Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн сăмахĕнчен иртмен, çынсен пурнăçне çăлнă

12 ноября 2016 г.

Сывлăхран хакли нимĕн те çук. Çак каларăшăн пĕлтерĕшне Мăньял Хапăсра пурăнакан Василий Кожанов питех те лайăх пĕлет. Мĕншĕн тесен вăл пурнăçăн вăтăр виçĕ çулне сывлăх сыхлавне халалланă. Медицинăра чылай çул ĕçлесе ят-сума тивĕçнĕ. Халĕ, сакăрвунна çывхарса пыраканскер, вăхăта килти ĕçсемпе аппаланса ирттерет.

«Шкулта пĕлÿ илнĕ чух тĕрлĕ ĕмĕт-шухăш пуçра явăннă. Анчах та анне мана тăтăшах тухтăр пулма сĕнетчĕ. Хăй вăл ачаран трахома чирĕпе аптăранă. Вăрçă çулĕсенче, тĕрлĕ хуйха пула, куçĕ суккăрланчĕ. Çавăнпа ун нуши-тертне ăнланнăран хирург пулма шантартăм. Телее, мĕн каланине çилпе вĕçтермерĕм, аслă пĕлÿ илтĕм, больницăра нумай çул çынсене сиплерĕм», – çапларах пуçларĕ калаçăва Василий Николаевич.

Унпа калаçу çăмхи малалла сÿтĕлчĕ. Ача чухнехи, çамрăклăхри вăхăтсене тулли кăмăлпа аса илчĕ. «Виçĕ шкулта вĕрентĕм эпĕ, – терĕ В.Кожанов. – Тăван ялти вĕрентÿ учрежденийĕнче тăватă çул, Хапăсра виçĕ çул, Калининăри вăтам шкулта виçĕ çул пĕлÿ пухрăм. Мăньял Хапăсран Калининăна çити çуран утаттăмăр. Ача пулнă та – ывăннине туйман. Уроксем хыççăн та çул хĕрринче пĕр-пĕр техникăна кĕтсе тăман. Ушкăнпа вăхăт иртни те сисĕнместчĕ. Вунă класс пĕтерсен колхоз ĕçне кÿлĕнтĕм. Çулталăка яхăн бригадир мĕн хушнине пурнăçларăм. 1957 çулта вара мана салтака ăсатрĕç. Сахалин тăрăхне, танксен полкне лекрĕм. Служба пынă вăхăтра тăхăр уйăх механик-водителе вĕрентĕм. Хыççăн танкпа çÿрерĕм. Хама лайăх енчен кăтартрăм та – отпуск 48 кунлăх пачĕç. Çавăншăн чунтан савăнтăм, мĕншĕн тесен эпĕ тăван тăрăхшăн питĕ тунсăхласа çитнĕччĕ».

Василий Николаевич отпуска яла килсен Мăньял Хапăс хĕрĕнчен Нинăран уйрăлман. Пĕр çулта, пĕр кунра çуралнăскерсем пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçнă. «Нумаях та çÿремерĕмĕр, туй туса пĕрлешрĕмĕр. Çапла вара служба срокĕ вĕçленмесĕрех, отпускра, мăшăрлă пулса тăтăм. Юратнă çынпа çирĕм виçĕ кун пĕрле пурăнтăм та, çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама тухса кайрăм. Арăм, паллах, манпа пĕрле пымарĕ, ялтах юлчĕ», – иртнине аса илчĕ В.Кожанов.

Вăл çарта чух та вĕренес тĕллеве вĕçертмен. Службăна вĕçлесенех Хусана çул тытнă. Кунта медицина институтне вĕренме кĕмешкĕн ултă кунра тăватă предметпа экзамен тытнă. Пуринпе те лайăх паллăсем илнĕ. Студент пулса тăнă. Çамрăка общежитипе тивĕçтернĕ. Хăй Хусанта – мăшăрĕ вара тăван ялта. Ăна Тутарстан республикин тĕп хулине илсе пынă-ха, анчах та пурăнма йĕркеллĕ кĕтес тупăнман, çавăнпа Нина Александровна Мăньял Хапăсрах пурăннă, фельдшерта ĕçленĕ. Василий Кожанов ултă çултан алла диплом илнĕ. Вăрнара килнĕ те район больницине хирурга вырнаçнă. Çемьене райцентрта хваттерпе те тивĕçтернĕ.

«Вăтăр виçĕ çул хирургра ĕçлесе 5 пин ытла операци турăм. Темĕн те куртăм. Кашни кăткăс операцие аса илсе те пĕтерес çук. Пĕррехинче больницăна пĕр арçынна илсе пычĕç. Хырăмне çĕçĕпе каснăран пыршă тулалла тухса кайнă. Çитменнине вараланса пĕтнĕ. Тĕп ĕçе пуçăниччен пыршăна çуса тасатма тиврĕ. Унăн пурнăçне çăлса хăвартăмах. Хăйсене сипленĕшĕн нумай çын тав тунă. Çакă, паллах, кăмăла çĕкленĕ, ĕçлеме хавхалантарнă», – терĕ хăйĕн пурнăçне медицинăна халалланă Василий Николаевич.

Вăл район больнцинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вăрнарта хваттерте пурăнса йăлăхнă та тăван ялне куçса килнĕ. Çурт çĕклесе лартнă. Хваттерне сутнă. Мăшăрĕпе ялта тĕпленнĕ май килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усрама, анкартинче тĕрлĕ пахча-çимĕç туса илме пуçланă. Нина Александорвнăна халĕ те хисеплет. Унпа 58 çул пурăнаççĕ. Виçĕ ачана ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Василий Кожанов кирек хăш ĕçе те тĕплĕ, юратса пурнăçлать. Ахаль лармасть, кил таврашĕнче ăна-кăна тумалли тупăнсах тăрать. Тепĕр чухне алла ручка тытать те республикăри тĕрлĕ хаçат-журнал валли статьясем шăрçалать. Вăл çарта чухне çырма пуçланă-мĕн. 

Унăн ĕçĕсем Раççейри хаçатсенче те пичетленнĕ. «Хускану вăл – пурнăç. Çавăнпа та куна тĕрĕс ирттерме пĕлмелле. Темиçе çул каялла кроликсене çĕр пуçа çитернĕччĕ. Хур-кăвакалне те йышлă тытнă. ,не те анчахрах усрама пăрахрăмăр. Телевизор умĕнче ларса çеç вăхăта ирттерсен хăвăртах пĕтетĕн. ,ç вара сывлăха хавшатмасть», – кăмăллăн калаçрĕ ĕç ветеранĕ.

В.Кожанов сывă пурнăç йĕркине тытса пырать. Эрехпе ашкăнмасть, чĕлĕме те çăвар патне илсе пымасть.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика