăн. Номерте геройăн кĕçĕн мăнукĕн, Сочири хĕллехи Олимпиада чемпионкин Аделина Сотникова фигуристкăн сăнÿкерчĕкĕ те вырăн тупнă. Сăмах май, çак вĕренÿ заведенийĕн директорĕ пулма нумаях пулмасть Вăрнар хĕрне Татьяна Казаковăна çирĕплетнĕ, маларах вăл культура министрĕн çумĕнче тăхăр çула яхăн вăй хунă.
Ветерансем кадетсен юхăмне пулăшма анлăн хутшăннине вĕсен Çĕмĕрлере пулса иртнĕ Республикăри иккĕмĕш стройпа смотр конкурсĕ те лайăх çирĕплетет. Унта кĕçĕн кадетсем хушшинче пирĕн районти Калининăри вăтам шкулта вĕренекенсем пĕрремĕш вырăна тухнăччĕ. Хаçатра «Кадетсен чи лайăх командирĕ» ята тивĕçнĕ Николай Петров вĕренекене офицерсем диплом панине сăнлакан сăнÿкерчĕке пичетленĕ.
Чекистсем çур ĕмĕр ытла Шупашкарти 3-мĕш шкулти çамрăк зоргенецсен шефĕсем шутланаççĕ çеç мар, çак ĕçе тăрăшса йĕркелесе пыраççĕ. Тепĕр материал – вĕсем пулăшнипе ачасем Свияжскпа Хусан хулисене çитсе курни, Бичурин синологăн тата разведчикăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă материалсем пухнипе çыхăннă.
Чÿк уйăхĕнче ветерансем Çĕрпÿ районĕнчи Опытный поселокĕнчи вăтам шкула çитсе курнă, кунти А.Г. Викторов генерал-полковник ячĕллĕ музейпа паллашнă, кадетсем умĕнче çак чаплă пограничникпа ирттернĕ тĕлпулусене аса илнĕ. Çакăн çинчен шкул директорĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Галина Фадеева каласа панă, çарпа патриотизм ĕçĕнче пулăшнăшăн чекистсене тав тунă.
Хăмăшра çуралса ÿснĕ Станислав Львов запасри подполковника, Шупашкарти депутатсен Пухăвĕн депутатне «Шупашкар хули умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальпе наградăлани çинчен Вячеслав Мартынов статйинчен пĕлме пулать. Кăçал çавăн пекех чекистсем «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден илнĕ паллă ентешĕмĕре Илья Павлович Прокопьева тата Мускаври офицерсен «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» обществăлла организацийĕн пуçлăхĕн çумне Иван Николаевич Николаева анлăн саламланă çĕре те хутшăннă.
Чекистсем хушшинче пултаруллă çынсем ĕçлеççĕ, тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн çеç вĕсем хушшинче чаплă сăвăçсем те, художниксем те пуррине пĕлетĕн. Акă, Станислав Воронов генерал-лейтенант тĕнчипе паллă художник пулса тăнă, кăçал кăна вăл республикăра çичĕ выставка йĕркеленĕ, сутăннă картинăсен тупăшне вырăнти музейсене аталантарма панă. Валерий Кошкин полковник тĕнчери тата çĕршыври литература конкурсĕсенче палăрнă. Вячеслав Тихонов генерал-майор вара вулакансене «Работа длиною в жизнь: записки контрразведчика» кĕнеке парнеленĕ, ун çинчен чăваш кинорежиссерĕ Юрий Спиридонов «Генерал Тихонов» ятлă документлă фильм ÿкернĕ, «Асам» кинофестивале хутшăннă. Сăмах май, Тихонов генералăн амăшĕ Калининăри Рукавишниковсен çемйинче çуралнă, хăй вăхăтĕнче çак вырăс хĕрарăмĕ чăваш ачисене шкулта вĕрентнĕ.
Вăрçă çулĕсенче Оборона халăх комиссариачĕн «СМЕРШ» ятарлă пайĕнче çапăçнă, тăшманран ирĕке кăларнă территорисенче шпионсемпе диверсантсен тата националистсен ушкăнĕсемпе хастар кĕрешнĕ, унтан Хăвелтухăç Германире разведкăпа контрразведка ĕçне йĕркелеме хутшăннă Георгий Ефимов хисеплĕ чекист çинчен «Приказано выжить» очеркра çырса кăтартнă. Авторĕ – Раççей Журналистсен союзĕн членĕ Валерий Кошкин.
Хаçат ытти материалсемпе те пуян, вĕсемпе усă курса вĕренÿ заведенийĕсенче паттăрлăх урокĕсем анлăн иртеççĕ.
Анатолий ПЕТРОВ,
запасри подполковник (Хирпуç).
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"