13 октября 2004 г.
Фашистла Германие çапса аркатнăранпа 60 çул çитнине кĕтсе илнĕ май республикăра, çав шутра хамăр районта та, мероприятисем анлă иртеççĕ. Октябрĕн 9-мĕшĕнче, акă, районти культура çуртĕнче çак паллă куна халалласа патриотизм клубĕсемпе пĕрлешĕвĕсен “Отчизне великой верны” ятпа республикăри пĕрремĕш смотр-конкурсĕ иртнĕ. Вăрнар, Муркаш, Йĕпреç тата Элĕк районĕсенчи клубсен программинче вăйă-кулă, конкурссем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă ыйтусем чылай пулнă. Конкурсра йĕпреçсем уйрăмах активлăхпа палăрнă, пĕрремĕш вырăна тухнă.
Районсенче çакнашкал пĕрлешÿсем туса хуни çамрăксене патриотизма çар воспитанийĕ парас ĕçре пысăк вырăн йышăнать.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"