Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсем - библиотека тусĕсем

30 сентября 2004 г.

Çакна библиотека ĕçченĕсем çирĕплетсех калама пултараççĕ. Пирĕн абонементра 200 яхăн пенсионер шутланса тăрать. Вĕсем библиотекăн мĕнпур тивĕçтерĕвĕсемпе туллин усă кураççĕ.

1993 çултанпа кунта ватă çынсем валли «Ылтăн çулсем» клуб ĕçлет. Унăн яланхи тусĕсем кашни занятинех тепĕр çынна илсе килеççĕ, клуб ĕçне явăçтараççĕ. Клубăн тĕп тĕлевĕсем - ватăсен кану вăхăтне усăллă йĕркелесси, искусствăпа литература, çĕршыв тата тĕнче культурин çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарасси. Кунта çÿрекенсем библиотека ирттерекен мероприятисене те активлă хутшăнаççĕ.

Ватă çынсем çавăн пекех - чи нумай кĕнеке вулакансем те, вĕсем: Д.А.Жаркова, В.Г.Кулаев, Т.Н.Линькова, Н.П.Никитина, Л.П.Орлова, А.Г.Семенова, В.Г.Федотова тата ыттисем те. Ватăсем тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ çĕре пысăк тÿпе хываççĕ. В.П.Слотинапа Г.П.Павлов, сăмахран, шкул ачисемпе тата ĕçпе вăрçă ветеранĕсемпе тата ытти тĕлпулусене йĕркелеме пулăшрĕç. Уйрăмах «Библиотекăна кĕнеке парнелер» акцие хастар хутшăннă пенсионерсене тав тăвас килет. В.Г.Федотова тата А.И.Чернова кăçал библиотека фондне чылай кĕнеке парнелерĕç.

Октябрĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне паллă тунă май, ватăсене - библиотека тусĕсене - чĕререн саламлас килет. Çулсем иртсен те чунпа ан ватăлччăр вĕсем. Библиотека алăкĕсем вĕсемшĕн яланах уçă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика