Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавар туянакансемшĕн тăрăшса

06 сентября 2004 г.

Вăрнар райповĕн ялсенче вырнаçнă магазинĕсем хăтлăлансах пыраççĕ. Юлашки вăхăтра, акă, Кÿстÿмĕрти куллен кирлĕ таварсен магазинĕн сăн-сăпачĕ тĕпрен çĕнелсе улшăннă. Иртнĕ уйăх вĕçĕнче кунта ача-пăча площадкине туса пĕтерсе хута янă. Унта пĕчĕк ачасене катаччи ярăнма горка вырнаçтарнă, ларса выляма пĕчĕк сĕтел-пукансем туса лартнă, таса хăйăр турттарса килнĕ, тавралла карта тытса çаврăннă. Халĕ магазина пĕчĕк ачасемпе килнĕ амăшĕсем хăйсен пепкисем пирки лăпкă пулма пултараççĕ. Вĕсем тавар суйласа илсе туяннă вăхăтра пĕчĕккисем площадкăра канлĕн выляса лараççĕ. Площадкăри ĕçсене вĕçленĕ хыççăн строительсем склад пÿлĕмне йĕркене кĕртме пуçланă. Кÿстÿмĕрти магазин çынсене куллен кирлĕ таварсемпе туллин тивĕçтерет. Кунта ĕçлекенсем задание уйăхсерен ăнăçлă пурнăçласа пыраççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика