Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парксемпе садсем ешерччĕр

11 октября 2004 г.

Хамăр пурăнакан ял-хулана сăн кĕртес, экологи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе Чăваш Республикин Президенчĕ нумаях пулмасть “Парксен тата садсен çулталăкĕ çинчен” Указа алă пусрĕ. Экологи уйăхлăхĕ йĕркипе, çавăн пекех республика ертÿçин хушăвне пурнăçа кĕртсе халĕ районти поселок-ял администрацийĕсенче йывăç-тĕм, çамрăк хунавсем лартасси активлă пырать.

Йывăçсем сывлăша тасатнипе пĕрлех тавралăха та илем кÿреççĕ. Анчах вĕсене ăçта килнĕ унта лартса хăварнипе ĕç тухмасть. Çакна шута илсех ĕнтĕ кашни ял администрацийĕнчех ятарлă плансем туса хатĕрленĕ. Пĕтĕмĕшле ĕçсем, паллах, шкулсем, магазинсем, культура, медицина учрежденийĕсем тата ытти  объектсем, вăрçăра вилнĕ салтаксене асăнса лартнă обелисксемпе монументсем тавра тирпей-илем кĕртессипе, урамсемпе картишсенче газонсемпе чечек клумбисем вырнаçтарассипе, аллейăсемпе парксем лартассипе çыхăннă.

Çитес çул Пăртас ял администраци территорийĕнче, сăмахран, Çарăклăри культура çурчĕ тата Волонтерти клуб çумĕнче Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 60 çул çитнине халалласа скверсем лартма йышăннă. Ку тĕслĕх ытти чылай ял администрацийĕнче те чи анлă сарăлнисен шутĕнче пулĕ. Вăрманкассем, санарпуçсем, малтикас-ялтăрасем, тăвальушкăнь-ялтăрасем, туçи-çармăссем, кушар-юнтапасем, ершепуçсем автоçул хĕррипе йывăçсем лартасшăн. Ярмушка ял администрацийĕнче тавралăха илемлетес ытти ĕçсемпе пĕрлех “Çамрăклăх” кану паркне тума палăртнă. Малтикас-ялтăрасен кирпĕч завочĕ пулнă тĕлтен пуçласа автозаправкăна çитиччен лартнă вăрманĕ çулсем иртнĕçем ял çыннисене илемĕпе тыткăнлĕ.

Çырма-çатрасене, пĕвесене ишĕлесрен, кĕркуннехи-çуркуннехи шыв-шур çĕрĕн пулăхлă сийне юхтарса каясран йывăç-тĕмсем лартса хăварассине те - яланхи çивĕч ыйтăва - кашни ял администрацийĕнчех плана кĕртнĕ. Кунсăр пуçне çитес çултан пур çĕрте те ветерансен аллейисем ешерме тытăнĕç.

Район территорийĕнче ЧР Президент Указне епле пурнăçланине тĕрĕслессипе ятарлă комисси туса хунă. Çулсерен халăх пурăнакан вырăнсем хушшинче йывăç-курăклă тата тирпей-илем кĕртнĕ чи лайăх ялсене палăртас енĕпе смотр-конкурс ирттерме йышăннă. Çавăн пекех ял администраци пуçлăхĕсене йывăç лартмалли лаптăксене ÿстерме хушнă.

Çемье çулталăкĕ ăнăçлă иртрĕ. Çамрăксемпе сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ те чылай ырă пуçарăва пурнăçа кĕртме пултарчĕ. Парксемпе садсен çулталăкĕ те “тутă çимĕç” патăрччĕ - тăван тавралăх тасалăхĕпе, тирпейлĕхĕпе, илемĕпе савăнтартăр. Çак ĕçе вара çĕр çинчи кашни çын тÿпе хывтăр.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика