Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрă çакланатех

12 мая 2004 г.

Ют пурлăха вăрлакан паян мар-тăк ыран пурпĕр çакланать. Шел, çакна хăшĕ-пĕри темшĕн шута хумасть. Акă, вăрнар çынни хĕрĕх çиччĕри П. аш-какай комбинатĕнчен тăхăр килограмм ĕне пĕверĕ йăкăртнă. Анчах ăна килне илсе çитереймен - шалти ĕçсен районти пайĕн “Шырав” ушкăнĕ вăрра çулса илнĕ. Поселокра пурăнакан Л., çирĕм улттăрискер, А.Иванов урамĕнчи 9-мĕш çуртăн пĕр хваттерне форточкăран кĕрсе кайнă, икĕ пин ытла тенкĕлĕх вырăн таврашĕ çаклатса тухнă. Милиционерсем ăна та хăвăрт шыраса тупнă. Шел, Вăрнарăн çурçĕн енчи микрорайонта пĕрисен гаражне çĕмĕрсе кĕнĕ çынна халлĕхе тытайман-ха. Çак путсĕр “Жигули” хуçине ултă пин тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем иртнĕ шăматкун преступленилле ултă ĕçе харăсах уçса панă. Январь-март уйăхĕсенче Аçăмçырми тăрăхĕнче магазинсем, çыхăну уйрăмĕ, фельдшер пункчĕ тата предпринимателĕн киоскне тустарса çÿренĕ икĕ çамрăк йĕрке хуралçисен аллине çакланнă. Пĕри - вунсаккăрта, тепри - вунпиллĕкре. Иккĕшĕ те ниçта та ĕçлемеççĕ-вĕренмеççĕ. Çакскерсем хĕл кунĕсенче ют пурлăха тустарма кÿршĕри Элĕк районĕнчи Кĕçĕн Тăван ялĕнчен килсе çÿренĕ.

Вăрă ĕçĕпе лекнисен саккун умĕнче çирĕп явап тытма тивет.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика