10 ноября 2004 г.
- Хаçат-журналсемпе паллашма эпĕ “Çĕнтерÿ çулĕнчен” пуçлатăп. Район хыпарĕсене тем пекех пĕлес килет,- терĕç Санарпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕрентекенсем “Çĕнтерÿ çулĕпе” “Хыпар” хаçатсен кунĕсене ирттернĕ май йĕркеленĕ тĕлпулура.
Эпир вырăна çитнĕ чухне унта уроксем пыратчĕç. Журналистсем килнине пĕлсен ачасем те, вĕрентекенсем те капăрах пĕр пÿлĕме пуçтарăнчĕç. 10-11-мĕш классенче вĕренекенсем сăвăсене, çав шутра вырăсла çырнисене те хаçатра пичетлемелли майсене ыйтса пĕлчĕç. Тĕрлĕ информацисем çырса пĕлтерме пулчĕç.
Чăн та, Санарпуç шкулне вара район хаçачĕ килсе тăмасть, çырăнман ăна кунта. Учительсем почтальонсенчен туянса вуланине пĕлтерчĕç.
Ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.Владимиров пĕлтернĕ тăрăх Санарпуçĕнче тата Çĕньялта пин ытла çын пурăнать, тăватçĕре яхăн кил хуçалăхĕ шутланать. Кăçалхи иккĕмĕш çур çулта 67 çемье район хаçатне илсе тăрать. Тÿрех палăртăпăр, нумай мар.
Çыхăну уйрăмĕсенче вăй хуракансемпе çырăнтару ĕçĕпе час-часах тĕл пулма, калаçма тÿр килет. Юлашки вăхăтра халăх хаçат-журнал сахалрах та сахалрах вулама пуçланишĕн пăшăрханаççĕ вĕсем. Районти чылай ялсенче халĕ вырăнти радиопередачăсене итлеймеççĕ. Çĕнĕ çултан вара вăл вучех пĕтессе пĕлтереççĕ линипе техника цехĕнчен. Апла пулсан район хыпарĕсене çутатакан массăллă информаци хатĕрĕ вăл - “Çĕнтерÿ çулĕ” хаçат.
- Ытларах телевизор пăхаççĕ халĕ, çамрăксем компьютерсем умĕнчен татăлма пĕлмеççĕ,- теççĕ почтальонсем.
Ку та анчах мар пулĕ. Ялсенче эрех-сăра ĕçсе пуçсене минретесси анлă сарăлнă. Ÿсĕр çынна “симĕс çĕленсĕр” пуçне мĕн интереслентертĕр. Районта кăна мар хуçалăхра е ялта мĕн пулса иртни, экономикăри е социаллă пурнăçри улшăнусем те кирлĕ мар вĕсене. Укçа-тенке хаçат çырăнса иличчен тепĕр кĕленче эрех туянма хыпăнакан хуçалăхра тар кăларса тăрăшасса ĕненме те хĕн.
Санарпуçĕнчи библиотекăра, ял администрацийĕнче, “Санары” тулли мар яваплă обществăн кантурĕнче тĕлпулусем иртрĕç çав кун. Хыпарçăсем вĕсенче чăваш халăх хаçатне çырăнса илменнинчен тĕлĕнчĕç. “Çĕнтерÿ çулне” пур çĕрте те мар пулин те чылайăшĕ юратса вулани пире савăнтарчĕ. Çав вăхăтрах сĕнÿсем те пачĕç вулакансем. Тĕслĕхрен, ачасене воспитани парас, вĕрентÿ ыйтăвĕсене çĕклекен статьясене пичетлемеллине палăртрĕç.
Район хаçачĕн кунĕнче, çавăн пекех, журналистсем çыхăну уйрăмĕнче тимлекенсемпе курса калаçрĕç. Çырăнтару ĕçĕ мĕнле пынипе интересленчĕç. Асăнтăмăр ĕнтĕ, хыпарçăсемпе пĕрле йĕркеленĕччĕçак тĕлпулусене.
Çавна май вулакансем хăш хаçата ытларах кăмăлланине танлаштарма та май пулчĕ. Аснарпуç тăрăхĕнче, Вăрнарта «Çĕнтерÿ çулĕ» уйрăм чысра пулни пире тата лайăхрах тăрăшма хистет.
Почтальон сумкисем юлашки çулсенче çăмăлланнишĕн пăшăрханса калаçрĕç çыхăну ĕçченĕсем. Любовь Степанова бригадир ăнлантарнă тăрăх, Вăрнарта хаçат-журналсене çиччĕн ун çывăхĕнчи ялсене тăватă почтальон валеçеççĕ. Çырăнтару ĕçĕшĕн те вĕсем яваплă. Кашнинпе курса калаçаççĕ, ютарнă кăларăма суйлама пулăшаççĕ.
-Çамрăксем тата интелегенцисем, учительсемпе тухтăрсем, тĕрлĕ кăтартусенче ларакансем хаçат çырăнмаççĕ. Вĕсене район пурнăçĕ интереслентермест те тейĕн, - пĕрнĕ пĕрÿ пÿлсе калаççĕ Вĕсем.
Ялсене çитсе хăшĕ-пĕри хаçатăн çур çула çырăнмалли хакĕ пысăкран ăна илсе вулайманнине ăнлантарма тăрăшать. Анчах тÿрех ултă уйăхлăха çырăнмасан та юрать-çке. Калăпăр, виçĕ уйăха, кайран тата малалла тăсма юрать.
Хакне ăна редакци çирĕплетмест, çыхăну управленийĕпе пĕрле килĕшсе палăртаççĕ. Унта хаçата пичетлесе кăларас енĕпе çыхăннă тăкаксемсĕр пуçне вулакансем патне çитернишĕн тăкакланă укçа-тенкĕ те кирлĕ. Урăхла каласан хаçат хакĕн 4 проценчĕ çыхăну тăкакĕсем.
Асăнтăмăр ĕнтĕ, район хыпарĕсене хаçатсăр пуçне урăх çутатаканĕ Те çук. Çавна май «Çĕнтерÿ çулне» 2005 çулхи пĕремĕш çур çулшăн тата ытларах çемье çырăнса илессе шанас килет. Килес çул пирĕн районта Республика кунне ирттерме палăртнă. Ăна хатĕрлесе ирттерни çинчен те пĕлмесĕр юлма пулать «Çĕнтерÿ çулĕсĕр».
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"