Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тырă та вырнă, хурал та тăрса курнă

09 ноября 2016 г.

Полицин аслă лейтенанчĕпе Андрей Самолетовпа ĕç вырăнĕнче тĕл пултăмăр. Вăхăчĕ хĕсĕккине пăхмасăрах вăл манпа калаçу йĕркелеме килĕшрĕ. 29-ти çамрăк малтанах хăй хăш ялта çуралнине пĕлтерчĕ. Вăл Айкăш шкулĕнче пĕлÿ пухнă.

«Ачалăх çулĕсем халĕ те асран тухмаççĕ, мĕншĕн тесен интересли, çĕнни нумай пулнă. Тантăшсемпе урок вĕçленнĕ хыççăн тĕрлĕ вăйăсем выляни, класпа тĕрлĕ уявсене хатĕрленни паянхи кун та куç умĕнче, – терĕ Андрей Юрьевич. – Тăххăрмĕш класс пĕтерсен вара, каникул вăхăтĕнче, ĕçе кÿлĕнтĕм. Мана тăван «Родник» хуçалăхра комбайнера пулăшаканне çирĕплетрĕç. Çапла вара эпĕ кунĕпе те «уй-хир карапĕнчен» уйрăлман.

Вунпĕр пĕтерсен А.Самолетова тухтăр пулас ĕмĕт Шупашкарти медицина колледжне илсе çитернĕ. Анчах та вĕренме кĕме балл сахалтарах пухнă. Апла пулин те хуçăлса ÿкмен каччă, тĕп хулари правăпа управлени институтне заявлени панă. Тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухнă та ку вĕренÿ учрежденийĕн студенчĕ пулса тăнă.

«Институтра вĕреннĕ вăхăтра каçхи шкула çÿрерĕм. Унта техника енĕпе пĕлĕве туптарăм. Тракторист удостоверенине алла илтĕм. Пурнăçра пĕр хăрас икĕ мулкач тытнă пекех пулса тухрĕ. Студент çулĕсенче те комбайнран уйрăлмарăм, хĕрÿ тапхăрта вырмана хутшăннă, – калаçăва тăсрĕ Андрей Юрьевич. – Пĕр çулхине, студент пурнăçĕн тапхăрĕнче, хуралçăра та ĕçлерĕм».

2009 çулта вĕренĕве вĕçленĕ, юрист пулнине çирĕплетекен диплома алла илнĕ. Андрей Юрьевич хулара юлман, тăван кĕтесе таврăннă та комбайн штурвалĕ умне ларнă. Унчченхи çулсенче пулăшаканра ĕçленĕ пулсан, хальхинче хăй «уй-хир карапне» çÿретнĕ. Тырпул пухса кĕртсен районти полици уйрăмне çитнĕ. Çамрăкшăн ĕç тупăннă, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕн стажерĕ пулса тăнă. 2010 çулхи февральте вара инспектора çирĕплетнĕ. Июльте службăна кайма повестка панă. Мускав облаçĕнче çулталăк çар ĕçне вĕреннĕ. Салтакран таврăнсан ăна полицин участок уполномоченнăйĕн ĕçне шаннă. 2012 çулта Малти Ишек хĕрне Ольгăна качча илнĕ. Иккĕшĕ пĕр шкулта вĕреннĕ. Аслă классенче пĕлÿ илнĕ вăхăтра пĕр-пĕринпе туслашнă. Кайран та çыхăнăва татман, çавăнпа хĕрпе каччă пĕр çулпа утма килĕшсе татăлнă. Туй туса пĕрлешнĕ те – пĕр çемье пулса тăнă. Мăшăрсем халĕ пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнаççĕ.

Андрей Юрьевич хальхи вăхăтра ухутниксене тата хуралçăна вĕренсе тухакансене лицензи парассипе ĕçлет. Çынна пăшала пĕрле илсе çÿреме ирĕк парасси, ухутниксемпе хуралçăсене тĕрĕслесси ун çине тиенет. Час-часах рейдсене тĕрĕслевпе тухать. Ытти ĕç те нумай унăн. Апла пулин те А.Самолетов хăйне телейлĕ туять. Юратнă мăшăрĕпе ĕçтешĕсем хавхалантарни, ун патне пыракансем ăшă сăмахсем калани çĕнĕ вăй-хал хушать, малашлăха çул  уçать.

Юрий КОРНИЛОВ.    

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика