Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсталăха кăтартнă самант – ылтăн вăхăт

30 ноября 2016 г.

Ăсталăха кăтартнă самант – ылтăн вăхăт

«Пенсие тухрăм та алă усса ларма та юрать тенипе килĕшессĕм килмест манăн. Çулсем кайсан та çыннăн хăйĕн вăйне ĕненмелле, пуçарулăха кăтартма именмелле мар. Хăвна хаваслăх кĕртме пĕлсен пурнăç та илемлĕрех туйăнать, кăмăл-туйăм та çĕкленет, ыранхи куна та çутă шанăçпа пăхас килет», – терĕ Ярмушка ялĕнчи Елена Васильева.

Вăл 65-ре пулин те килте пăчăхса ларма юратмасть, ялан халăх хушшинче пулма тăрăшать. Юрра-ташша кăмăллаканскер вырăнти «Утмăлтурат» ушкăн репетицийĕсене тăтăшах çÿрет. Çавăнпа та кичемленсе ларма вăхăт çук унăн. Культура ĕçченĕсем чĕнеççĕ те – хирĕçлеме пултараймасть, мĕншĕн тесен чунĕ сцена енне туртать. Елена Моисеевнашăн куракан умне тухни чăн-чăн савăнăç. Унăн аллинче вара ялан – баян. Çапла, тĕрлĕ кĕвĕсем кăларать вăл унпа, коллектива юрлаттарать. Концерт вăхăтĕнче сцена çине темиçе хутчен тухма тивсен те ывăннине туймасть. Чун-чĕри хавхаланупа тулнăран çăмăллăнах вылять. Чăваш кĕвви е вырăсăн – пурне те ăста кăларать. Пĕр-пĕр юрă хыççăн залра ларакан тăвăллăн алă çупни пысăк савăнăç кÿрет.

– Сцена çинче ăсталăха кăтартнă самант – ылтăн вăхăт. Тепĕр енчен илсен, ырă ĕç туни те, – васкамасăр калаçрĕ Елена Васильева.

Утмăл урлă каçнине ĕненесшĕн те мар Ярмушка çынни.

– Чун тени чăннипех те ватăлмасть иккен, – шухăшне уçрĕ Елена Моисеевна. – Акă эпĕ савăнăçлă самантра та, хурланнă чухне те алла музыка инструменчĕ тытатăп. Тăсса яратăп та – хама çăмăл пулнă пек туйăнса каять. Мĕнех калăн, юрă-кĕвĕ вăл чăннипех те чуна лăплантарать. Çавăнпа та кирек камăн та культура енне туртăнмалла, спектакль е концерт кайса пăхма вăхăт тупмалла. Унсăрăн пурнăç кичем.

Е.Васильева ялти шкулта, Элĕк районĕнчи Асакассинче вĕреннĕ.

– Вуннă пĕтерсен маншăн Уйкас Юнтапа ялĕнче ĕç тупăнчĕ. Хамăр тăрăхри халăх валли çăкăр пĕçерме пуçларăм. Килтен ирех тухса каяттăм. Вăхăта кунĕпех ĕç вырăнĕнче ирттеретĕм. Канмалли кун та çукчĕ. Апла пулин те анне умĕнче ачашланман, киле çитсен те ахаль ларман. Çулталăкран Ульяновск хулине ĕçлеме кайма комсомол путевкине пачĕç. Унта пысăк йышпа тухса кайрăмăр. Пире стройкăна вырнаçтарчĕç. Общежити пачĕç. Йышра пĕтĕмпех çамрăксем. Ăмăртмалла тенĕ пек ĕçлеттĕмĕр. Хаваслăх кăна хуçаланатчĕ. ,ç хыççăн юлташсемпе пĕрле пуçтарăнаттăмăр. Пĕрисем ал ĕçĕпе аппаланатчĕç, теприсем çĕнĕ юрăсем юрлама вĕренетчĕç. Манăн юлташăм Раиса Михайловна час-часах баян калатчĕ. Эпĕ вăл мĕнле вылянине тимлĕ сăнаттăм. Илемлĕ юрă-кĕвĕ чуна тыткăнларĕ пулас – алла баян тытма пуçларăм. Çапла майĕпен çак музыка инструменчĕпе калама хăнăхрăм. Пĕрремĕш юрă «Уральская рябинушка» пулчĕ. Анчах та ун чухне тĕрлĕ конкурсра хутшăнман, хамшăн кăна каланă, – иртнине аса илчĕ Е.Васильева.

Вăл отпуск вăхăтĕнче яла килсен каçсерен тантăшĕсенчен уйрăлман. Урамра пĕрле пухăнса вăйăсем вылянă, юрăсем юрланă – хавасланма пĕлнĕ. Пурăна-киле ăна пурнăç çулĕ Сафоново хулине илсе çитернĕ: çамрăк пулнă та, аякри вырăнсене те кайса курас килнĕ. Унта пилĕк çул пĕр заводра ĕçленĕ хыççăн тăван тăрăха таврăннă, Ярмушкари культура çуртне художество пултарулăх ертÿçине вырнаçнă.

– «Гвардеец» колхоз сакăр ялтан тăратчĕ. ,çлекенсен йышĕ пысăкчĕ. Çавăнпа та ушкăн йĕркелесси кăткăслăх кăларса тăратмарĕ. Кашни ялтан репетицие килетчĕç. Коллектив çитмĕл çынран та иртсе кайрĕ. Районти тĕрлĕ фестивальсене хутшăнма пуçларăмăр. Концерт кăна мар, спектакль хатĕрлесе те сцена çине кăлараттăмăр. Пĕр сăмахпа, пурнăç вĕресе кăна тăратчĕ, – калаçăва тăсрĕ Е.Васильева. 

1981 çулта вара культура ĕçĕнчен уйрăлнă пултаруллă хĕрарăм. Мускава кайса Лихачев ячĕлĕ завода ĕçе вырнаçнă. Тимĕрçĕре тăрăшнă. Ăна çичĕ çултан уйрăм пÿлĕм панă. 1994 çулта хваттер илнĕ. Заводран пăрахсан тăватă çул Мускаври пасарта суту-илÿпе аппаланнă. 2000 çулта, амăшĕ килте пĕччен пурăннăран, хваттере сутса Ярмушкана килнĕ. Укçа пуртан йывăçран çĕнĕ пÿрт çĕклесе лартнă. Кайрантарах ытти хуралтăсене тунă. «Гвардеец» хуçалăх арканичченех бригада ĕçĕсене хутшăннă.

– Качча кайман эпĕ, çавăнпа халĕ пĕчченех пурăнатăп. Апла пулин те хама тунсăха кĕрсе ÿкме памастăп, – терĕ Елена Моисеевна.

Çынна савăнтарни уншăн ырă ĕç тунипе тан. Çавăнпа музыка инструментне ÿлĕмрен те алăран вĕçертме шутламасть.

Юрий КОРНИЛОВ.    

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика