16 ноября 2016 г.
Пулни-иртнине час-часах куç умне кăларать Услапа ялĕнчи Юлия Репина. Вăхăта тытса чараймăн, вăл малаллах шăвать, çавăнпа пĕрлех кун хыççăн кун хыçа юлса пырать. 87-ри ватă пурнăçра темĕн те курнă, анчах та нихăçан çирĕплĕхе çухатман, тĕрĕс çултан пăрăнман.
– Ачалăха аса илсен куçран куççуль пăчăртанса тухать. Хăмăша шкула утаттăмăр. Ураран çăпата татăлмастчĕ. Тăхăнмалли те чаплă йышши марччĕ. Çавах та вĕренес килнĕ, пĕр урока та сиктермен, – пуçларĕ калаçăва Юлия Михайловна.
Çиччĕ пĕтернĕ те – шкул енне выртакан çул хупăннă хĕршĕн. Пĕлÿ илес вырăнне вăрманта вăхăта ирттерме пуçланă. Тарса кайман унта вăл, колхоза ертсе пыракансем хушнă та – каланине итлеме тивнĕ. Тепĕр тесен, камăнах выçă ларас килтĕр? Вăт, вăрманта ĕçленĕ те.
– Кашни çыннăн вунă кунра вунă кубла метр вутă хатĕрлемеллеччĕ. Вăй пĕтсе çитрĕ-и, шăнса чирлерĕн-и, ăшă çĕре кĕрсе выртман, задание пурнăçлассишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр тенĕ пек тапаçланнă, – иртнине аса илчĕ Ю.Репина. – Вăл вăхăтра йывăçа пăчкăпа касса ÿкереттĕмĕр. Хыççăн туратсене пуртăпа иртеттĕмĕр. Пĕтĕм ĕçе алă вăйĕпе пурнăçланă. Метр тăршшĕ йывăç сыпăкĕсене çуна çине йăтса хураттăмăр. Хĕлле юр ăшĕнче ашса халран каяттăмăр. Урари çăпата пĕр-пĕр туратран çаклансан хăвăртах çĕтĕлсе тухатчĕ. Ун-кун юсаса майлаштараттăмăр та, каллех ĕçе пикенеттĕмĕр. Таврана хура чатăр карсан çеç йывăç патĕнчен уйрăлаттăмăр. Хамăр вара хăмаран çапса тунă вакун евĕр пысăках мар çуртра пурăнаттăмăр. Кăмаки тимĕртен тунăскерччĕ те, вутă пăрахса тăмасан хăвăртах сивĕнсе каятчĕ. Çавăнпа сăнама тиветчĕ. Çи-пуçа типме кăмака йĕри-тавра çакаттăмăр. Апатне те çавăнтах пĕçернĕ.
Юлия Михайловна каланă тăрăх, Çĕмĕрле тăрăхĕнчи вăрмантан тăван яла вунă кунран çеç килнĕ. Килте пĕр кун каннă та хыççăнах çула тухнă. Автомашинăпа мар, лашапа кайнă. Çул çинче çич-сакăр сехет иртнĕ. Çуркунне çитиччен те уйрăлман хĕр вăрмантан. Тарса килме, ачашланса ларма майĕ пулман, мĕншĕн тесен пурнăçĕ çăмăлах килмен.
– Çынсем выçăпа аптратчĕç. Эпĕ те курăкпа ут кăшкарĕ çинĕ. Пиçене тататтăмăр та çăнăхпа хутăштараттăмăр. Ăна вĕрекен шыв çине яраттăмăр. Пиçсе çитсен апат хатĕр пулатчĕ, – тет Ю.Репина.
Шăпа хытах тĕрĕсленĕ. Çамрăк хĕлле те, çулла та бригада ĕçĕсенчен уйрăлман. 24 çула çитсен пĕр ял каччине Аркадий Репина качча тухнă. Вăл унран пĕр çул кĕçĕн пулнă.
– Аван пурăнтăмăр. Пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каласа кÿрентермен. Ултă ачана кун çути кăтартрăмăр. Шел пулин те пĕри çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ, – калаçăва тăсрĕ Юлия Михайловна. – Мăшăрпа иксĕмĕр те колхозра ĕçленĕ. Пĕчĕк ачасене пÿртре хăвараттăмăр. Тухса тарасран алăка питĕреттĕмĕр. Кăнтăрлахи вăхăтра пĕчĕкскерсем патне çитеттĕм те васкавлăн апат çитереттĕм. Хыççăн ĕçе васкаттăм. «Анне, ан кай, пирĕнпе пĕрле пул», – тесе тилмĕретчĕç вĕсем. Манăн вара каймаллаччĕ, мĕншĕн тесен ĕç кĕтнĕ.
Юлия Репина чăх ферминче те темиçе çул вăй хунă. Чăхсем шăварнă, апатлантарнă, çавăн пекех ай сарăмне тасатнă. Çăмартана алăпа пуçтарнă. Ещĕксене хăйсемех чусран тунă. Пĕр сăмахпа, тĕрлĕ ĕç пурнăçланă.
Мăшăрĕ бригадирта, строительте тимленĕ. Йывăр вăхăтсем хăйсен йĕрĕсене хăварнă-хăварнах. А.Репин юн пусăмĕ хăпарнипе аптранă. Пурăна-киле шалкăм çапнă. Малтан ерипен уткаласа çÿрекеленĕ, кайрантарахпа вырăн çинчен уйрăлайман. Тăватă çул пăхнă упăшкине хĕрарăм. Чиртен сывалайман, куçне яланлăхах хупнă арçын. Унтанпа 15 çул иртнĕ. Юлия Михайловна пĕччен мар халь. Туркменире темиçе çул службăна ирттернĕ Юрий ывăлĕн çемйипе пурăнать. Запасри офицер тăван килĕнче. Вăл пур та – кичемлĕхе кĕрсе ÿкмест Ю.Репина.
– Çулсем хăйĕннех тăваççĕ. Хăшпĕр самантсене манăçа кăларни сисĕнме пуçларĕ. Хăрах ура кăшт уксахлать. Ытти енчен аптрамастăп, апат та хамах пĕçеретĕп. Кил таврашĕнчи вак-тĕвек ĕçсене те пурнăçлатăп, – пĕлтерчĕ ватă çын.
Ним туман чухне хаçат вулать, радио итлет. Телевизорне те пăхать. Юлия Михайловнан паянхи пурнăçран пĕр шит те юлас килмест.
Юрий КОРНИЛОВ.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"