13 августа 2004 г.
Чăваш Енĕн футбол кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан ăмăртăвăн çурма финалĕ Вăрнарта иртнĕ. Килти вăйăсенче “Химик-ВЗСП” Шупашкарти “Волга-ТАВ” командăпа вылянă. Кăçал çак икĕ команда та ăнăçлă вылярĕç, лидерсен йышĕнче пулчĕç, турнир таблицин иккĕмĕшпе виççĕмĕш йĕркисенчен анмарĕç. Çавăнпа та çурма финалти вăйăсем çивĕч пуласси малтанах паллăччĕ.
Иртнĕ çул Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн “Химик” команди финала та çитнĕччĕ. Шел, кубока ун чухне Шупашкарти “СК-Центр” çĕнсе илнĕччĕ. Çапах та химиксем пĕлтĕр Чăваш Республикин чемпионачĕн аслă дивизионĕнче чемпионсем пулса тăчĕç. Кăçал вĕсене çавăн пекех Раççей футбол чемпионачĕн Атăлçи зонинче вăйлă командăсемпе выляни те ăсталăха ÿстерме пулăшрĕ.
Иртнĕ эрнери вăйăсем епле пулнă-ха; Пĕрремĕш таймрах химиксем хастарлăхпа палăрнă. Чылай вăхăт тапăнса вылянă хыççăн Сергей Дмитриев вăйă шутне уçнă. Иккĕмĕш таймра та вăлах шупашкарсен хапхине тепĕр мечĕк тапса кĕртнĕ. Çапла “Химик-ВЗСП” “Волга-ТАВ”-а 2:0 шутпа çĕнтерсе финала хутшăнма тивĕç пулнă.
Финалри матчра “Химик” Çĕмĕрлери “Звездапа” тĕл пулать. Ку команда та вăйлисен шутĕнче. Нумаях пулмасть республика чемпионатĕнчи вăйăсенче çак икĕ команда тĕл пулнăччĕ, ун чухне матч никам çĕнтерейменнипе вĕçленнĕччĕ. Çавăнпах финал та хĕрÿ иртесси пирки иккĕленмелли çук. Вăл ыран Шупашкарта иртет.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"