Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршывăмăр паттăрсемпе мухтавлă

03 ноября 2004 г.

Вăрçă... Çак хăрушă сăмаха илтсессĕнех çÿç-пуç вирелле тăрать, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăчĕ куç умне тухать. Миçе пин çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, миçе пин ача тăлăха тăрса юлнă çак тискер вăрçа пула. Мĕн чухлĕ хуйхă кÿнĕ вăл халăха. 20 миллион ытла совет салтакĕ çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунă.

Чăннипех пысăк паттăрлăх кăтартнă пирĕн салтаксем вăрçăра. Çын çÿремен шурлăхра, кайăк ларман ту хысакĕнче, кашкăр кĕмен вăрман чăтлăхĕнче, суха касси витмен пăрлак тăвайккире - Тăван çĕршывăн кашни утăмĕнче тискер тăшмана çунтарнă.

Шел пулин те, вăрçă паттăрĕсем çулран-çул сахалланса пыраççĕ. Паян пурăнакансем вара пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Акă, Пăртас ялĕнчи Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Сергей Федорович Федоров нимĕç фашисчĕсемпе паттăрăн çапăçнăшăн, хăюлăх кăтартнăшăн сакăр орден-медале тивĕçнĕ. Фашизма çĕнтерсе çитĕнекен ăру пуласлăхне, Тăван çĕршыв малашлăхне сыхласа хăварас ĕçе пысăк тÿпе хывнă вăл. Эпир паттăрсен ĕçне-хĕлне нихăçан та манмăпăр, ĕмĕрлĕх асра тытăпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика