Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кÿстÿмĕр шкулĕ – 90 çулта

23 ноября 2016 г.

Аякранах илĕртет икĕ хутлă Кÿстÿмĕр шкулĕ. Ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче вăл 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Шкул ветеранĕсем, тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ педагогсем, çак шкултан вĕренсе тухнисем, чĕннĕ хăнасем йышлăн пуçтарăнчĕç.

Кашни шкулăн хăйне евĕр сăн-сăпачĕ, кун-çулĕ, шăпи, хăйĕн историйĕ. Аваллăха пĕлме тăрăшни – этем хăй утса тухнă çула çаврăнса пăхниех. Ман шутпа, тăван тăрăха тĕпчекен кăна мар, кашни çын хăйне ăс-тăн панă шкул историне пĕлме ăнтăлать. Иртнине пĕлмесĕр малашлăх çук теççĕ ваттисем.

Архив хучĕсене пăхсан, 1926 çулта Кÿстÿмĕр ялĕнче пурăнакан Мария Семенова килĕнче ачасем пĕрремĕш хут пĕрремĕш класа кайнине пĕлтĕмĕр. Вăл вăхăтра пирĕн  тăрăхра вĕреннĕ çынсем те пулнă. Хастар комсомолецсем% Иван Иванов, унăн пиччĕшĕ Василий тата Елена Данилова – çак ĕçе хăйсем çине илеççĕ. Апла пулсан, вĕсене эпир вăл вăхăтри пĕрремĕш учительсем теме пултаратпăр.

1933 çулта ачасене вĕрентме ятарласа шкул çуртне тума пуçлаççĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ валли туса пĕтермен пулсан та, ку шкулта уроксем ирттерме тытăнаççĕ. Çав çулах унта 5-мĕш класс та йĕркеленсе каять. Шкулăн пĕрремĕш  директорĕ –  Терентий Алексеевич Ваньков.

1935 çултан пуçласа ачасене 7-мĕш класс таранах пĕлÿ парассине çирĕплетеççĕ. Кĕçĕн класри ачасене – Павел Трофимович Мышолов, чăваш чĕлхипе – Григорий Иванович Ногаев, биологи предмечĕпе – Григорий Иванович Зобов, математикăпа – Иннокентий Иванович Иванов, нимĕç чĕлхипе – Виталий Андреевич Овчинников, вырăс чĕлхипе – Софрон Николаевич Николаев, физикăпа – Федор Данилович Данилов, истори тата географипе – Яков Владимирович Баранов анлă тавракурăмлă учительсем вĕрентеççĕ.  Вĕсем вăй хунипе 1939 çулта 7-мĕш класран  21 ача вĕренсе тухать, 1940 çулта – 26 ача.

1959 çултан пуçласа 8-мĕш класс та йĕркеленет, 1967 çулта вăтам шкул шутне кĕрет.

1937 çултан пуçласа 1941 çулччен шкул директорĕ Александр Федорович Филиппов пулнине истори докуменчĕсем çирĕплетеççĕ. 1941–1957 ç.ç. – Михаил Васильевич Скворцов; 1958–1972 ç.ç. – Валерий Петрович Савельев; 1972–1977 ç.ç. – Сергей Арсентьевич Синдячкин; 1977–1978 ç.ç. – Николай Ермолаевич Ермолаев; 1978–1982 ç.ç. – Галина Вениаминовна Васильева; 1982–1988 ç.ç. – Григорий Васильевич Николаев; 1988–1998 ç.ç. – Владислав Григорьевич Львов; 1998–2002 ç.ç. – Мария Михайловна Петрова; 2002–2011 ç.ç. – Виталий Петрович Аршуткин.

2005 çулта кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă çĕнĕ шкул ĕçлеме пуçланă. Кунта ачасене пур енлĕ аталанма условисем пур, илемлĕ те çутă классем, столовăй, спортзал, актовăй зал, технологи урокĕсене ирттерме мастерской.

90 çул хушшинче пирĕн шкултан тăватă пине яхăн ача вĕренсе тухнă, 60-а яхăн учитель ачасене çирĕп те тарăн пĕлÿ парассишĕн вăй хунă. Вĕренсе тухнисенчен чылайăшĕ пурнăç çулĕпе тайлăн утса тĕрлĕ наука ĕçченĕсем, общество деятелĕсем е заводсемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисем пулса тăнă. Вĕсем хăйсене пĕлÿ тĕнчин алăкне пĕрремĕш хут çул уçакан, асран кайми пĕрремĕш вĕрентекенне, аслă классенче пурнăç урокĕсем панă юратнă вĕрентекенсене асрах тытаççĕ пулĕ.

Вĕрентекенсен йышĕ шкулта улшăнсах тăнă. Хисепе тивĕç, анлă тавракурăмлă, пур енлĕ аталаннă вĕрентекенсем те йышлă пирĕн шкулта^ А.Н.Тихонов, А.С.Иванова, В.В.Кузьмин, С.Д.Алексеева, Г.В.Васильева, Л.П. Кузьмина, А.Н.Тверкова, Р.Д.Егорова, Н.Н.Николаева, М.Н.Михайлова, Р.А.Ефимова, Л.Я.Токунова, Н.П.Фадеева, Е.С.Краснова, Р.А.Антипова, Н.П.Соколова т. ыт. те.  Вĕсем хушшинче пурнăçран уйрăлса кайнисем те пур.

Вĕрентекенсен династийĕсем те пулнă. Вĕсен йышĕнче Тверковсен, Токуновсен çемйисене палăртса хăварас килет.

Паянхи шкул коллективĕнчи учительсен çурри ытла Кÿстÿмĕр шкулĕнчен вĕренсе тухнисем. Вĕсем^ директор çумĕсем Н.М.Васильева тата Н.А.Захарова, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.С.Одинцова, физика учителĕ В.В.Авруйская, пуçламăш класс учителĕсем Т.И.Воронцова тата А.М.Федорова, истори учителĕ С.А.Трофимова, физкультура учителĕ А.С.Политов, географи учителĕ Д.П.Ириков, биологипе хими предмечĕсене вĕрентекен Л.Г.Григорьева.

Пултаруллă ачасемпе тĕллевлĕн ĕçлесси çине питĕ пысăк тимлĕх уйăрнă. Педагогсен професси ăсталăхĕ кирлĕ шайра пулни тата ĕçе чунтан парăнни ачасене тарăн пĕлÿ парас ĕçре анчах мар, тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсенче, ăс-тăн вăййисенче, спорт ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене çĕнсе илме те пулăшать.

Светлана Максимова,

шкул директорĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика