Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрне пулăшса

27 октября 2004 г.

Иртеменкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул “Знамя” ял хуçалăх производство коопартивĕпе тата ашшĕ-амăшĕсемпе туслă çыхăну тытать. Кĕркунне хуçалăхра çĕрулми кăларнă вăхăтра пире, вĕренекенсене, уя çимĕç пуçтарма илсе тухрĕç. Класăн-класăн тупăшса ĕçлерĕмĕр. Сисместĕн те, михĕсем самантрах тулса каяççĕ. Ĕçлесен-ĕçлесен ларса канатпăр. Каннă вăхăтра тĕрлĕрен вăйăсем вылярăмăр, савăнтăмăр.

Çĕрулми пуçтарса кĕртнĕ хыççăн пире, 8-мĕш класс ачисене, Вăрнара каякан шоссе çулĕ хĕррипе пĕлтĕр лартнă чăрăшсемпе хырсем тавра тăпра кăпкалатма илсе тухрĕç. Нумаях та вăхăт иртмĕ, вĕсем сарăлса ÿссе çитĕнĕç, çил-тăманра шоссе çулне юр шăлса лартасран шанчăклăн хÿтĕлĕç.

Çак ĕçсене пурнăçланă хыççăн “Знамя” ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи Вячеслав Иванович Васильев пире мухтарĕ, хавхалантарчĕ, тав сăмахĕсем каларĕ. Кирлĕ чухне эпир малашне те хуçалăха пулăшса пырăпăр.

Вĕренÿ çулĕ пуçланнă хыççăн шкулта ашшĕ-амăшĕсен пăхăвĕ иртрĕ. Вĕрентекенсем аслисенчен пулăшу ыйтрĕç. Ашшĕ-амăшĕсем ÿркенсе тăмарĕç, шкул садĕнче йывăçсен хăрăк турачĕсене иртрĕç, картасене майларĕç, картишне тирпейлерĕç.

Çапла малашне те эпир пĕр-пĕрне пулăшса пырăпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика