Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркелĕхшĕн, халăх лăпкăлăхĕшĕн

09 ноября 2016 г.

Йĕркелĕхшĕн, халăх лăпкăлăхĕшĕн

Кашни профессиннех уяв кунĕ пур. Ноябрĕн 10-мĕшĕнче ăна полици ĕçченĕсем паллă тăваççĕ. Çак кун шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем службăна парад формипе тухаççĕ.

Официаллă уява 1962 çулта çирĕплетнĕ, ăна Совет милицийĕн кунĕ тесе палăртнă. 1991 çултанпа 2011 çулччен – Раççей милицийĕн кунĕ, 2011 çултанпа – Шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕн кунĕ.

Полици ĕçченĕсен профессилле уявĕ ыттисенчен уйрăлса тăрать. Вăл – пĕтĕм халăх кунĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн ĕçченсенчен граждансен лăпкăлăхĕ, хăрушсăрлăхĕ нумай килет. Полици кунĕнче те тытăмра тимлекенсем ĕçре. Канмалли кунсенче те вĕсем пострах. Кирек хăш вăхăтра та пулăшу кÿме, тĕрĕслĕхе çиеле кăларма хатĕр.

Çулталăк пуçланнăранпа полицин «Вурнарский» пайĕн ĕçченĕсем 4 пин ытла заявление тишкернĕ. Кашни тăваттăшĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарма йышăннă. Полицин участокри уполномоченнăйĕсем, çула çитменнисемпе тимлекен инспекторсем, уголовлă шырав оперуполномоченнăйĕсем пысăк тимлĕхпе ĕçленĕ.

Полицейскисем мушенниксемпе, вăрлани-çаратнипе, çын сывлăхне сиен кÿнипе çыхăннă преступленисене чылай уçса панă. Алкоголизма, наркотик хатĕрĕсене çамрăксем хушшинче саракансене путлантарас тĕлĕшпе нумай ĕç тунă.

Полицин «Вурнарский» пайĕнче çын правине тивĕçлипе хÿтĕлес, саккунлăха пăхăнас текен çынсем тимлеççĕ. Вĕсем хушшинче çамрăксем те сахал мар. 2016 çулта кăна службăна 10 çамрăка илнĕ. Вĕсем хăюлăхпа, чыслăхпа уйрăлса тăраççĕ. Ку уяв вĕсемшĕн – пĕрремĕш професси кунĕ. Вĕсене кирек мĕнле пуçарура та çитĕнÿ тума, карьера картлашкипе çÿлелле хăпарма, район хăтлăхĕшĕн тивĕçлĕ ĕçлеме ăнăçу сунатăп.

Паллах, хамăрăн ветерансене пысăк тав. Эсир пуян традицисем йĕркеленĕ, вĕсене паянхи ăру çирĕп тытса пырать тата малалла тăсать. Чылай ветеран сумлă çулсене пăхмасăр паян та стройра, хальхи сотрудниксене хăйсен пĕлĕвне тата опытне пама тăрăшать.

Шалти ĕçсен органĕнче службăра тăнă, анчах пурнăçран ир уйрăлса кайнă юлташсем ячĕпе пуçсене таятпăр. Вĕсен хăюлăхĕ, тивĕçе тата чыса парăнни ĕмĕрлĕх пирĕн асăмăрта юлать.

Професси уявĕ – Шалти ĕçсен органĕсен мĕнпур ĕçченне ырми-канми ĕçшĕн, профессионализмшăн, çирĕп йышăну тума пултарнăшăн, преступноçе асăрхаттарассипе чунтан тăрăшнăшăн тав тума аван сăлтав. Сирĕн хулпуççисем çине пысăк явап тиенет, çапах та эсир пуçа усмастăр. Яланах çапла пулăр!

Лилия Забирова,

Раççей Шалти ĕçсен министерствин районсем хушшинчи «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕн помощникĕ шалти служба

подполковникĕ.  

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика