13 октября 2004 г.
Медицина технологийĕсене çĕнетсе пыни - сывлăх сыхлавне аталантарас, халăха квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ парас тĕп çул-йĕрсенчен пĕри. Районта ку енĕпе ырă улшăнусем туни сисĕнет. Нумаях пулмасть районти тĕп больницăн поликлиникин стоматологи уйрăмĕ шăл сиплемелли икĕ çĕнĕ оборудованипе пуянланнă. Чехире туса кăларнă “Дипломатсен” сиплев майĕсем пысăк, вĕсем сассăр ĕçлеççĕ. Стоматологи уйрăмĕн пурлăх никĕсне çирĕплетме районти финанс пайĕ муниципаллă финанссене реформăламалли программăпа çĕнсе илнĕ укçаран 450 пин тенкине уйăрса панă.
Халĕ стоматологи кабинечĕсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Унччен чирлисене пĕр пÿлĕмре кăна йышăннă пулсан, малашне шăл сиплессипе квалификациллĕ виçĕ стоматолог ĕçлĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"