Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тава тивĕçлĕ учитель

03 ноября 2016 г.

Чăннипех те хисепе тивĕç педагогпа паллаштарас килет манăн район çыннисене. Сăмахăм Калининăри хавшакрах сывлăхлă ачасене вĕрентсе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул-интернатра ĕçлекен Любовь Васильевна Осипова çинчен. Вăл çак профессире тимлеме пуçланăранпа 50 çул çитрĕ.

1966 çулта, Калининăри вăтам шкул тан вĕренсе тухсан, вунçичĕ çулхи хĕр çак ялах ĕçлеме юлнă, ятарлă шкул-интернатра вожатăйра тимлеме пуçланă. Аслă пĕлÿ илме ĕмĕтленнĕ. Кĕçех И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вырăс чĕлхи учителĕн специальноçне алла илнĕ. Хăйĕн пĕлĕвне аталантарас, тарăнлатас тĕллев ăна Ленинградри педагогика институтне илсе çитернĕ. Кунта вăл сывлăх тата ăс-тăн енчен хавшакрах ачасене вĕрентме ирĕк паракакан учителĕн дипломне илнĕ.

Нумай çул вожатăйра, воспитательте тата директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă хыççăн 1983 çулта вырăс чĕлхи учительне куçнă. Çав вăхăтрах директорăн вĕрентÿ тата воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕн тивĕçне шаннă.

Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарнă опытлă педагог. Çамрăк специалистсен наставникĕ.

Юрлама-ташлама ăста. Вĕрентекенсен пĕрлехи хорĕпе районти  конкурссене час-часах хутшăннă, çывăхри ялсене концертсемпе тухса çÿренĕ.

Вĕрентÿ ĕçне кирлĕ шайра тытса пырассишĕн, шкул статусне çĕклессишĕн сахал мар вăй хума тивнĕ паллах, çавăнпа та Калининăри шкул-интернат яланах лайăх шкулсен шутĕнче тăни çинчен асăнса хăварас килет.

Учительсене вăл кирлĕ пулăшу панă, тĕрлĕ конкурссене хутшăнма хавхалантарса тăнă. Акă, тĕслĕхрен, дефектологсен республикăри конкурсĕнче хутшăнса малти вырăнсене тивĕçнĕ педагогсен – Светлана Николаева логопедăн, Людмила Федорова, Галина Захарова учительсен çитĕнĕвĕнче ун тÿпи те пур.

Ĕçри ÿсĕмсемшĕн 2000 çулта Любовь Осипова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ята тивĕçнĕ.

Ĕçчен çемьере ÿснĕ Любовь Васильевна. Ашшĕ-амăшĕн пехилĕ, ĕçе тĕплĕ тума хăнăхтарни, йывăрлăха çĕнтерме вĕрентни  ăна пурнăçра яланах пулăшса, çул уçса пынă. Мăшăрĕ те, Виталий Иванович, питĕ ĕçе  хисепленĕ. ,мĕр тăршшĕпех Калининăри участок больницинче шăл тухтăрĕ пулса ĕçленĕ, темиçе çул больница ĕç-пуçне ертсе пынă.

Икĕ ывăла тĕрĕс çул çине тăратнă вĕсем, ĕçе юратма, тăвансене, ял-йыша хисеплеме вĕрентнĕ. Аслă ывăлĕ Алексей çар ĕçне суйласа илнĕ, подполковник. Иккĕмĕш ывăлĕ Александр та хăйне килĕшекен ĕçре тимлет, çамрăк пулсан та ĕçри пултарулăхшăн Хисеп грамотисене тата хаклă парнене тивĕçнĕ – ăна Турцие кайма хаклă путевка парнеленĕ. Вăхăчĕ сахалтарах пулсан та, тăван яла килсех çÿрет вăл, амăшне пулăшать, кил-çурт таврашĕнчи ĕç-пуçа тирпейлесе тăрать.

Сăмах май каласан, пурнăç урапи çак çемьене Чехословакине те илсе  çитернĕ. Вырăс çарĕсем тăнă вырăнта Любовь Васильевна аслă вожатăйра тата воспитательте ĕçленĕ. ,çе тĕрĕс йĕркелесе пынишĕн, çамрăксене интернационалла тата патриотла воспитани панăшăн темиçе хутчен те Хисеп грамотисене тата хаклă парнесене тивĕç пулнă.

Пурнăçра  çăмăлах пулман, паллах, анчах та пур ÿсĕмсемшĕн те ашшĕ-амăшне, Турра тав тăвать ĕçе чунтан парăннă вĕрентекен.

Людмила ФЕДОРОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика