Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утă-улăм кĕл пулнă

27 октября 2004 г.

Октябрĕн 23-мĕшĕнче çĕрле 11 сехетре Кÿлхĕрринче Г. хуçалăхĕнче пушар пулнă. Вут-çулăмра 2 тонна утăран тата 1 тонна улăмран кĕл купи кăна тăрса юлнă. Халлĕхе инкек сăлтавне тупса палăртман-ха, пушар мĕнрен тухнине малалла тĕпчеççĕ.

Иртнĕ эрнере вара районти тĕп больницăра Уйкас Явăшран илсе килнĕ 53 çулти Ф. вилсе кайнă. Вăл МТС «Яуши» хуçалăхра механизаторта ĕçленĕ, мунчара пурăннă. Ÿсĕрскер, электричество плити патне ытлашши çывăха пынăран мазутлă тумтирĕ хыпса илнĕ пулĕ, тесе шутлаççĕ. Факел пек çунакан Ф. мунчаран ирĕке тухма пултарнă. Çак вăхăтра тула тухнă кÿрши чупса пырса çылăма сÿнтернĕ. Ф. алли-ури, хырăмĕ, пĕтĕмпе кĕлеткин 50 проценчĕ çунса кайнă. Больницăра тăватă кун выртнă хыççăн вăл пурнăçран уйрăлнă. Инкек вăхăтĕнче çулăм мунчана хыпса илмен.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика