Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ мелсемпе усă кураççĕ

23 сентября 2004 г.

Ял çыннисен пурнăçĕнче халлĕхе тĕл пулакан  тÿнтерле пулăмсенчен  хăтăлас тĕллевпе  Кÿлхĕрри ял администрацийĕ халиччен усă курман мелсене ĕçе кĕртме тăрăшать.  Çак тĕллевпе кăçал  администраци çумĕнче  общественность тата профилактика канашĕ  йĕркеленĕ.  Унта ял администрацийĕн пуçлăхĕ  Н.Кириллов,  ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ  Л.Федоров пенсионер,  ялти шкул директорĕ  А.Шоколева, шкул работникĕ  Н.Федоров,  Калининăри ача сачĕн воспитателĕ  Г.Фирсова, «Вурнарыдорстрой» акционер обществин  водителĕ  Ф.Николаев,  ялти клубри художество руководителĕ А.Венедиктова кĕреççĕ.  Август уйăхĕнче çĕнĕ канашăн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ.  Унта К.Иванова  Н.Ефремов пирки  çырса панă хута  пăхса тухнă.  Лешĕ К.Иванован 24 хурне  хăйĕн кил картине хупса 3 кун усранă,хуçи ыйтсан нимĕн те пĕлместĕп, тесе хуравланă.  Канаш ларăвĕнче Н.Ефремова ют çын хурĕсене çакăн пек хупса усрани саккуна хирĕçле ĕç пулни çинчен  кăтартса хăварнă,  урăх кун пек тума юраманни  пирки асăрхаттарнă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика